Комментировать

1 Авг, 2017

Сăрт-туллă Кăркăсстанра…

Мускавра пулатăп-и, Питĕрте-и, Сочире-и е тата Хусанта-и — çул çÿреве тухма май тупăннăшăн савăнатăп. Мĕншĕн тесен инçе çула парăнтарса хуласемпе паллашни, унта пурăнакан халăхпа калаçни-хутшăнни, вырăнти музей-театр таврашне çитсе курни хамăрăн çак тĕнчери пĕлтерĕше ăнланса илме, çĕр çине мĕн тĕллевпе килнине туйма пулăшать.

Сăрт-туллă Кăркăсстанра…

Мускавра пулатăп-и, Питĕрте-и, Сочире-и е тата Хусанта-и — çул çÿреве тухма май тупăннăшăн савăнатăп. Мĕншĕн тесен инçе çула парăнтарса хуласемпе паллашни, унта пурăнакан халăхпа калаçни-хутшăнни, вырăнти музей-театр таврашне çитсе курни хамăрăн çак тĕнчери пĕлтерĕше ăнланса илме, çĕр çине мĕн тĕллевпе килнине туйма пулăшать.

Хăрушсăр транспорт пулсан та

Баку çийĕн вĕрекен ăшă çилпе, Каспи тинĕсĕн ачаш хумĕпе киленни те манăçманччĕ-ха — шăпа сăрт-туллă Кăркăсстана илсе çитерчĕ. Иссык-Куль хĕрринче вырнаçнă Чолпон-Ата хулинче ирттерме палăртнă Курултая тăватă чăваша йыхравларĕç. Чăваш наци радиовĕн радио хыпарлав редакторĕ Ирина Лампасова, ÿнерçĕсен ЮНЕСКО çумĕнчи пĕрлĕхĕн членĕ Ольга Любимова, тăван халăхăмăр историйĕпе кăсăкланакан Николай Иванов тата эпĕ Шупашкартан — Мускава, унтан Бишкека самолетпа вĕçрĕмĕр. Çулĕ çывăх мар — Мускавран Кăркăсстанăн тĕп хулине çитме кăна сывлăшра 4 сехет те 15 минут пулмалла. Хурçă кайăк кашнинчех çăмăллăн хăпарса çумăр пĕлĕчĕсем çийĕн пĕр тикĕссĕн вĕçрĕ, çĕр çине те лăпкăнах анса ларчĕ. Тепĕр тесен, мĕн шикленмелли: самолет — çĕр çинчи чи хăрушсăр транспорт. Э, шикленмелли тупăнать çав. Курултая тĕрĕксен йышне кĕрекен 25 халăхăн ывăл-хĕрне чĕннĕ. Молдовăра пурăнакан гагаузсем Кишиневран — Мускава, унтан Бишкека вĕçсе пычĕç. Раççейĕн тĕп хулине анса ларнă вăхăтра аслатиллĕ шалкăм çумăр витререн тăкнă пек çунă, тăвăллă çил алхаснă. Аçа çапнă хума лексе гагауз делегацийĕ пулнă самолет тăрук ÿкме пуçланă. «Ачасемпе хĕрарăмсем кăна мар, арçынсем те тискеррĕн кăшкăрашрĕç. Сулахай енчи йĕкĕте пăхрăм та кăмăл пушшех пăтранма тытăнчĕ: унăн ÿтне шурă кăна мар, кăн-кăвак сăн çапнăччĕ. Телее, пилот питĕ опытлă пулчĕ ахăр — тахăш самантра самолета каялла вĕçтерсе хăпартрĕ. Анчах аэропорта анма ирĕк паманнипе Мускав çийĕн тепĕр çур сехет çаврăнтăмăр. Кайран Жуковский хулинчи саппас аэропорта анса лартăмăр», — каласа шак хытарчĕ темиçе çул каяллах паллашнă пĕлĕшĕм, гагауз поэтесси Алла Бююк. Кишиневран вăхăтра çитей-меннипе вĕсем Бишкека вĕçекен самолета ĕлкĕреймен, çавна пулах аэропортра пĕр талăк ытла ларнă.

