Комментировать

24 Авг, 2017

Ĕмĕр манми ырă ят хăварчĕ

Чăваш халăх писателĕпе Георгий Васильевич Красновпа /сăн ÿкерчĕкре/ эпĕ 1992 çулта Чăваш Республикин чи паллă шкулĕнче, Шупашкар хулин Герман Лебедев ячĕллĕ Чăваш наци интернат лицейĕнче, паллашрăм. 1992-1993 вĕренÿ çулĕн пуçламăшĕнче ачасене вĕрентме лицея Георгий Краснов çыравçă килессине пĕлтерчĕç. Ку хыпар учительсене пурне те, уйрăмах пире, чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсене, савăнтарчĕ. Ара, паллă проза ăстипе, фантастика хайлавĕсен авторĕпе пĕрле пĕр шкулта вĕрентĕве кÿлĕнетпĕр-çке!

Авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче Г.С.Лебедев ячĕллĕ Чăваш наци интернат лицейĕ уçăлнă ятпа акт залĕнче чаплă лару-тăрура пуху иртрĕ. Паллă та савăнăçлă пулăма палăртма хăнасем килчĕç. Вĕсем ырă сăмах каласа пирĕнпе пĕрле савăнăçа пайларĕç. Уявра Георгий Краснов та тухса калаçрĕ. Саламлă сăмахра вăл лицей ачисене тăрăшса вĕренме, кĕнекепе туслă пулма, литература ĕçне анлăрах явăçма вăй-хал сунчĕ. Çыравçă сăвап суннине ачасем тăвăллăн алă çупса йышăнчĕç.

Пуху хыççăн сăмах ăстипе хăйĕнпе лицейăн культура музейĕнче икĕ сехет ытла калаçса лартăмăр. «1992 çулхи çу уйăхĕнче чăваш ачисен ăс-хакăл пултарулăхне аталантарас тĕлĕшпе Шупашкарта Чăваш наци лицейĕ уçнине пĕлсен питĕ савăнтăм. Ял ачисене пысăк тĕнчене тухма пулăшакан шкул- çке тесе шухăшласа илтĕм. Манăн хамăн та ачасене вĕрен-тес ĕмĕт тахçанах пурччĕ. Çав ĕмĕт ăшра пулнипех Чăваш Республикин Профессионал писательсен союзĕн председателĕн ĕçне пăрахсах лицея килтĕм», — терĕ вăл. Унтан куçару ĕçĕн теорийĕпе литература пултарулăхне филологи класĕсе не вĕрентессине пĕлтерчĕ. Калаçу малалла тăсăлчĕ. «Чăваш Республикин писателĕсем ватăлаççĕ. Вĕсен вăтам çулĕ халĕ утмăл пиллĕкрен те иртнĕ. Çамрăк çыравçăсем сахал. Тăван сăмахлăхăн пулас шăпи вара тÿррĕн вĕсемпе çыхăннă. Пултаруллă ачасен литература ăсталăхĕпе тавра курăмне ÿстерсе пыма шкултанах пуçламалла», — шухăша пĕтĕмлетсе сăмахларĕ Георгий Васильевич.

Хисеплĕ çыравçă мана хăйĕн сăпайлăхĕпе, шухăшласа калаçнипе тыткăна илчĕ /çынна итлесе те шухăшласа калаçасси ун йăлараччĕ/. Эпĕ, шкул ÿсĕмĕнченех Георгий Красновăн «Асамлă çăлкуç», «Инçетри сасăсем», «Сарамат пĕкки», «Катăк чĕлĕм», «СНП» хыпар памасть» хайлавĕсене вуласа ăша хывнăскер, халăх писательне пичче, атте, вĕрентекен вырăннех йышăнтăм. Вăл маншăн ĕçтеш те, çывăх юлташ та пулса тăчĕ.

Кĕçех лицейра Георгий Краснов йĕркеленипе уроксем хыççăн литературăпа театр студийĕсем ĕçлеме пуçларĕç. Тĕрлĕ жанрлă хайлав çырма ăнтăлакан тата сăмахлăха хытă юратакан ачасем «Мăкăнь» литература пĕрлешĕвне çÿреме тытăнчĕç, алăпа çырса «Шанчăк» журнал кăларса тăчĕç. «Тантăш» хаçатпа туслă çыхăну йĕркеленчĕ. Унта ачасен сăвă- калавĕсем тăтăшах пичетленме пуçларĕç. «Тантăшра» лицей ачисен хайлавĕсене курсан пĕтĕм шкул савăнатчĕ вара.

Пурнăç вĕресе тăратчĕ. Чăваш филологи класĕнче вĕренекенсем Петя Ермолаев, Женя Григорьев, Саша Никифоров кулăш каçĕсенче тĕрлĕ мыскара кăтартатчĕç, култарсах вĕлеретчĕç. Георгий Васильевич пултарулăх енĕпе пĕр туртăмлă-сулăмлă ачасене пĕрлештерсе «Карма çăварсем» ушкăн йĕркелерĕ. «Кулăшла лару-тăру — камит никĕсĕ, вăл ăнсăртран пулнă тĕслĕх пулса тăмалла», — тетчĕ Георгий Краснов. Çав виçене пăхса вăл хăй те тĕрлĕ мыскара хайлатчĕ, ачасене те кулăш, шÿт, камит çыртаратчĕ. Темиçе репетици хыççăн «пиçсе çитнисене» акт залĕнче лартса паратчĕç. Уйрăмах Краснов çырнă «Чĕлхе сутакан лавккара» мыскарара тата 11ф класра вĕренекен Женя Григорьевăн «Шикки-шиккисем» камитĕнче паянхи пурнăçăн кăсăк лару-тăрăвне уççăн та ăшшăн кăтартни халĕ те асра.

«Камит кăтартмасан литература уявĕ те уяв пек мар», — тетчĕ Краснов ĕçтеш. Малалла вулас...

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.