Комментировать

4 Сен, 2017

Пушкăрт чăвашĕсем

Ĕç çук, тăван чĕлхе манăçать, юрлама каçхине кăна юрать...

Чăваш ялне эпир вырăнти хастарпа, Чăваш наци культура автономийĕн вĕрентÿ комиссийĕн председателĕпе, право паллă хÿтĕлевçипе, ĕç ветеранĕпе Николай Игнатьевпа кайрăмăр.

Манăн тĕп тĕллевсенчен пĕри — чăваш ялĕн пурнăçĕ çинчен, сыхланса юлнă йăли-йĕрки çинчен каласа кăтартасси. Николай Петровичăн — журналиста çак пурнăçпа шалтан паллаштарасси. Чăн та, арçын нумай-нумай çул ял нуши-терчĕпе пурăнать, лару-тăрăва çăмăллатассишĕн тĕрлĕ инстанцие вĕçĕмсĕр çыру çырать. Çурла уйăхĕн 4-мĕшĕ. Ĕпхÿрен 9 сехетре тухрăмăр, Кармаскал районĕнчи Николаевка ялне 10-ра çитрĕмĕр те/.

Тăван чĕлхепе — шкулта кăна

Николай Петрович хăй çак ялтан тухнă. Ĕмĕр тăршшĕпех Уфара инженерта ĕçленĕ, çурчĕпе халĕ дача пек усă курать. Ялта унăн 82 çулти мăшăрĕ пурăнать. Хĕрарăм кил-çурта тирпейлесе те, тем пысăкăш пахчана тасатса та ĕлкĕрет.

Утă çи. Урамра пĕр чун та çук. Пĕрисем патне кĕретпĕр, теприсем патне — пÿртсем пушах. Ял аталанни куç кĕрет — çĕнĕ кирпĕч çурт нумай. Ял урамĕ анлă, симĕс, таса, тирпейлĕ. Качака нумай.

— Ăна питех пăхмалла мар — кил умĕнчех çÿрет. Ĕне тытма вара çăмăл мар, — ăнлантарать Николай Петрович.

Пĕр çурт патĕнче аранах 25 çулти Константина тĕл пулатпăр. Сăн ÿкерĕнме шарт та март хирĕçлерĕ. Кĕçех авланма хатĕрленет. Хĕрĕ — юнашарти вырăс ялĕнчен. Ĕçе те унта — Шакшăна — çÿрет.

— Пирĕн кунта пурте çавăн пек: кам ăçта пĕлет — çавăнта вăй хурать. Ялта ĕç çук. Манăн вара кунтан пăрахса каяс килмест. Çĕр лаптăкĕ туянтăм. Çурт çĕклеме ĕмĕтленетĕп.

Костьăн ашшĕ-амăшне кĕтсе тăнă май машинăсем кăшкăртни илтĕнчĕ. Туй! Паян эрне кун вĕт. Хирĕçле пÿртрен хĕр пĕрчи чупса тухрĕ, юнашара кĕрсе кайрĕ, темĕн кăшкăрчĕ, унтан виççĕмĕшĕ чупса çитрĕ. Хăю туртса кăларчĕç, çула пÿлме хатĕрленчĕç. Ку мĕн — туй йăли-и? Çук иккен, хăйсем шухăшласа кăларнă. Ачасемпе чăваш чĕлхи çинчен калаçу пуçаратăп. Çук, вырăсла калаçаççĕ: манпа та, хăйсен хушшинче те, ашшĕ-амăшĕпе те. Чăвашла шкулта урокра кăна калаçнине палăртрĕç. Çак самантра пÿртрен ватă хĕрарăм тухрĕ.

— Мĕн чăваш чĕлхийĕ ĕнтĕ? — терĕ. — Майĕпен вырăслансах пыратпăр.

Хĕрарăм хăй вăхăтĕнче упăшкипе пĕрле ялтан ĕç шыраса тухса кайнă. Тивĕçлĕ канăва тухсан таврăннă. Акă Костьăн ашшĕпе амăшĕ таврăнчĕç. Вĕсемпе пĕрле туя çул тытрăмăр.

Туй

Шăпах хĕршĕн укçа тÿленĕ вăхăтра çитрĕмĕр. Ытти çĕртинчен нимĕнле уйрăмлăх та асăрхамарăм-ха. Каччăна пÿрте кĕртмеççĕ, укçа ыйтаççĕ — яланхи пекех. Аслă çултисем хăйсен хушшинче чăвашла калаçаççĕ, çамрăксемпе ача-пăча — вырăсла. Ялти туй пулсан та хĕрсем çÿçĕсене капăрлатнă, илемлĕ кĕпесемпе. Картишĕнче чăваш çи-пуçĕллĕ хĕрарăмсене асăрхарăм.

