Комментировать

8 Авг, 2017

«Васкавлă пулăшусăр» май килмест

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев кăçалхи йывăррăн иртекен вырмара çухатусене май пур таран чакарас тĕллевпе утă уйăхĕн 28-мĕшĕнче республикăра чрезвычайлă лару-тăру режимне туса хурасси çинчен пĕлтернĕ хыççăн Ял хуçалăх министерствин, çавăн пекех муниципалитет йĕркеленĕвĕсен ĕçченĕсем тыр-пул шăпишĕн канăçа çухатса тивĕçлĕ мерăсем йышăнма тытăнчĕç.

Çăвăн юлашки уйăхне кĕнĕренпе эрне иртрĕ пулин те республикăри тăхăр районта кăна вырма пуçланнă — тырă пиçсе çитеймен. Хальлĕхе 1324 гектар çинчи тырра çулнă, 322 гектар çинчине çапса тĕшĕленĕ. Гектарти вăтам тухăç 30,9 центнер.

Красноармейски районĕнчи «Таябинка» агрофирмăра хире тухнă. Малтанхи кунах кĕрхи культурăсене 100 гектар вырса тĕшĕленĕ. Тухăç 38,5 центнер. 6 хир карапĕн мĕн пурĕ — 3918, çав шутра кĕрхи тулă — 1236, куккурус 405 гектар вырмалла. Районĕпе вырмана 41 комбайн хутшăнать.

Вăрнар тăрăхĕнчи «Санары» агрофирмăра техника сасси кĕрхи шăпкан хирĕнче илтĕнет. Хуçалăх ăна 75 гектар çинче çитĕнтернĕ. Тухăçĕ гектартан — 11 центнер.

Елчĕк районĕнчи «Рассвет», «Комбайн», «Кушка» ЯХПКсем, «Яманчурино», «Победа», «Прогресс» обществăсем иртнĕ эрнере хире тухнă. «Рассвет» вырăнта çеç мар, республикăра та вырмана чи малтан пуçланă. Ĕнерхи кун тĕлне 12 ял хуçалăх организацийĕ ĕççине пуçăннă. 970 гектар çинчи тырра пуçтарса кĕртнĕ. «Чрезвычайлă лару-тăру режимне туса хурасси çинчен пĕлтерсенех эпир унпа çыхăннă ыйтусене сÿтсе яврăмăр. Кăçалхи вырман уйрăмлăхĕ хăйне евĕр. Çумăр татти-сыпписĕр çунăран тыр-пул пуссинче халĕ те шыв кÿлленчĕкĕсем тăраççĕ. Çĕр-аннемĕр çăтайми пулнă ăна. Çавăнпа комбайнсем «Васкавлă пулăшусăр» ĕçлеймеççĕ: ана пуçĕсене сых енне тракторсене кăларатпăр. Хир карапĕ лачакана кĕрсе лар-санах пырса туртса кăларĕç. Урăхла май çук», — терĕ райадминистрацин ял хуçалăх пайĕн пуçлăхĕ Петр Тремасов. Малалла вулас...

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.