Комментировать

4 Авг, 2017

Больницăри пурнăç ача валли мар

Республикăри виçĕ теçетке ытла ача больницăсенче 93 кун пулнă. Çук, сăмах вĕсем суранланнă е чирленĕ хыççăн сипленни пирки пымасть. Кусем — кил-çуртсăр, ашшĕ-амăшĕсĕр ачасем, пурнăçĕпе сывлăхĕшĕн хăрушлăх пуррине кура социаллă лару-тăру енĕпе ырă мар çемьесенчен туртса илнисем. Паллах, çак ачасем больницăсенче çапла вăрах пурăнни — йĕркесĕр пулăм.

Ахальтен мар ĕнтĕ çак темăна ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе çак тунтикун ирттернĕ канашлура республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та çĕклерĕ. Унăн шучĕпе, ачасене хăрушлăхра пăрахса хăварма юрамасть — кун пирки иккĕленÿ çук. Анчах пĕчĕкскерсене уйăхĕ-уйăхĕпе сиплев учрежденийĕсенче çапла вырттарни те вырăнсăр. Пĕрремĕшĕнчен, медицина учрежденийĕсен тĕллевĕсем урăх. Ку медпулăшу валли уйăракан укçапа тĕллевлĕн усă курассине те пырса тивет. Чи кирли вара — больницăсенче ачасене кирлĕ условисемпе тивĕçтересси чăрмавлă. Çак ыйтусене социаллă хÿтлĕхшĕн яваплă министерство хăйĕн çине илни вырăнлăрах та пуль.

Чăн та, ача прависем енĕпе ĕçлекен уполномоченнăй Елена Сапаркина палăртнă тăрăх, кунашкал ачасене интернатсене вырнаçтарма май çуккине те шута илмелле. Мĕншĕн тесен ачасенчен нумайăшĕ пĕчĕк — 1-2 çулсенче кăна. Çавăнпа та, Елена Владимировна шучĕпе, вăл е ку медицина учрежденийĕнче çавнашкал пепкесем валли ятарлă уйрăм йĕркелени вырăнлă. Медицина пулăшăвĕ кирлисене унта пысăк пахалăхпа тивĕçтерме те, ытти условие уяма та май пулĕччĕ.

Паллах, ыйту çивĕчлĕхне Сывлăх сыхлавĕн министерствинче те лайăх пĕлеççĕ. Малалла вулас...

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.