Тăван халăхăмăр... Тăван чĕлхемĕр...

24 Авг, 2017

Хăйĕн чĕлхинчен, халăхĕнчен вăтанакан çын этем пулса çитеймен-ха.

Чĕлхе пĕтсен халăх пĕтет. Чĕлхе — халăхăн тĕп палли.

Халăх хăйĕн чĕлхипе усă курма пăрахсан чĕлхе çухалать.

Чĕлхе халăха тăвать, пĕрлештерсе тăрать.

Чĕлхене улăштарсан — халăх ячĕ те урăхланать.

Йыш чĕлхене çуратнă, чĕлхе йышран ХАЛĂХ тунă.

Чĕлхе — иртнĕ ăрусем парса хăварнă чи пысăк мул.

Мăн асаттесем пире чĕлхене усă курма кăна паман, ăна сыхласа хăварма та пехилленĕ.

Ачисене тăван чĕлхене вĕрентмен чăваш хăйĕн аллипех ăрăвĕн чăвашлăхне касса татать, ют халăха кăларать.

Атте-анне чĕлхи манмалли, вăтанмалли япала мар.

Тăван чĕлхене пĕтерсен пире йăх тымарĕсем каçармĕç.

Чăваш пулнăшăн сана никам та çисе ямасть.

Чăваш пулма Раççейри пĕр саккун та чармасть.

Хамăр начаррипе кăна чăваш халăхĕ, чĕлхи начара тухма пултараççĕ.

Нацине улăштаракан çын ашшĕ-амăшне те сутать.

Чăваш чĕлхи — XXI ĕмĕрĕн, пулас ĕмĕрсен чĕлхи.

Аякри çула кăларса янă чух атте-анне пире тăван чĕлхепе ыр сунса ăсатать.

Ют чĕлхе тăван чĕлхерен аслă пулма пултараймасть.

Тăван халăх çыннипе тăван чĕлхепе калаçаççĕ.

Чăн чăвашăн «страствуйте!» сăмах çук, «аван-и!», «лайăх-и!», «салам!» тата ытти пур.

Тăван халăхне, чĕлхине сутакан çын пурнăçне вăтанса, хăраса ирттерсе ярать.

Ялта чăваш пулса хулара вырăс пулаймастăн.

Пĕр юнпа икĕ халăх çынни пулаймастăн.

«Наци» тени улăштарса тăхăнмалли тумтир мар.

Халăха пĕтерме пысăк çар кирлĕ мар — темиçе инструкци те çителĕклĕ.

 

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.