Çĕлен евĕр авкаланса юхать

Пирĕн самолет та Мускавран вăхăтра вĕçсе тухайманччĕ те — мероприяти йĕркелÿçисем Манас аэропортĕнче кĕтсе ывăнчĕç-тĕр. Çитменнине, çĕр варринче. Аэропортран Чăваш Ен ялавне мăнаçлăн йăтса тухрăмăр. Пирĕн ялава кирек ăçта та лайăх пĕлеççĕ. Тĕрĕк халăхĕсем уйрăмах килĕштереççĕ, çĕр çинчи чи илемлĕ ялавсен шутне кĕртеççĕ. Çавăнпа пире тÿрех уйăрса илчĕç — Манасри Кăркăс-турккă университетĕнчен кăçал вĕренсе тухнă Данияр Салмоорбеков кăмăл-туйăмпа кăсăклансанах пĕрер хутаç мăйăр, типĕтнĕ улма-çырла тыттарчĕ. Ав мĕнлерех тарават иккен вĕсем! «Пирĕн çĕршыв лаптăкĕн виçĕ процентĕнче кăна вăрман çитĕнет, пысăк пайĕнче мăйăр йывăçĕсем ÿсеççĕ. Унтан çуллен 15 пин тоннăна яхăн тĕрлĕ йышши мăйăр пухса илеççĕ», — мĕншĕн шăпах мăйăрпа кĕтсе илнине ăнлантарчĕ каччă. Унтан вăл Чолпон-Атана çитме микроавтобуса вырнаçма сĕнчĕ.

Кăçал Чăваш Енре хĕвел ăшшисĕр тунсăхланипе-ши — чÿречерен кĕрекен ăшă çил çан-çурăма лăпкарĕ, хула сăнĕ часах сăртсемпе, унтан çÿллĕ-çÿллĕ тусемпе ылмашăнчĕ — çак илеме курса çул çинче ывăнни те таçта кайса çухалчĕ. Пирвайхи хут пулнăран тавралăха тимлĕ сăнарăм: Иссык-Куль патнелле çывхарнă май симĕс курăк та курăнми пулчĕ, çулçăллă йывăç та çухрăмра пĕрре- иккĕ кăна, талккишпех — тусем. Çапла, Кăркăсстанăн 90-а яхăн процентне тусем йышăнаççĕ, çак лаптăкран 4,5 проценчĕ нихăçан ирĕлмен пăрпа-юрпа витĕннĕ, унта этем ури те ярса пусман. Çав вăхăтрах çулталăкне вăтамран 245 кун хĕвел шартарса пăхать, çумăр сайра хутра кăна çăвать. Унта та кунта пысăках мар кĕтÿсем курăнкалаççĕ. Сăртсемпе айлăмсем сап-саррăн курăнаççĕ те — выльăхĕсем епле тăранкалаççĕ-ши? «Çу каçма сурăхсемпе яксене, тынашкасемпе тихасене тусем çине хăваласа каяççĕ. Унта вĕсене ятарласа тытнă кĕтÿçсем, юртăра пурăнаканскерсем, пăхаççĕ. Выльăх- чĕрлĕхе çĕр каçма 49 е 99 çуллăха тара илнĕ çĕр çинче хăпартнă фермăсене хупаççĕ», — манăн ыйтăва çийĕнчех уçăмлатрĕ Данияр. Хула тулашĕнче пурăнакансем ытларах ял хуçалăх ĕçĕпе тăрмашаççĕ. Ĕне, лаша, сурăх, як, ашак ĕрчетеççĕ. Ашак тирне Китай çыннисем халăх медицининче усă курма, параппан тума туянаççĕ...

ПĔЛМЕ ИНТЕРЕСЛĔ

1926 çулта Кăркăс Республикин тĕп хулине Бишкека Михаил Фрунзе = революционер ятне панă, анчах кăркăс чĕлхинче «ф» сасă çуккине шута илмен, вырăнти халăх хулана Прунзе тенĕ.

