Пулă вырăнне — рак, тимĕр шапа
Çулталăкăн кирек хăш вăхăтĕнче те вăлтапа пулă тытма пулать. Анчах çулла шыв хĕрринче ларма кăсăклăрах пек туйăнать.
Муркашра пурăнакан Данила Любимов та пулла кайма юратать. Вăл Шупашкарти техникумра вĕренет, банкра ĕçлекен специалист пуласшăн. Çу кунĕсем пуçлансан, экзаменсем хыççăн, ăна юхан шыв тĕлĕнчен киле хăваласа кĕртме çук. Унпа калаçмашкăн та манăн килне мар, Муркаш плотини патне кайма тиврĕ.
Данила вунă çултан пулла çÿреме пуçланă. Ашшĕпе пĕрле вĕсем çак плотинара карас тытнă. Халĕ вара Муркаш тăрăхĕнче кăна мар, урăх вырăнсене, пулă нумай çĕре кайма хавас вăл. Сăмахран, ашшĕпе тата йыснăшĕпе Атăлта та, Шашкар тата Ильинка ялĕсен çывăхĕнче, кимме ларса пулă тытаççĕ. Унта тем тĕрлине те çаклатма пултарать иккен: çупах, уланкă, çуйăн, шăла. Çак пулăсем пĕчĕк мар. Вĕсене тытас тесен тĕрлĕ вăрттăнлăх пĕлмелле. Тĕслĕхрен, çупах ятарлă хатĕре, фидера, аван кĕрет, уланкă вара — блесна çине.
Пулăçăн ыйхă çинчен те манма тивет. Хĕвелтен малтан вăранса çула тухмалла. Ирхи виçĕ-тăватă сехетсен-чен пуçласа пулăçсем шыв хĕрринче лараççĕ. Данилăна ăшă вырăн çинчен тăма çăмăлах мар, çапах вăл ыйха çĕнтеретех. Шыв хĕрне çитсен çывăрас килни те иртет. «Хĕвел хăпарнине курсан вăй-хал кĕнĕн туйăнать», — тет Данила. Пулă 11-12 сехетчен лайăх кĕрет-мĕн, анчах та хăш-пĕр чухне вăл çакланасса кĕтсе кун кунлама лекет. Ăнăçмасан вуçех пулăсăрах киле таврăнни те пулкаланă. Малалла вулас...