Турă амăш курăкне пĕлетĕр-и?..
«Çын пек пурăнас тесен ĕçе юратмалла. Çав вăхăтрах таврари илеме курма пĕлмелле, çут çанталăкпа килĕшÿре пурăнмалла», — тет Патăрьел районĕнчи Аслă Арапуç ялĕнчи Валентина Ендеева.
Валентина Степановна мăшăрĕпе Иван Федоровичпа çу каçиччен вăрмана, уй-хире темиçе хутчен те çитсе килет. Ендеевсем курăка, çырлана, кăмпана, милĕке, мăйăра çÿреме кăмăллаççĕ. «Кăçал çĕртме, утă уйăхĕн малтанхи вунă кунĕнче çумăр çусах тăчĕ. Çавна май курăк ăнса пулчĕ. Çапах Турă амăш курăкĕ /чапăр курăкне Аслă Арапуç тăрăхĕнче çапла калаççĕ, вырăсла — чабрец — Авт./ каярахпа, çĕртмен 20-мĕшĕ хыççăн кăна, чечеке ларчĕ. Вĕтĕ кăвак çеçкеллĕ, çав тери ырă шăршăллă вăл. Аслă Арапуçа качча килнĕренпех, хĕрĕх çул ытла ĕнтĕ, татма çÿретĕп ăна. Комсомольски районне кĕрекен Юнтапа сăрчĕ айккинче, ĕлĕк унта вăйлă сад пулнă, ÿсет вăл. Турă амăш курăкĕнчен чей вĕретсе ĕçетпĕр. Унта хăйне кăна мар, ытти курăка та — сар çип утине, çăка çеçкине, хура хурлăхан, хăмла çырли çулçине, хĕрлĕхен курăкне /иван-чай/ — хутăшла яратпăр. Ку чее пĕçерсен пÿрте çав тери тутлă шăршă сарăлать. Турă амăш курăкне мунчара пĕçерсе çÿçе çусан пуç ыратни иртет. Ырă шăршăллă пулнăран ăна çын вилсен тупăка та хураççĕ», — калаçăва сыпăнтарчĕ хăйĕн çулĕсенчен чылай çамрăкрах курăнакан кил хуçи хĕрарăмĕ.
Чапăр курăкĕ Чăваш Енре пур çĕрте те ÿсмест. Хăш-пĕр районта пурăнакансем ăна курман та, палламаççĕ те. Тĕрĕссипе, эпир çут çанталăкран уйрăлса кайнă пек туйăнать мана. Лавккаран туяннă хура чейпе, кофĕпе сăйланатпăр. Асаннесемпе кукамайсем пек сиплĕ курăксене пуçтарса типĕтместпĕр, çак ĕçе ачасене те вĕрентместпĕр. Турă амăш курăкĕ вара çав тери сиплĕ. Авалхи грексем ĕненнĕ тăрăх, вăл мĕн пур чиртен сывалма пулăшать, çынна вăй-хăват парать. Вăтам ĕмĕрсенче рыцарьсене савнă хĕрĕсем похода хăюлăх кÿме Турă амăш курăкне парса янă. Славянсем те ăна сăваплă курăк тесе хисепленĕ. Çак курăк çине ÿкнĕ ирхи сывлăмпа çăвăнсан куç лайăх куракан пулать имĕш. Авал православи тĕнне ĕненекенсем Успени /ăна çурла уйăхĕн 28-мĕшĕнче паллă тăваççĕ/ уявĕнче чиркÿре Турă амăш турăшĕсене чапăр курăкĕпе илемлетнĕ, шăпах çавăнпа чапăра Турă амăш курăкĕ теççĕ.
«Турă амăш курăкĕсĕр пуçне эпир хурăн çырли, хура çырла çулçисене, çăка чечекне, хирти пĕтнĕке, эмел курăкне /салтак тÿмине/, мелиссана тата ыттине те пухса типĕтетпĕр. Шел, пирĕн тăрăхра матрÿшке /душица/ ÿсмест. Ăна Чĕмпĕр тăрăхĕнчен Патăрьел пасарне илсе килсе сутаççĕ. Пирĕн тăрăхри ватăсем сар çип утине матрÿшке теççĕ, анчах ăна ялан ĕçме юрамасть, виçине пĕлмелле. Сар çип ути юн пусăмне ÿстерет. Эрĕм шăршине те кăмăллатăп. Мунчара вĕлтĕрен, хурăн милĕк пĕçеретĕп. Халĕ милĕке хурăнпа юмана хутăшла тума, варрине мелисса туратне хума вĕрентĕм. Кун пек милĕкрен мунчана паха шăршă сарăлать. Çапах чи юратни — хăмла. Унăн шăршине ытараймастăп. Ыйхă килтĕр тесе хăмла чикнĕ пĕчĕк минтер çĕлерĕм», — тĕлĕнтерчĕ Валя аппа. Ĕмĕрне фермăра ĕçлесе ирттернĕскер халĕ те пăрчăкан пекех. Картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усрать, ал ĕçĕ тума та вăхăт тупать. Валя аппа пек кăрăç татма ăста çын ялĕпе те çук. Вăрманта пĕччен çÿреме юратать. Унăн хăйĕн сукмакĕсем, пĕр хăй кăна пĕлекен кăмпа вырăнĕсем. Вăл маринадланă шурă, хура кăрăçа çисе тăранаймастăн. Кун пек чухне чăвашсем чĕлхене кăкарса хумалла теççĕ-и-ха? «Мĕнле юратмăн? Çĕр мăкăльчăкне сÿсе пăхатăн — шап-шур кăрăç. Чун хĕпĕртесе каять. Пирĕн асатте хăй вăхăтĕнче вăрманта картунта пурăнатчĕ, ĕне пăхатчĕ. Анне мана, вун тăваттăри хĕрачана, праçник кун хăпарту пĕçерсе асатте патне леçме ячĕ. Чемен вăрманĕнче çухалса кайрăм. Таçтан пĕр çамрăк арçын сиксе тухрĕ. «Хĕрачи, ăçта каятăн?» — ыйтрĕ вăл. Чăннине каларăм. «Атя, пĕрле каяр!» — хăпмарĕ хай-хискер. Утатпăр пĕрле. «Хăратăн-им?» — терĕ эпĕ хыçа юлсан. «Çук! Ывăнтăм!» — тавăртăм эпĕ. Вăл тĕрмерен тухса тарнă иккен. Çĕмĕрт çеçке çурнă вăхăтчĕ ун чухне. Унччен инке мăйăра илсе кайнă çул çине тухсан савăнса кайрăм. «Малалла хам та кайма пĕлетĕп ĕнтĕ», — сыв пуллашрăм çулташпа. Ун чухне Улатăр районĕнчи Кивĕ Эйпеç тăрăхĕнче тĕрме те, колони те пулнă. Çавăнтан тарнă ĕнтĕ вăл. Юрать, мана кÿрентермерĕ. Вăрмана çав тери юрататăп. Пĕлтĕр кăмпа ăнса пулчĕ. Кĕркунне сивĕтичченех вăрман çимĕçне пухма çÿрерĕм. «Хăçан шăнтать-ши хăть?» — тетчĕ мăшăрăм Иван.
Çут çанталăкпа килĕшÿре пурăнни ĕмĕре вăрăмлатать теççĕ. Малалла вулас...