— Пурте çакăн пек костюмсемпе-и?

— Паллах. Илемлĕ-çке!

— Эсир туйра чăваш юррисене юрлатăр-и?

— Паллах.

— Мана та юрласа кăтартăр-ха.

— Кунта, Николаевкăра, хăйсен йăли-йĕрки. Савăнма тата юрлама каçхи пилĕк сехет хыççăн кăна юрать. Хамăр вара Ефимовкăран, эпир урам сарлакăшĕпех юрласа утатпăр.

Франци актрисине аса илтерекен пике патне пыратăп.

— Эсир чăвашах-и?

— Çапла, — кулса ячĕ вăл.

Диана Суукк-Чишмара пурăнать, çитес эрнере качча тухма хатĕрленет. Çак туйри кÿнтелен — унăн савнийĕ. Чăвашла пĕлет. Каччипе те чăвашла калаçать. Çакна пĕлсен эпĕ, тăван чĕлхесен пуласлăхĕшĕн, тĕрлĕ культура аталанăвĕшĕн кĕрешекенскер, питех те савăнтăм. Паян вара çак ялтах пурăнакан каччăпа хĕр Леонидпа Юлия Степановсем пĕрлешеççĕ-мĕн.

Ялти чи çамрăк пурăнакан та туй курма килнĕ — Злата виçĕ уйăхра кăна-ха. Унăн амăшĕ Галина Трубанова патне виçĕ пăхаттир пырса тăрсан вара тĕлĕнтĕм — хĕрарăм нумай ача амăшĕ иккен.

Галина каласа кăтартнă тăрăх, ялта кăçал тăватă ача çуралнă. Тата виççĕн çăмăлланма хатĕрленеççĕ.

— Çителĕклех çуратаççĕ-ха, анчах та нумай пулмасть пирĕн ача садне хупрĕç, — татах тĕлĕнтерчĕ Галина. Вĕсем кÿршĕ яла илсе çÿреççĕ-мĕн пепкисене, ĕçĕ те унтах, Константиновкăра. Садике хупнин сăлтавне Николай Петрович та ăнлантарса параймарĕ.

Пĕрремĕш юрату

Кăсăклă çемьепе паллашрăмăр. Виталипе Людмила улттăмĕш класранпах туслă. Шкул хыççăн пĕрлешнĕ.

— Хушамат та улăштармалла пулмарĕ, — кулать хĕрарăм. Иккĕшĕ те — Васильевсем. Халĕ те пĕр-пĕрин çине юратуллă тинкереççĕ. Шÿтлеççĕ, кулаççĕ. Çамрăк чухне Челябинск облаçне тухса кайнă. Каярахпа таврăннă. Халĕ мăнукĕсем тăтăшах килсе çÿреççĕ. Пысăк çуртра пурăнаççĕ, выльăх-чĕрлĕх усраççĕ. Виталий ĕçе кÿршĕ яла çÿрет.

— Сихонкино урлă 20 километр кăна та çав... Анчах унта çул çук. Тавра вара 50 километр пулать, çур шалу бензин валли тăкакланать.

Тепĕр чухне кунта таçтан темĕнле пĕлĕтсем шуса килеççĕ-мĕн, газ шăрши кĕрет. Чи тĕлĕнмеллине вара Васильевсен мăнукĕ пĕлтерет:

— Пĕлетĕр-и: кунта Интернет çук.

Мĕнле — Интернет çук? Уфаран 50 километрта Интернет çук-и?! Мта...

Ферма тăрри, выльăх-чĕрлĕх

Николай Петрович вилсе кайса мана ферма çинчен çыртарасшăн. Вăхăтĕнче кунта вăйлă совхоз пулнă. Анчах халĕ те лайăхах ăнăçтаракансем пур вĕт-ха. Кунта та нумай пулмасть ĕç вĕресе кăна тăнă. Ферма, йышлă выльăх-чĕрлĕх... Çынсем каласа кăтартнă тăрăх, каярахпа Бурханов директор ферма тăррине юсама шухăшланă. Юсав ĕçĕсене вырăнтисене мар, гастарбайтерсене шаннă, икĕ миллион тенкĕ тÿленĕ. Йĕркеллĕ материалсенчен туман-ши — лешсем кайнă хыççăнах ферма тăрри ишĕлсе аннă, хăш-пĕр пайĕ çилпе вĕçсе саланнă. Çулталăкран ферма хупăннă.

