Комментировать

10 Авг, 2017

Пĕр стакан шывшăн ĕмĕр тав тăваççĕ

Шупашкарта тĕрлĕ халăх ачи туслă пурăнать. Вĕсен хушшинче арабсем те пур. Çак халăх ыттисенчен мĕнпе уйрăлса тăни çинчен Халиль Хаббас палестин каласа пачĕ.

«Чăваш мар, Палестина тĕрри ку!»

Халилĕн ашшĕ чăвашсен тĕп хулине аслă пĕлÿ илме килсен пĕрле вĕренекен пикене питĕ килĕштернĕ. Диплом илсен вăл çав хĕре качча илнĕ те пĕрле Палестинăна илсе кайнă. Хăй вара питĕ лайăх, паллă тухтăр пулса тăнă. Часах Халиль çут тĕнчене килнĕ. Арабла калаçса ÿсекенскере амăшĕ вырăсла пуплеме те хăнăхтарнă. Кукашшĕпе кукамăшĕ тата аслашшĕпе асламăшĕ инçе çула пăхмасăрах пĕр-пĕрин патне хăнана çÿреме кăмăллаççĕ.

Халĕ Халиль Шупашкарта пурăнать. Паллах, кунта хăнăхмалли нумай унăн, чылай çĕнĕлĕхе ăса хывма тивĕ. Тепĕр тесен, арçын ача вырăсла лайăхах пĕлмест-ха, çакна валли чĕрĕ хутшăну ытларах кирлĕ-çке. Анчах вăл — питĕ тăрăшуллă арçын ача, çавăнпа нимĕнле йывăрлăх умĕнче те чарăнса тăмасть. Ашшĕн çывăх юлташĕ, кунта тахçанах пурăнакан Бассам тухтăр та, ăна яланах пулăшма хатĕр, пĕлтерĕшлĕ мероприятисене хăйĕнпе пĕрлех илсе çÿрет. Палестинăран килнĕ çамрăксем татах та пур кунта. Вĕсемпе пĕрле Шупашкарти паллă вырăнсенче уçăлса çÿренĕ май кăсăклă сăн ÿкерчĕк чылай тунă Халиль.

— Пирĕн халăх питĕ ырă кăмăллă, — каласа парать вăл. — Хăна пăхма юрататпăр, сĕтел çине чи тутлине кăларса лартатпăр. Тата питĕ туйăмлă çынсем эпир. Кам та пулин пĕр стакан шыв ĕçтернине çирĕм çул иртсен те манмастпăр, çакă тин кăна пулнă тейĕн. Çакăншăн ăна тав тусах пурăнатпăр.

Палестина арабĕсен фольклорĕ питĕ пуян. Вăл халăха халĕ те вĕрентсе, ăслă канаш парса тăрать. Пĕррехинче Халиль кунти халăх çинчен ытларах пĕлес тесе Шупашкарти Наци музейĕнче пулнă. Чăваш тĕррине курсан вара: «Çук, сирĕн мар, Палестина тĕрри ку!» — тенĕ. Çакăнта икĕ халăхăн пĕр пеклĕхне пуçласа асăрханă вăл. Чăваш тĕрринче те ăна тăван Палестина курăнать. Эппин, пирĕн халăхсен ĕлĕкех темĕнле çыхăну пулнă.

Аскадинья — тутлă пурнăç

Палестина арабĕсем тутлă апат пĕçерме çав тери юратаççĕ. Çакна валли вĕсем тĕрлĕ ÿсен- тăран культури çитĕнтереççĕ. Олива — пĕрремĕш вырăнта, ăна ниçта та Палестинăри пек нумай ÿстермеççĕ пуль. Тата çакна та палăртмалла: кафесемпе ресторансенче арçынсем кăна апат хатĕрлеççĕ.

Арабсен çемйи пысăк. Халилĕн асламăшĕ вун пилĕк ача çуратнă. Вĕсем пурте хăйсен çемйисемпе тĕп килте пуçтарăннине куç умне кăларăр кăна — ял пухăвĕ тейĕн! Тепĕр йĕркене те шута илмелле: хĕрарăмсемпе арçынсен пĕрле ларма юрамасть. Çапла пурте пĕрле пуçтарăнсан пысăк йыш икĕ ушкăна пайланать.

