Комментировать

30 Авг, 2017

«Эпĕ çырса хăварнисене малашне ачасемпе мăнуксем тăсĕç»

Хăшĕ-пĕри йăх йывăççине тукалать-ха паян, анчах кун пеккинех курманччĕ. Çирĕм пин тÿлесе, ятарласа саккас парса художнике ÿкерттернĕскере стена çине çакнă. Çав тери тĕреклĕ юман пулса тухнă вăл. Юман айĕнче чăваш ялĕ сăнланнă: наци çи-пуçне тăхăннă çынсем парнесемпе, кучченеçсемпе ача курма пуçтарăннă. Арçынсем — сулахай, хĕрарăмсем сылтăм енне вырнаçнă. Йывăç айĕнче сăпкара ача выртать. Çывăхрах шыв шăнкăртатса юхать…

«Йăх йывăççи патне шыв ÿкерсе художник тĕрĕс тунă. Ĕлĕк ял çыннисем юхакан пăтранчăк шывран чĕчĕ ачине пакурпа туртса илеççĕ. Ăна усраççĕ, çын тăваççĕ. Пирĕн ăру çав ачаран пуçланнă. Макçăм тетепе кÿршĕри Алякка каланă тăрăх, пепкене шыва хамăр ялсемех, Хула кассисем янă пулнă. Кĕпер Симунĕ тĕлĕнчи кĕпер патне çитиччен ачан пуçĕ те йĕпенсе ĕлкĕреймен имĕш. Шывран туртса кăларнă ачана Сергей ят панă. Сергей çитĕнсен авланать, унăн Роман ятлă ывăл çуралать. Романтан — Митрофан, Митрофанран — Савели. Савелин ывăлĕ — Степан, унăн тĕпкĕчĕ Андрей /манăн асатте/ пулнă. Çапла сакăр сыпăкчен тĕпчерĕм. Ку ĕçпе 5-6 çул та аппалантăм. Несĕлĕмĕр йывăççинче 200 ытла çын пулса кайрĕ», — паллаштарчĕ мана Комсомольски районĕнчи Йÿç Шăхальте пурăнакан 88 çулти Петр Козлов. Петр Ефимовичăн юратнă йывăççи те юман-мĕн. Сăмах май, Ферма кассипе пĕчĕк тăкăрлăк хĕресленнĕ вырăнта вăл пуçарнипе 30 çул каяллах «Çĕнтерÿ паркне» уçнă. Унта юмансемпе хурăнсем, хырсемпе чăрăшсем, çăкасемпе çирĕксем, çĕмĕртсемпе улмуççисем ешереççĕ. Хăйсем пурăнакан урамра та çăкапа çĕмĕрт чылай хунаттарнă вăл. Ял çывăхĕнчи çырма-çатрара та йывăçсем ÿсеççĕ. Петр Козлов хурт-хăмăрçă та. Унăн шухăшĕпе кашни утарçăн хăйĕн ĕмĕрĕнче пыл паракан 50 йывăç-тĕм лартса хăвармаллах. Çак тĕллеве пурнăçа кĕртнĕ ĕнтĕ вăл.

«Савели хăйĕн иккĕмĕш ывăлне Çтаппана шкула хутла вĕренме панă. Вăл вăхăтра пирĕн ял çывăхĕнче шкул пулман: Патăрьелĕнче те, Турханта та, Шурутра та, Аслă Арапуçĕнче те пĕлÿ çурчĕсем уçăлман, çавăнпа Çтаппана хальхи Улатăр районне кĕрекен Кивĕ Эйпеçе илсе кайнă. Кивĕ Эйпеçре шкул 1837 çулта уçăлнă. Унта ачасене Турă саккунне те вĕрентнĕ, чиркĕве кĕлĕ ту-тарма та илсе кайнă. Пĕррехинче хайхи Çтаппан ыттисенчен хыçаларах юлать-мĕн. Урамра çÿрекен качакана мăйракинчен тытса чиркĕве çавăтса кĕрет… Çавăнтан Козлов хушамат кăларса яраççĕ. Çтаппан вĕренсе пĕтерсен ялта хутла пĕлекен пĕрремĕш çын пулнă. Йÿç Шăхальсем ăна вулăса депутата суйласа янă. Вулăсра депутатсен хушшинче старшинана суйланă. Вăл вăхăтра пирĕн ял Шаймурзин вулăсне кĕнĕ», — каласа парать кил хуçи.

Пĕлтĕр Петр Козлов хăйсен ăрăвĕ, пурнăçĕ, ашшĕ, тăванĕсем каласа панисене аса илсе «Мĕн кăна курмарăм» кĕнеке кăларнă. Ăна вăл мĕн пур тăванне валеçсе панă. «Çак кĕнекере эпĕ 85 çул пурăнса кун-çулăмра мĕскер курни-илтни, мĕнле нуша тата савăнăç, ял çинче епле улшăнусем пулни çинчен кĕскен те пулин çырса хăварас терĕм. Мăнуксемпе ачасем каласа панисене пурне те пуçра тытаймĕç. Хăшне-пĕрне кайран аса илес те çук. Çавăнпа çырса хăварни кирлех пулĕ тесе шухăшлатăп. Тепĕр чух тăвансенчен, ял çыннисенчен: «Аçу хăçан çуралнă-ха? Аслаçу, мăн аслаçу мĕн ятлă?» - тесе ыйтсан — пĕлмеççĕ. «Эпĕ асаттепе пĕр вăхăтра çуралман вĕт», — тесе хуравлакан та пур. Ачасен, мăнуксен аслашшĕсемпе мăн аслашшĕсем çинчен пĕлмеллех. Ку кĕнеке ваттисене асăнса, çамрăксене сума суса çырнă пĕчĕк парне», - чунне уçрĕ ватă.

Çемье пуçĕн, чăн та, пурнăçĕнче шурри те, хури те пайтах пулнă. Малалла вулас...

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.