Комментировать

8 Авг, 2017

Кивçен илме лайăх та...

Чăваш Енĕн Наци банкĕ пĕтĕмлетнĕ тăрăх — 2016 çулта республикăра микрозаймсен калăпăшĕ 1,5 миллиард тенке çитнĕ. Микрофинанс организацийĕсен шучĕ палăрмаллах чакнине 35-рен 25 кăна юлнă банкирсем тÿрĕ кăмăлпа ĕçлеменнисен — регулятор требованийĕсене пурнăçлама хатĕр пулманнисен — çак рынокран кайма тивнипе сăлтавлаççĕ. Çапах сыхланса юлнисем ăнăçлă ĕçленине кура хакласан республикăра пурăнакансем кивçен укçапа анлăн усă курни сисĕнет.

цийĕсем — финанс рынокĕнче ыттисемпе тан ĕçлекен тытăмсем. Çапах сисчĕвленмелли самант та пур. Юлашки вăхăтра онлайн-кивçен мелĕ вăй илсе пыни палăрать. ЧР Финанс министерстви шăпах çак мелпе усă куракансене асăрхануллă пулмалли пирки аса илтерет. Ăçта укçа — ултавçăсем çавăнта туртăнаççĕ: çынсен укçине ярса илессишĕн çунакан Интернетра пайтах. Ултавран мĕнле сыхланмалла?

Чи малтанах организацие регистраци свидетельстви пур тата микрофинанс кивçенĕпе çыхăннă пулăшу ĕçĕсем кÿмелли лицензи илнĕ компанисен патшалăх реестрне кĕртнипе кăсăкланмалла. Микрокредит компанийĕсемпе /МКК/ микрофинанс компанийĕсем /МФК/ кăна онлайн- кивçен пама пултараççĕ.

Кивçеншĕн малтан укçа ыйтаççĕ тĕк — ан тÿлĕр. Ултавçăсем паллă организацисен сайчĕсене копилеççĕ — вĕсене чăннинчен уйăрма та йывăр. Кивçен ыйтса заявка çырнă чух çавнашкал сайтсенче комисси тÿлеме ыйтаççĕ. Çын тÿлет те — кайран кивçен пама хирĕçленине çирĕплетекен пĕлтерÿ кăна килет. Хăвăрăн документăрсен сканĕсемпе копийĕсене ярса пани те хăрушлăхпа çыхăннă — апла ан тăвăр. Ултавçăсем вĕсемпе усă курса сирĕн ятпа кредит илме пултараççĕ.

Килĕшÿ тăватăр — ăна тĕплĕ вуламалла. Тÿлевсĕр пирвайхи кивçен текен сĕнÿсем пулма пултараççĕ. Процент виçи çирĕплетнĕ тапхăрта чăннипех 0% шайĕнче кăна, анчах палăртнă тапхăр вĕçленет те — тÿрех пысăк процентсем хушăнма пуçлаççĕ. Тата — кредита вăхăтра татманшăн хушăнакан тÿлев. Пĕчĕк процентлă кивçен тесе те илĕртеççĕ. Çын кайран кăна ăнланса илет: хайхи пĕчĕк процент çулталăкшăн мар иккен, кашни кун хушăнса пырать. Çавна май кивçене тавăрса памалли виçе капашсăр пысăк пулса каять.

ЧР Финанс министерствинче микрофинанс кивçенне тÿлесе татнă хыççăн хайхи организацирен çакна çирĕплетекен документ илме сĕнеççĕ. Ăна электрон мелпе те илме пулать. Вăхăт нумай çухатмастăр, анчах сыхланни пăсмасть. Çапла тусан, калăпăр, темиçе уйăхран сире «эсир кивçене туллин татман, юлнă пайĕ çумне халь процент нумай хушăннă» тесе никам та çулăхаймĕ.

Ултавçăсем тенĕрен, юлашки вăхăтра çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче микрофинанс организацийĕсен представителĕсем пек пулса çынсене хваттерсĕр хăварнă тĕслĕхсем нумайланни пирки те калаççĕ. Паллах, вĕсен Раççей Тĕп банкĕн лицензийĕ те çук. Халăха кредитсем сĕнеççĕ. Вăлтана çакланнисене вара кредит килĕшĕвĕпе пĕрле хваттер сутмалли килĕшĕве те пĕрле хурса параççĕ. Пирĕнтен нумайăшĕ алă пусакан хутсене чылай чух тĕплĕ вуласа тăмасть. Пĕр купа хут: темле справкăсем, кăтартусене тишкерме ирĕк панине ĕнентерекен килĕшÿ тата ытти те — иккĕленÿ çуралмасть. Çав хутсен хушшинче хваттере сутмалли килĕшÿ те пуррине асăрхама йывăр. Çийĕнчен «консультант» васкатать — хăвăртрах алă пусма хистет...

Темиçе кун иртсен вара кивçен укçа илнĕ çын патне кредитор представителĕ килет, пурăнмалли лаптăка пушатма ыйтать: эсир ку хваттере сутнă! Малалла вулас...

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.