Мĕншĕн юсас тенĕ апла тăк? Выльăх-чĕрлĕх ăçта кайса кĕнĕ? Мĕншĕн çынсене ĕçсĕр-укçасăр хăварнă? Предприяти тăкаклă пулнă тăк мĕншĕн ферма тăррине “ылтăнран” тума шухăшланă? Ыйтăвĕ нумай, хуравĕ çук. Çĕнĕ тăрă, ванчăк чÿречесем, пысăк ферма... Ĕнер кунта ĕнесем макăрнă, паян çил вĕрет тата кунта хуçаланакан шăплăха кăвакарчăн сасси кăна пăлхатать. Чун ыратать.

Тислĕк тăвĕ

— Çав ту пулĕ тесе шухăшлатăн-и? — тĕллет фермăран тухсан Николай Петрович. — Тислĕк купи вăл. Уйсене тухса тăкас вырăнне çакăнта çĕрсе выртать, шыва варалать. Миçе çул çĕклетпĕр çак ыйтăва — усси çук.

Ял администрацийĕ те нимĕн те тумасть-мĕн çак ыйтăва татса пама. Çул тума, шыв кĕртме е урăххипе сăлтавласа кунĕн-çĕрĕн укçа пухаççĕ. Ытти ыйтăва вара çынсен хăйсен вăйĕпе татса пама тивет. Калăпăр, çÿп-çап ыйтăвĕ те пачах кăсклантармасть вырăнти влаçа. Йăла çÿп-çапне те ялта икĕ вырăна тухса пăрахаççĕ çынсем. Выльăх усрама шыв кирлĕ. Вырăнти юхан шывран усси сахалрах: шăрăхра типсе ларать. Çынсем хăйсем пăхса тăракан пĕве пулăшса пырать. Эпир шăпах ун çумĕпе иртеттĕмĕр. Кĕтĕве черетпе пăхаççĕ. Çав кун шăпах учительницăна черет çитнĕччĕ. Ÿкерчĕк. Малта выльăха хăваласа Петрович пырать. Ун хыççăн майĕпен — редакци машини. Вара эпĕ — фотоаппаратпа. Выльăх макăрнине итлесе. Ман хыççăн учительница чăвашла темĕн кăшкăрать... Ахăртнех, выльăха хăратса çÿренĕшĕн вăрçать.

Кĕтÿ урлă тухса çÿп-çап купи патне çитетпĕр. Ăна, уйра километра яхăн тăсăлса выртаканскерне, влаç “асăрхамасть”. Ял тепĕр вĕçĕнче тепĕр пĕве пур — ăна çынсем хăйсен укçипе чавтарнă.

— Куратăн-и, çынсем çĕр çинчех пурăнасшăн. Анчах влаç мĕншĕн халăха хирĕç? Мĕншĕн чиновниксем нимĕн те тăвасшăн мар? — Петровичăн чунĕ чăнласах ыратни курăнать.

Çĕнĕ урам

Хальлĕхе унта мăян кăна кашлать-ха. Унпа Александр Макаров паллаштарать. Каллех — ăнланмалла мар япала.

— Эпир мăшăрпа иксĕмĕр совхозра ĕçлесе ĕмĕре ирттертĕмĕр. Пилĕк ачана ура çине тăратрăмăр. Хăшĕ-пĕри çакăнта çĕр лаптăкне тÿлевсĕрех илчĕ, манăн ывăла Константина /ун çинчен çÿлерех асăнса хăварнăччĕ/ укçалла тара пачĕç... Мĕншĕн? Мăян кашлакан çĕршĕн тÿлетпĕр. Стройка пуçлама майĕ çук — çул çук.

Мĕншĕн пĕрисем çĕре ахалех илеççĕ, вырăнти çынсене вара тара параççĕ? Ял тăрăх çÿренĕ майăн кăмăл пусăрăнсах пырать.

...Нумаях пулмасть Николаевка çуралнă кунне паллă тунă — 225 çул тултарнă. Ял уявĕ, официаллă саламсем, концерт... Хăнăхнă программа. Шел, кăткăс ыйтусенчен пĕрне те татса пама пулăшман вăл. Малала вулас...

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.