Комментировать

11 Авг, 2017

Александр ИЛЮТКИН: Çынсем тăрăшса ĕçленине курсан чун савăнать

Патăрьел районĕнчи «Исток» агрофирма — республикăри чи лайăх аталанса пыракан хуçалăхсенчен пĕри. Ял хуçалăх предприятийĕсен хушшинче йĕркеленĕ экономика ăмăртăвĕсенче вăл тăтăшах малти вырăнсене йышăнать. «Истока» мĕн йĕркеленнĕренпех, 2005 çултанпах, Александр Илюткин ертсе пырать. Ун чухне район ертÿлĕхĕ Александр Леонидовича — Тăрăн ял Канашĕн председательне сăмах май, вăл çак должноçа 24 çултах йышăннă — юхăннă «Була» хуçалăха ура çине тăратма шанса пĕрре те йăнăшман. Ахальтен мар ĕнтĕ агрофирмăн йывăрлăхсенчен хăраман маттур та пуçаруллă генеральнăй директорне Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев кăçал районти Акатуй-Сабантуйра «ЧР ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ят парса чысларĕ.

Патăрьел районĕнчи «Исток» агрофирма — республикăри чи лайăх аталанса пыракан хуçалăхсенчен пĕри. Ял хуçалăх предприятийĕсен хушшинче йĕркеленĕ экономика ăмăртăвĕсенче вăл тăтăшах малти вырăнсене йышăнать. «Истока» мĕн йĕркеленнĕренпех, 2005 çултанпах, Александр Илюткин ертсе пырать. Ун чухне район ертÿлĕхĕ Александр Леонидовича — Тăрăн ял Канашĕн председательне сăмах май, вăл çак должноçа 24 çултах йышăннă — юхăннă «Була» хуçалăха ура çине тăратма шанса пĕрре те йăнăшман. Ахальтен мар ĕнтĕ агрофирмăн йывăрлăхсенчен хăраман маттур та пуçаруллă генеральнăй директорне Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев кăçал районти Акатуй-Сабантуйра «ЧР ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ят парса чысларĕ. Тĕнче шайĕнчи технологисемпе — Александр Леонидович, иртнине — ял хуçалăхĕнче ĕçлеме пуçланă тапхăра — аса илнĕ май сирĕн куç умне чи малтан мĕнле ÿкерчĕк тухать?

— Эпĕ кунта ĕçлеме пуçланă чухне юхăннă хуçалăхран пĕр вите юлнăччĕ. Йĕри-тавра навус сапаланса выртнăран унта йывăç хÿмесенчен тытăнкаласа аран кĕтĕмĕр. Ĕнисем, тахçантанпах апат çименскерсем, пире курсанах макăрма тытăнчĕç. 100 ытла ĕнеччĕ ун чухне, вĕсенчен 2 фляга сĕт çеç сутма май килетчĕ. Тырри те япăхчĕ. «Куç хăрать те — алă тăвать» тенешкел — майĕпен ĕçлесе кайрăмăр.

— Халĕ сирĕн хуçалăха килсен чун савăнать. Çĕнĕ витепе ĕне сумалли цех аякранах курăнаççĕ…

— 200 ĕне вырнаçакан витене 2015 çулхи раштав уйăхĕнче хута ятăмăр. Хамăр укçапа усă курнипе пĕрлех кредит та илме тиврĕ. Кунта ĕнесене кăкармасăр тытатпăр. Тĕнче опычĕ çак меслет тухăçлăрах пулнине кăтартать. Ку фермăна тăвиччен ыттисен тĕслĕхĕпе паллашас тесе чылай çĕрте пултăм: Чулхула, Воронеж облаçĕсенче, ытти регионта, çавăн пекех чикĕ леш енче те — Германире, Испанире. Вĕсенче витесене пăхса çаврăннипе пĕрлех ытти ĕçе мĕнле йĕркеленине те тишкертĕм. Чулхула облаçĕнчи пĕр хуçалăхра çапла çырнине асăрхарăм: «Ĕне пур çĕрте те тĕрĕс».

Çак выльăхăн çиес килсен çитĕр, ĕçес килнĕ чухне ĕçтĕр, кăмăлĕ пур тăк выртса кантăр. Кăкармасăр тытнă чухне ĕне хăй мĕн тăвас тенине йăлтах тăвать. Çĕнĕ витере выльăха ятарлă хатĕрпе — кормораздатчикпа — кунне виçĕ хутчен апат паратпăр. Тислĕке палăртнă вăхăтра транспортер кăларать. Пĕтĕмлетсе каласан, кунта та, хуçалăхра пĕтĕмĕшле те алăпа пурнăçламалли ĕç чакса пырать. Хăвăрах туйрăр пулĕ: çĕнĕ витере вентиляци тытăмĕ вырнаçтарнăран япăх шăршă пачах çук. Чÿрече каррисем уçăлаççĕ те, хупăнаççĕ те — каллех автомат мелĕпе.

Ĕнесене кунне икĕ хутчен сăватпăр. Сăвăм залне вĕсем çын хăваламасăрах кĕреççĕ. Дояркăсем /пĕтĕмпе те 2-ĕн çеç/ выльăх çиллине ăшă шывпа çăваççĕ, ятарлă хутăшра тытнă салфеткăпа /кашни ĕнен хăйне уйрăм/ сăтăраççĕ. Сăвăм мĕнле пыни, кашни ĕне мĕн чухлĕ сĕт пани компьютер çинче курăнать. Ĕнесен пурин те чип пур. Енчен те хăш-пĕр выльăха антибиотикпа укол тунă тăк — унăн сĕтне автомат йышăнмасть. Малалла вулас...

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.