Комментировать

24 Авг, 2017

Иртет пурнăç... мунчара

Мускавра ĕç тупса параканĕ шăнкăравласан тепĕр куннех Чĕкеç Ваççукĕ хăйĕн бригадине пуçтарчĕ — кам мĕн шухăшланине пĕлме, йыхрав тăваканăн сĕнĕвне сÿтсе явма. Пиллĕкĕн çÿреççĕ вĕсем, темиçе çул ĕнтĕ, пĕр улшăнми. Пурте лайăх пĕлекенсем, юлташсем, тăвансем. Чăн та, хальхинче Петĕр пулмарĕ, арăмĕн пиччĕшĕ çĕнĕ хваттер туяннă та ăна юсама пулăшать-мĕн, ку хутĕнче Мускава пыраймассине е, Ваççукпа ыттисем килĕшсен, каярах пыма пултарассине вăл шăнкăравланă чухнех пĕлтерчĕ. Тĕрĕс ĕнтĕ, Петĕр пĕрре çеç, харăсах Мускавра та, Шупашкарта та ĕçлеймĕ, мĕнле правур пулсан та...

— Саныч обћект сĕнет, харпăр çемьене валли виçĕ хутлă коттедж. Фундаментран пуçласа — «под ключ». Балашихăра, леш, Чĕмпĕр ентеш çуртĕнчен инçех те мар. Укçи — «сделка», мал-танласа — ĕçленĕ куншăн икшер пин, кайран, шутланă хыççăн — курттăмăн. Пиллĕкĕн ĕçлесен аванах тухмалла, — пĕлтерчĕ Ваçук.

— Пиллĕкĕн тен-ха, Петĕр вырăнне кама илесшĕн эс? — пулчĕ пĕрремĕш ыйту. Гена ыйтрĕ-ха кăна, унăн шăллĕ салтакран таврăннă та ниçта ĕç тупаймасăр çапкаланса çÿрет, çавна пĕрле илесшĕн пулĕ-ха ĕнтĕ.

— Эпĕ çапла шутлатăп: кирпĕч хунă чухне Петĕрсĕр ниепле те май çук, вăл пиртен пуринчен те матуртарах ку енĕпе. Уйăхран е кăшт ытларахран пушанать, вара тÿрех пыраять. Эпир унччен шăпах никĕс ярса, кирпĕч хума хатĕрлесе çитерĕпĕр. Унччен тăватсăмăрах ĕçлĕпĕр, — терĕ бригадир. — Эсир мĕнле шутлатăр?

— Тăваттăн çеç пултарайăпăр-ши?.. — иккĕленнĕ пек пулчĕ Гена.

— Бетонне алăпа çавăрмалла мар-çке, ĕçлĕпĕр ĕнтĕ, — терĕ Павăл.

— Ĕçлеме ĕçлĕпĕр-ха... Сăмах та çук. Анчах, Ваççук, шанчăклах-и ку субћект? Çав Чĕмпĕр ентешĕ пекки мар-и? — ыйтрĕ Володи.

— Саныч каланă тăрăх, укçи пур, пур кăна мар — çителĕклинчен ытларах та. Материалсем туянасси енчен кĕтмелле пулмасть, çавăнпа «сделка» сĕнет те Саныч. Малалла вулас...

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.