Комментировать

3 Авг, 2017

«Ачуна урама кăларса ывăтма епле хăйрăн?»

19 çул каялла, чÿк уйăхĕнчи сивĕ пĕр кун, урамра пĕчĕк курупкара икĕ уйăхри хĕр пĕрчи чĕтресе йĕнĕ. Шупашкарти çурçĕр-хĕвел анăç районĕнчи «Элара» лавкка умне такам ир-ирех кăларса хунă ăна. Юрать, пепкене çапкаланчăк выçă йытăсем сĕтĕрсе кайма ĕлкĕреймен. Йĕре-йĕре вăйран кайнăскер кĕрхи сивĕ урамра мĕн чухлĕ вăхăт выртни паллă мар. Курупка полици ĕçченĕсен куçĕ тĕлне пулнă. Çÿхе утиялпа чĕркенĕ хĕрачана çийĕнчех Шупашкарти «Малютка» ача çуртне леçнĕ. Пирĕшти çылăхсăр чунран пăрăнман пуль çав самантра, унăн телейне ырă çынсем тупăннă. Çапла майпа вилĕмрен çăлăнса юлнă хĕр пĕрчи.

«Мана аттепе анне укçашăн илмен»

Ача çуртĕнче Настя ят панă ăна. Няньăсен ăна тăван амăшĕ пек пăхма, унпа выляма вăхăт çитеймен паллах, анчах чи кирли — пĕчĕкскер яланах тутă пулнă, кипкене вăхăтра улăштарнă. Хĕрача ыттисенчен лăпкăлăхĕпе уйрăлса тăнă: йĕрсе тарăхтарман, апат çинĕ хыççăн вылякаласа выртнă та тутлă ыйха путнă.

Элĕк районĕнчи Мăн Этмен ялĕнчи Сергеевсем 5 çул пĕрле пурăннă, анчах вĕсен ача çуралман. «Ĕнтĕ çулĕсем те сахал марччĕ манăн. Эпĕ Çĕмĕрле районĕнчи Кĕçĕн Тăван ялĕнчен кунта 41 çулта качча килтĕм. Кая юлтăм çав, хĕрарăмăн пĕрремĕш ачана вăхăтра çуратмалла. Упăшкапа пĕр шухăшлă пулса хĕрача усрава илме тĕв турăмăр. Ача çук чухне мĕн телейĕ пултăр? Кун пек çемьере савăнăç çук», — терĕ 46 çула çитсен тин амăшĕн ятне илтнĕ Галина Ивановна. Пĕр кунхине вăл мăшăрĕпе Валериан Александровичпа Шупашкарти «Малютка» ача çуртне çитнĕ. Малтан икĕ пепке кăтартнă вĕсене. Валериан Александровичăн хĕрачара хăйĕн сăнне курас килнĕ. Виççĕмĕшне йăтса тухсан: «Ку — пирĕн, хамăр пекех», — тенĕ пулас ашшĕ. Хĕр пĕрчи пĕрремĕш хут курнă çынсене ăшшăн ыталанă, чĕрçи çине хăпарса ларнă та тек анман. «Çуркуннеччĕ ун чухне. Çичĕ уйăхри пепкене автобуспа илсе килтĕмĕр. Çул çинче пĕртте нăйкăшмарĕ, выляса-кулса çеç пычĕ. Ун чухнех вăл ури çинче çирĕп тăратчĕ, ларатчĕ. Ăна сĕт хутăшĕ çитерме пуçларăмăр. Участок тухтăрĕ пĕрмай килсе çÿретчĕ, чир-чĕртен сипленисĕр пуçне сĕнÿ- канашпа пулăшатчĕ. Катя пĕр уйăхранах ÿт хушрĕ. Кутăнлашса йĕрмĕшместчĕ, çав тери лăпкăччĕ. Пÿртре те пур, те çук вăл — ун пек ачана пăхма çăмăл. Тăвансене, кÿршĕ-арша пуçтарса ача ĕçки турăмăр. Катьăна илсе килнĕ хыççăн пирĕн çемьере пачах урăхла пурнăç пуçланчĕ. Ача сасси кил-çурта илемлетрĕ. Мăшăрпа тинех чăн-чăн телей мĕн иккенне туйрăмăр», — ăшшăн калаçрĕ Галина Ивановна.

Сергеевсем хĕр пĕрчине илсе килсен тепĕр кунхинех ят çыртарма кайнă. Настя ят темшĕн вĕсен кăмăлне кайман, Катя теес килнĕ. Ку тиркени те мар ахăртнех, тахçантанпах кĕтнĕ пепкене хăйсем ят пама ĕмĕтленнĕ. Ашшĕ ăна юратса «Катюша» тенĕ. Халĕ те çаплах чĕнет. Тантăшĕсемпе пĕр тан аталанса пынă хĕрача часах утма тытăннă. Хĕр пĕрчи пурришĕн чунран хĕпĕртенĕ ашшĕ ăна алăран яман, урамра та пĕр вĕçĕм йăтса çÿренĕ. Катьăн чи пĕрремĕш сăмахĕ — атте. «Анне» тесе чĕнмесрен шикленеттĕм пăртак, пĕрмай «атте» тесе çÿретчĕ. Каярахпа «анне» сăмаха та илтрĕм», — ăшшăн кулчĕ амăшĕ. Катюшăна вулама-çырма ашшĕ вĕрентнĕ. Шкула çÿреме тытăнсан уроксене пĕрле хатĕрленнĕ.

Манпа калаçса ларнă хушăра Катя пĕрре ашшĕне ыталарĕ, тепре амăшне ачашшăн çупăрларĕ. «Мана укçашăн илмен, эпĕ чăннипех те кирлĕ вĕсене. Асăрхамарăр-и: аттепе иксĕмĕрĕн тур палли те пĕр вырăнтах, мăйран пăртак аяларах. Тути, сăмси — аннен, куçăм аттенни пек кăн-кăвак. Вĕсенчен хаклă çын çук маншăн, аттепе анне нихăçан та ятласа курман, сивĕ куçпа та пăхман», — ăшшăн калаçрĕ Катя.

14 çула çитсен йăлтах уçăмланнă

Ашшĕпе амăшĕ Катьăна усрава илни пирки ниепле те сăмах пуçарайман. Хĕр пĕрчи пăртак ÿсессе, ăнланма тытăнасса кĕтнĕ. Анчах ял халăхĕн çăварне хуплаятăн-и вара? «Ун чухне Элĕке спорт ăмăртăвне кайма хатĕрленеттĕм. Шкулта ĕçлекенсенчен пĕри: «Сана ача çуртĕнчен илсе килнĕ вĕт. Аппусемпе пиччÿсем те пур-и?» — тесе ыйтрĕ. Ăнланмарăм ăна. Тен, ку темĕн арпаштарать тесе шухăшларăм. Киле таврăнсан аннерен ыйтмасăр чăтаймарăм. «Ан итле вĕсене, хăть те мĕн калаçчăр», — терĕ. Тепрехинче пĕр хĕрарăм: «Эсĕ — ача çуртĕнчен», — тесе ятлаçрĕ. Киле çитсен каллех аннерен ыйтрăм. Вăл та макăрчĕ, эпĕ те… Лăпланнă хыççăн мана ăшшăн ыталарĕ те тĕрĕссине каласа кăтартрĕ. Çакна йĕркеллех йышăнтăм, мана ку пачах çапса хуçмарĕ. Аттепе анне чунран юратнине пĕлетĕп, çавăнпа ытлах пăшăрханмарăм», — иртнине аса илсе калаçăва малалла тăсрĕ Катя. Малалла вулас...

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.