Комментировать

15 Авг, 2017

Çур кĕпер çинче паян та «пăкă»

Шупашкарти Ленин районĕн сучĕ хăй вăхăтĕнче "Федерацин автомобиль çулĕсен "Прикамье" управленийĕ" хысна учрежденийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçланă Дмитрий Филиппов должноç полномочийĕсемпе киревсĕр тĕллевпе усă курнăшăн айăплă тесе йышăннă. Упрдорăн патшалăх саккасĕсене вырнаçтарассишĕн яваплă пайĕн пуçлăхне Мария Антроповăна ăна должноç полномочийĕсемпе киревсĕр тĕллевпе усă курма пулăшнăшăн айăпланă.

Следстви тата суд тĕпчесе пĕлнĕ тăрăх — Филиппов 2015 çулта патшалăх валли сутăн илессине йĕркелекен саккуна пăснă: конкурс комиссийĕн членĕсене "Прикамье" упрдор федераци автоçулĕн Ульяновск облаçĕнчи сыпăкне тĕпрен юсама йĕркеленĕ уçă конкурсра пĕр строительство фирми çĕнтернĕ тесе йышăнма хушнă. Кайран çав фирмăпа патшалăхăн 346 миллион тенкĕлĕх контрактне алă пуснă. Вăхăт иртнĕ — çав организаци патшалăх контрактне пурнăçламан. Апла пулин те Филиппов хушнипех подрядчикрен контракт условийĕсене пăснăшăн штраф санкцийĕсене шыраса илес енĕпе нимĕн те туман.

Унсăр пуçне 2013 çулхи ака уйăхĕнче "Прикамье" упрдор тепĕр строительство организацийĕпе М-7 "Атăл" автоçул çинче Çавал шывĕ урлă хывнă кĕпере реконструкцилеме патшалăх контрактне тунă. Хакĕ — 678 миллион тенкĕлĕх, ĕçсене 2014 çулхи çурла уйăхĕнче вĕçлемелле пулнă. Çак вăхăт вĕçленсен Филиппов унăн вăхăтне тата çулталăка тăснă. Подрядчик ĕçсене пурнăçламан, çакна питĕ лайăх пĕлнĕ пулин те саккуна пăсса унăн тÿлев шучĕ çине аванс шучĕпе 120 миллион тенкĕ ытла куçарса пама хушнă. Сăмах май, паян та федераци трассипе вĕçĕ-хĕррисĕр иртекен транспортăн Çĕрпÿ çывăхĕнче час-часах "пăкăра" тăма, реконструкцие вĕçлемен кĕперĕн ансăр хăрах енĕпе кăна — тĕрĕссипе, çур кĕперпе — иртме тивет.

Хысна учрежденийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан аукционра Чулхулари тулли мар яваплă общество çĕнтертĕр тесе хăйне пăхăнса тăракан Антроповăна А-151 "Çĕрпÿ — Ульяновск" автоçул сыпăкне юсамалли аукциона хутшăнас кăмăллă ытти организаци заявкисене ячĕшĕн сăлтавсем тупса пăрахăçлама тивĕçлĕ хушусем панине те çирĕплетнĕ. Çак хĕрарăм аукциона хутшăнакансен заявкисене тишкерекен пĕрлехи комисси председателĕн заместителĕ пулнă та — хушнине пурнăçланă. Вăл комиссин ытти членне те улталанă, çапла вара Чулхулари общество заявкине кăна аукциона хутшăнтарнă.

Анчах тĕрĕслев органĕсем те тĕлĕрмен. Вĕсем аукцион тĕлĕшпе саккуна пăснине тупса палăртнине кура предписанисем панине, урăх компани çĕнтерме пултарасса пĕлнĕ май Филиппов çĕнĕ подрядчик ĕçсене пурнăçласран сыхланма Антроповăна аукцион вăхăтне тăсма саккунсăр хушу панă. Çавна пула çĕнĕ строительство организацийĕпе патшалăх контрактне унăн вăхăчĕ вĕçленсен кăна алă пуснă. Кайран Антропова контрагент контракт вăхăтне уяманнипе сăлтавласа "Прикамье" упрдор патшалăх контрактне пурнăçлассине пăрахăçланине çирĕплетекен пĕр енлĕ йышăну хатĕрленĕ.

Филипповпа Антропова пеступленийĕсене пула патшалăх бюджечĕ 146 миллиона яхăн тенкĕлĕх сиен тÿснĕ. Малалла вулас...

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.