Тăван халăхăмăр... Тăван чĕлхемĕр...
Хăйĕн чĕлхинчен, халăхĕнчен вăтанакан çын этем пулса çитеймен-ха.
Чĕлхе пĕтсен халăх пĕтет. Чĕлхе — халăхăн тĕп палли.
Халăх хăйĕн чĕлхипе усă курма пăрахсан чĕлхе çухалать.
Чĕлхе халăха тăвать, пĕрлештерсе тăрать.
Чĕлхене улăштарсан — халăх ячĕ те урăхланать.
Йыш чĕлхене çуратнă, чĕлхе йышран ХАЛĂХ тунă.
Чĕлхе — иртнĕ ăрусем парса хăварнă чи пысăк мул.
Мăн асаттесем пире чĕлхене усă курма кăна паман, ăна сыхласа хăварма та пехилленĕ.
Ачисене тăван чĕлхене вĕрентмен чăваш хăйĕн аллипех ăрăвĕн чăвашлăхне касса татать, ют халăха кăларать.
Атте-анне чĕлхи манмалли, вăтанмалли япала мар.
Тăван чĕлхене пĕтерсен пире йăх тымарĕсем каçармĕç.
Чăваш пулнăшăн сана никам та çисе ямасть.
Чăваш пулма Раççейри пĕр саккун та чармасть.
Хамăр начаррипе кăна чăваш халăхĕ, чĕлхи начара тухма пултараççĕ.
Нацине улăштаракан çын ашшĕ-амăшне те сутать.
Чăваш чĕлхи — XXI ĕмĕрĕн, пулас ĕмĕрсен чĕлхи.
Аякри çула кăларса янă чух атте-анне пире тăван чĕлхепе ыр сунса ăсатать.
Ют чĕлхе тăван чĕлхерен аслă пулма пултараймасть.
Тăван халăх çыннипе тăван чĕлхепе калаçаççĕ.
Чăн чăвашăн «страствуйте!» сăмах çук, «аван-и!», «лайăх-и!», «салам!» тата ытти пур.
Тăван халăхне, чĕлхине сутакан çын пурнăçне вăтанса, хăраса ирттерсе ярать.
Ялта чăваш пулса хулара вырăс пулаймастăн.
Пĕр юнпа икĕ халăх çынни пулаймастăн.
«Наци» тени улăштарса тăхăнмалли тумтир мар.
Халăха пĕтерме пысăк çар кирлĕ мар — темиçе инструкци те çителĕклĕ.