— П и р ĕ н к и л т е ы т л а р а х р и с хатĕрлеççĕ, ăна хăймапа параççĕ, — тет Халиль. — Плов та йăлара. Мана маклюба килĕшет. Унăн ячĕ «çавăрса пĕçернĕ» тесе куçать. Рис та, çĕр улми те, ыхра та, аш-какай та яраççĕ унта — питĕ тутлă пулать. Ăна нумай хатĕрлесен те хăвăртах çисе яратăн. Пĕрре тутансан чарăнма çук.

Х ă н а с е м ыт л а р а х к а ç е н н е л л е пуçтарăнаççĕ. Пĕрле кофе ĕçеççĕ, арпус вăрри шĕкĕлчеççĕ. Сăмах май, Палестинăри арпус вăрри питĕ тутлă тет, хĕвел çаврăнăш вырăннех вăл унта. Тухăçри пылак çимĕçсем вара такама та илĕртĕç.

\Паллах, пĕрле пуçтарăнсан калаçу çăмхи сÿтĕлет те сÿтĕлет. Халиль çемйинче ытларах ял хуçалăхĕ пирки сăмахлаççĕ. Çĕр, кил-çурт, суту-илÿ, ĕç ыйтăвĕсем кулленех канăç памаççĕ. Хаббассен çемйи ытларах тулă ÿстерет. Ыттисем — рис. Эпир лавккара кăна куракан миндаль унта туллиех, çитменнине симĕс тĕслĕ тата вăл, пирĕн пата вара типни кăна çитет. Çавăн пекех Пале-стинăри пан улми, банан çинчен каласа кăтартрĕ Халиль. Аскадинья текеннине вара пĕрремĕш хут илтрĕм. Вăл питĕ сĕтеклĕ, тутлă, нимĕнпе те танлаштарма çук улма-çырла имĕш. Халилĕн аслашшĕпе асламăшĕ ăна нумай лартса ÿстереççĕ. Аскадинья тени «чи тутлă пурнăç» тенине пĕлтерет. Çавăн пекех Халилĕн çуралнă çĕршывĕнче инжир, манго, абрикос, персик çитĕнеççĕ. Кăштах арабла вĕренсе илес килет-и? Эппин çырса хурăр: хох — персик, тин — гранат, бала — финик. Çак сăмахсене каланă чухне хăвăра кăштах та пулин вĕсен çĕршывĕнче пулнăн туйса илетĕр, тен.

Кашни кунах — хăрушă хыпар

Шел те, Палестинăри пурнăç лăпкă мар. Унта пурăнакансем телевизор ярсан та хăрушă хыпар пуласса кĕтсех тăраççĕ. Инкек-синкекре пурăнакан халăхра çыравçăсем, ăслă сăмахсем çуралсах тăраççĕ. Çапах та пуринчен те паллăраххи — Махмуд Дервиш. Вăл — Палестинăри пĕрремĕш поэт. «Ку çĕр çинче мĕншĕн пурăнмалли пурах», — тенĕ вăл. Питĕ вăйлă сăмахсем. Кунта пурăнакансем тăван çĕртен аякка кайсан та ăна яланах чĕрере упраççĕ.

Араб юрри-кĕвви питĕ лайăх аталаннă. Çынсем юрлама юратаççĕ. Уявсенче те музыка янăрать. Палестинăри паллă юрăçсенчен пĕри — Мохаммед Ассаф. Араб тĕнчи юррисен конкурсĕнче çĕнтернĕ вăл, Халиле питĕ килĕшет.

Тумтир енчен пăхсан вара кунта Европа витĕмĕ сисĕнет. Аслăрах ăру халĕ те наци тумне тăхăнать-ха, çамрăксем вара — «европăлла». Арçынсем пуçа рафат тăхăннине телевизорпа курнă пулĕ? Халилĕн аслашшĕ те çавăн пек çÿрет. Питĕ илемлĕ кăна мар вăл, хĕвелтен те сыхлать. Халилĕн тăван çĕрĕнче халĕ 46 градус ăшă. Тĕрĕссипе, Палестинăра — тăватă тĕрлĕ çанталăк тăрать.

Хĕрарăмсем питĕ хупă тумланаççĕ, питне тата алă лапписене кăна уçă хăвараççĕ — арçынсене илĕртсе çылăха кĕресрен çапла тăваççĕ.

Шкула вун икĕ çул çÿреççĕ

Палестина ачисем шкулта пирĕнтен кăшт ытларах вĕренеççĕ — вун икĕ çул. Малалла вулас...

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.