Айгуль чечек Кăркăсстанра кăна ÿсет, çавăнпах ăна 1978 çултах Хĕрлĕ кĕнекене кĕртнĕ. =

Сарыджазпа Тенгри-Таг тăвĕсен хушшинчи Мерцбахера кÿлли типет те çĕнĕрен тулать. Мĕншĕн çапла пулнине ăсчахсем те пĕлмеççĕ. =

Ку çĕршыври чи çÿллĕ вырăн — Çĕнтерÿ ту тăрри. Унăн çÿллĕшĕ — 7439 метр. =

Каракол хулинчи Дункан мечĕтне 19-мĕш ĕмĕр вĕçĕнче пĕр пăтасăр хăпартнă. =

Чăнах, тавралăхĕ ытармалла мар хитре — акă пăр ирĕлнипе çÿллĕ тусем çинчен питĕ пысăк хăвăртлăхпа çĕлен евĕр авкаланса юхса анакан Чу шывĕн шавлă сасси хăлхана кĕчĕ. Чим-ха, тĕсĕ мĕнлерех унăн? Изумруд тĕслĕ. Çавăнтах çул хĕрринче ларса юлакан çуртсене, ялсене сăнатăп — халăх чухăн пурăнни курăнать: пÿрчĕсене тăмран, чулран купаланă, шифер витнĕ, вăл та пулин çуркаланнă, шăтнă, хапхисем чăлăш-чалăш. Ав мĕншĕн кăркăссем Раççее талпăнаççĕ иккен. Вырăнта шалу та пысăк мар. Чолпон-Ата хулинче парикмахерта ĕçлекен хĕрарăм эрнере ултă кун ĕçлесе те уйăхне 5 пин сом /пирĕн укçана куçарсан 4 пин те 500 тенке майлă/ кăна илет. Ку укçапа епле пурăнмалла? Çемьере икĕ-виçĕ ача пулсан тата? Ирĕксĕрех кил хуçисен куççуле ĕненмен Мускава, Раççейри ытти хулана талпăнма тивет — хура ĕçре вăй хурсан та çемьене тăрантаркалама укçа-тенкĕ ярса пама май тупăнать. Апла пулин те кăркăссен масарĕсем… пĕр-пĕр крепоçе аса илтереççĕ — ку тĕнчерен кайнисене хисеп туса вĕсем вил тăприсем çине чул çуртсем лартаççĕ, капмарскерсем çăва тавра тытса çавăрнă икĕ метр çÿллĕш карта урлă та аванах курăнаççĕ.

Сиплĕ те асамлă Иссык-Куль

Пĕр сехет кайрăмăр-и, иккĕ те-и — Иссык-Кулĕн вĕçĕ- хĕрри курăнмарĕ-ха. Шывĕ минерал шыв кĕленчин этикетки çинчи ÿкерчĕкри евĕр çап-çутă кăвак, таса, тăрă. Вĕри кÿлĕ /кăркăсларан çапла куçать вăл/ пирки вырăнти халăх темиçе халап та юптарса кăтартрĕ, шÿт те каласа култарчĕ. Пуян пĕр арçын шыва кĕнĕ те ишнĕ май хăйĕн мулĕпе мухтаннă, кайнă чухне кÿлле ăпăр-тапăр ывăтса хăварнă. Нумай та вăхăт иртмен — çĕрме пуян çука юлнă. Хайхискер тепре таврăннă — кÿлĕре ишнĕ май ирсĕрленнĕшĕн чунран ÿкĕнсе каçару ыйтнă, пурнăçне йĕркелеме вăй-хăват памашкăн йăлăннă. Мĕн тетĕр? Арçын татах пуйса кайнă. Ку шÿте ĕненмелле-и, çук-и — пĕлместĕп, анчах Иссык-Культе ишсен ÿт-пÿ каннине, ун шывĕпе чÿхенĕ хыççăн ыратакан пыр та асаплантарма туххăмрах чарăннине темиçе çын та каларĕ. Шыв сиплĕхĕ вăл минералсемпе пуяннипе, тăварлă пулнипе çыхăннă-тăр.

