Комментировать

5 Сен, 2017

Культурăллă чăваш капитализмне кĕтсе илейĕпĕр-и?

20 çул ытла капитализм йĕркипе пурăнатпăр тетпĕр. Капитализма эпир, ун чухнехи СССРта пурăнакансем, 1991 çулта кĕтмен туман çĕртен ăнсăртран кĕмсĕрт персе антăмăр. Куллен «аталаннă социализм» /«развитый» тесе хăпартланаканскерсем «çĕрĕшсе пыракан» /«загнивающий» капитализма сисмесĕрех кĕрсе ÿкрĕмĕр. Çав капитализм «тинĕсĕнче» вара ахаль совет çыннисенчен никам та, 100 проценчĕпех темелле, «ишсе» курман. Ачана ишме вĕрентмешкĕн тарăнрах вырăна тĕртсе янă пекех пулнă-тăр вăл — вĕренейсен ишсе тухать. Çавăнтанпах «чăмпăлтататпăр» капита-лизмра. Халĕ акă «Культурăллă чăваш капитализмне кĕтсе илейĕпĕр-и?» текен шухăшпа пуçа çавăратпăр. Апла тăк çак чуна ыраттаракан ыйтăва лартмалăх опыт пухрăмăр пулас 26 çул ка-питализмра пурăнса. Хуравĕ пĕрре пăхса курăнмасть çав. Ара, «капитализмĕ» те пирĕншĕн темле мереккелле пуçланчĕ те… Аса илер-ха: пире пурне те çĕршыв хуçисем туххăмрах «капиталист» туса хучĕç. Çĕршыв пурлăхĕ шутланакан предприятисене «халăха пама» шутларĕç. Кашниех предприяти акционерĕ пулса тăрĕ тесе васкавлăн ваучер валеçрĕç. Ваучера пĕр-пĕр предприятие хурса дивиденд илсе тăмаллаччĕ. Хăшĕ-пĕри çийĕнчех хăтăлнăччĕ унран — ваучер туянакан чылайччĕ.

Пирĕн хушăмăрта ваучерпа пая кĕрсе дивиденд илсе тăракан пур-ши паян? Хăйĕн ваучерĕн шăпине кам пĕлет? Манăн пĕр самаях пуян пĕлĕшĕм «Газпрома» хунă 2500 акцийĕнчен те теçетке çул çулсерен 11 тенкĕ дивиденд илсе тăчĕ, унтан тарăхнипе акцисене сутсах ячĕ. Паянхи ертÿçисем унта вара кунсерен 1 миллион тенкĕ ĕç укçи илеççĕ теççĕ.

Эпĕ ваучер хунă предприяти паян вуçех çук. Пирĕн дивидендсем икĕ-виçĕ хутлă, оранжерейăллă виллăсене, шурă яхтăсене, ăшă тăрăхсенчи тинĕс хĕрринчи сарă хăйăра çаврăнчĕç-тĕр тахçанах. Анчах пулса иртнине каялла çавăрма çук. Кам çĕршыв пурлăхне каялла «национализаци» тăваять? Хăй вăхăтĕнче ăна приватизацилеме урăхларах механизм йĕркелемелле пулнă ĕнтĕ, пирĕн вара ваучерпа çырлахнă.

Çав вăхăтра тĕнчере çĕршыв мулне халăха тухăçлăрах мелсемпе валеçес йĕркесем çук мар. Тĕслĕхрен, Катар, Арап Эмирачĕсем нефть кăларса сутнинчен пысăк тупăш илеççĕ. Унта СССР элчи пулса ĕçленĕ А.Бовин хаçатра çырса тĕлĕнтерни асрах: газ тÿлевсĕр, бензин йÿнĕ, хваттер тÿлевĕсем çук, хваттерĕсем те тÿлевсĕрччĕ пулас. Ача сачĕ, шкул, университет, аптека /тухтăр çырса панă рецептпа ĕнтĕº тÿлевсĕр. Ют çĕршывра пĕлÿ илес текенĕн тăкакĕсене йăлтах патшалăх саплаштарать. Ача çуралсанах банкра ун ячĕпе шут уçаççĕ, унта çĕршыв нефть сутса илнĕ тупăшран укçа «тумласа» тăрать. Ача çитĕннĕ çĕре банкра самай хулăн «енчĕк» хатĕр те…

Мĕншĕн кун пек капитализма культурăллă тесе калас мар?

