Комментировать

5 Сен, 2017

Профилактика ирттернин усси пысăк

Раççей МЧСĕ пушар надзорĕн инспекторĕн ĕçне халĕ малтанхи пек вăл миçе протокол çырнине, должноçри çынсене мĕн чухлĕ штраф панине кура мар, пачах урăх самантсене тĕпе хурса хаклать. Ведомство çавăн пекех бизнес тĕлĕшпе ирттерекен тĕрĕслевсен шутне те чакарса пырать, çав хушăрах предпринимательлĕх обĕекчĕсен хăрушлăхран сыхăлăхра пулмалла. Мĕнле майпа? Çак тата ытти ыйтăва Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи тĕп управленийĕн пуçлăхĕпе — Чăваш Республикин пушар надзорĕн патшалăх тĕп инспекторĕпе Станислав Антонов генерал-майорпа сÿтсе яврăмăр.

Станислав Юрьевич, калаçăва бизнесран пуçлар. Хальхи вăхăтра предпринимательсем пушар надзорĕн инспекторĕсем тĕрĕслевпе килессе кĕтмесĕрех «теветкеллĕхĕн ирĕклĕ хаклавĕ» текен меслетпе усă курма пултараççĕ. Пирĕн республикăра çакнашкал аудит ирттерекен 8 эксперт организацийĕ регистрациленнĕ. Вĕсем пĕтĕм предприниматель патне çитме ĕлкĕрееççĕ-и?

— Хальхи вăхăтра Раççей МЧСĕ объектсем пушар хăрушсăрлăхĕн требованийĕсене тивĕçтернине хаклас ĕçĕн çĕнĕ мелĕсене аталантарма тăрăшать. Çак мелсенчен пĕри — теветкеллĕхĕн ирĕклĕ хаклавĕ /независимая оценка риска/. Енчен те çак хаклав вăхăтĕнче объект пушар хăрушсăр-лăхĕн çирĕплетнĕ йĕркисене тивĕçтерет тесе пĕтĕмлетнĕ тĕк — вăл вăйра тăнă вăхăтра инспектор тĕрĕслевпе унта каймасть. Чăваш Енре çакнашкал 8 организаци аккредитаци илнĕ. Çапах хаклав ĕçне пирĕн кÿршĕ регионсенчисем те — Мари Элтан, Тутарстанран, Чулхуларан — хутшăнма пултараççĕ. Предприниматель вĕсен списокне интернетра тупать те хăйне килĕшнине теветкеллĕхĕн ирĕклĕ хаклавне — урăхла каласан аудит — ирттерме чĕнет. Специалист çав объекта килсе пушар хăрушсăрлăхĕн тăрăмне хаклать, мĕнле çитменлĕхсем пуррине пĕлтерсе вĕсене пĕтерме сĕнет, теветкеллĕхе чакарас тесен мĕн тумаллине ăнлантарать. Вăл та пушар надзорĕн инспекторĕ пекех предписани пама пултарать, анчах протокол çырмасть, явап тыттармасть. Эксперт организацийĕсем кăçал теветкеллĕхĕн ирĕклĕ хаклавĕ пирки 221 заключени панă.

Енчен те ирĕклĕ экспертсем — аудиторсем — пĕр-пĕр çитменлĕхе курмăш тусан, кăшт вăхăт иртсен вара вĕсем тĕрĕслев ирттернĕ объектра пушар тухсан кам явап тытать? Çакнашкал начар тĕслĕхсем пулман-и? Малалла вулас...

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.