Çак термина та уçăмлатмалла ахăр. Культурăллă тени те капитализмăн чи паха енĕсене уçса параймасть. Ара, ту шăтăкĕсенче пурăннă тапхăрăн та хăйĕн культури пулнă. Çын çиекенсен те — хăйсен культури. Эппин, ман шухăшăмпа, паянхи цивилизациллĕ капитализм çинчен калаçмалла. Хальхи цивилизаци — этемлĕх аталанăвĕнчи чи çÿле çĕкленнĕ тапхăр. Кăçал çулла пирĕн килте ĕмĕрĕпех капитализмра пурăнакан икĕ çĕршывран килнĕ хăнасем пулнăччĕ. Калаçусенче пĕрре мар хамăр пурнăçа сÿтсе явнă. Японирен килнĕ Синдзиро Казама профессор шучĕпе, гуманизмлă капитализм кирлĕ пире. Ĕçчен тата пăхăнма хăнăхнă ниппончинсем /вĕсем хăйсене çапла калаççĕ, Ниппон çынни тени пулатьº ĕç вырăнĕнчех вилсе кайни е ăсран тайăлни те çук мар тет вăл.

Ку енĕпе Европăри, Америкăн пĕрлештернĕ штачĕсенчи тата Канадăри капитализм гуманизмлăраххи паллă.

Турцирен килнĕ хăна Хусейин Карадаг профессор ахальтен мар социализм вĕрентĕвĕн çулпуçĕсем халăха социаллă хÿтлĕх кирли пирки каланисем пĕлтерĕшлине палăртать. Вăл çĕршыв саккунпа кăна пурăнмаллине мала хурать. Апла тăк унта та ĕçлекен çын умне тухса тăракан ыйтусем çук мар.

Шел те, коррупци вăйланнă май пурнăçри тÿнтер ен нумайлансах пырать. Çитменнине, капитализм саманинче вĕсене Мускава евитленипе татса пама çук иккен. Капитализм вăй-хăвата, чăрсăрлăха ытларах хисеплет. Чылай чухне сĕмсĕрлĕх çĕнтерни палăрать. Çавăнпа мар-и пирĕн çĕнĕ капиталистсем йÿнĕпех ярса илнĕ заводсемпе фабрикăсене тухăçлă ĕçлеттерсе яраймаççĕ, çынсене ĕçпе, ĕç укçипе пурте тивĕçтереймеççĕ.

Акă чăвашсен пĕр олигархĕн пĕрлĕхĕнче ĕçленĕ Патăрьел арçынĕ икĕ çул ĕнтĕ ĕç кĕнекине тавăрса паманнишĕн пăшăрханать. Ертÿçĕ пуйса кайнипе унăн культури ним чухлĕ те ÿсмен. Пĕр подћездра пурăнакан кÿршĕ — Елчĕк районĕн хĕрарăмĕ — патне ялтан килнĕ тăванĕ каласа панине те манма çук. Пĕр агрофирма хăйĕн хирĕнче хими им-çамĕпе вăйлă усă курнăран ялта вĕлле хурчĕсем вилсе пĕтнĕ, анчах ăна никам та тĕпчесе тертленмен… Çакă пулать-шим чăваш ялне çитнĕ культурăллă капитализм?

Совет саманинчех «ватăлма» пуçланă ялсем пушанса пыраççĕ. Икĕ пинмĕш çулчченех тытăнса тăнă колхозсемпе совхозсем те такам «пулăшнипех» арканса пĕтрĕç пулĕ. Ялта фермер хуçалăхĕ йĕркелеме тытăнса пăхакансем пур-ха. Налукçисем вара вичкĕн куçлă — фермер, агрофирма йĕркелекенсен пĕр пус таранччен отчет памалла. Арçынсен укçа тума ирĕксĕрех Мускав капиталисчĕсем патне шапаша çÿреме тивет. Чăваш капиталисчĕсем ăçта-ха вара? Культурăллă чăваш капитализмĕ Чăвашра пур-ши? Ах, культурăллă тейиччен, чăваш капиталисчĕ нумай-ши тата? Чăвашра миçе завод ытти çĕртен килнисен аллине куçнине никам та шута илсе пымасть. Хăй вăхăтĕнчи Президент суйлавĕсенче А.Хусанкай кандидат Чăваш Республикин гражданлăх саккунĕ кирлĕ тени те паянхи куçпа пăхсан пĕрре те ытлашши мар: республика гражданлăхĕ пулсан республика пурлăхĕ ютран килнисен аллине йăпăр-япăрах кĕрсе ÿкеймен пулĕччĕ. Унччен «Чăваш бройлерĕ» предприяти лайăх ĕçленĕн туйăнатчĕ. Унăн продукцине — сивĕтнĕ чăх тушкине — туянма кăмăллаттăм. Пĕрре ун лавккине кайрăм та — алăк хупă. Предприятире кризис иккен. Сас-хура тăрăх, ăна ятарласа панкрута кăларма хатĕрленнĕ-мĕн. Вун-вун çын ĕçсĕр юлнă, чăх-чĕп пĕтнĕ. Капиталиста мĕн çитмен-ши? Ĕçлесе ывăннă тăк культурăллă çын пулса ертÿçĕ тилхепине тепĕрне тыттар. Çук пулĕ çав, панкрута кăларса янтти пысăк тупăш илме май пурри илĕртнĕ-тĕр. Çын хуйхи-суйхи харама… Малалла вулас...

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.