Чолпон-Ата курорт хула пулсан та таса тееймĕн — Раççейри провинцири поселока çеç аса илтерет вăл. Çапах килен-каяншăн, туристсемшĕн курса çÿремелли кунта чылай. Акă, сăмахран, вĕри çăл куçа кĕме, тусем çине хăпарма, ту хушăкĕсене кĕме, лаша утланса çÿреме, вырăнти истори музейĕпе паллашма, хула варринчи этемрен чылай çÿллĕрех кĕл чечексен тĕммине курса тĕлĕнме пулать. Тата — пасара кайма. Вăт тавар туянма Кăркăсстанри кирек хăш пасарта та уйрăм ăсталăх кирлĕ. Раççейрен пынисене, уйрăмах шурăрах ÿтлисене, курсан вĕсем хака юриех икĕ-виçĕ хут ÿстереççĕ. Ăна чакарма пĕлмен çынна вара ăссăр этем вырăннех хураççĕ. Çавăнпа çак çĕршывра пулсан килĕшнĕ таварăн хакне чакарма ÿркенмелле мар. Мĕн чухлĕ ытларах тавлашатăн — туянакана çавăн чухлĕ ытларах хисеплеççĕ. Мĕн тетĕр? Хам та 20 сом тăракан кëмече /уçă кăвар çинче пĕçернĕ çÿхÿ/ 15 сомпа туянма пултартăм. 900 сом тăракан паха йышши пушмака та 500-600 сомпа илме май пур. Сутуçăсем Турцирен кÿрекен япалана кăна хисеплеççĕ, Китайран илсе пынине «подделка» теççĕ. Сăмах май, пасарта кăна мар, лавккасемпе супермаркетсенче те хака чакарма ыйтмалла. Тумтир таврашне кăна мар, телефонсемпе компьютер техникине те йÿнеттерме юрать. Хамăр та çапла турăмăр: Бишкекри суту-илÿ çуртĕнче кĕсье телефонĕн хакне чакарттартăмăр. Пĕтĕмĕшле илсен, техникăна тата Турцирен турттаракан паха тавара унта Раççейринчен чылай йÿнĕрехпе туянма пулать.

Сурăх какайĕ… питĕ тутлă

Курултая азербайджансем, пушкăртсем, тутарсем, якутсем, казахсем тата ытти халăх çыннисем пухăннă. Çавăнпах тĕрĕк халăхĕсен чĕлхине илтме кăна мар, юрри-ташшипе йăпанма та, çи-пуçне курма та май килчĕ. Пытармастăп: республикăран аякра чăваш тумне курсан выртан каска та хускалать — шап-шурă пусма çинче хĕрлĕ çиппе тĕрленĕ эреше чылайăшĕ ытараймасăр сăнать, пĕрле сăн ÿкерĕнме ыйтать. Урама тухсан-и? Кашниех чарăнса тимлĕ тинкерет, селфи тăвассишĕн ăшталанать. Иссык-Куль хĕррине те чăваш çи-пуçне тăхăнса антăмăр. Курорт базин картишне укçалла кĕртеççĕ. Унăн хуралçи пире чĕнчĕ те: «Пирĕн пата тÿлевсĕрех кĕрсемĕр. Базăна илем кÿрĕр, хăнасене капăрлăхăрпа савăнтарăр», — терĕ. Мĕнех, иртрĕмĕр. Халăхăмăр çи- пуçĕпе мăнаçлăн саркаланса утрăмăр. Эх, пĕлесчĕ сирĕн çав самантра эпĕ çĕр çине чăваш пулса килнишĕн мĕн тери хĕпĕртенине!

Унта кăна мар, ресторанта Ирина Лампасова юрă шăрантарнă чухне те чĕремре çав туйăмсемех туй турĕç. Мĕн тери илемлĕ чăваш юрри-кĕвви. Тĕрĕссипе, кашни халăхăн юрриех чунри хытнă хĕлĕхсене вăратать — ăна ăнланма чĕлхене пĕлни те кирлĕ мар. Акă ногайсен делегацийĕн йышĕнче тĕнчипе паллă çын — Турцин ертсе пыракан партийĕн гимнĕн сăмахĕсемпе кĕввин авторĕ Арсланбек Султанбеков. Паллă мусăкçă пире, чăвашсемпе гагаузсене, каçхи апат хыççăн кÿлĕ хĕрринчи кафене йыхравларĕ. Кама-кама та — пурте пĕлекен юрăçа епле хирĕçлĕн? Кайрăмăр. Мăсăльмансен йăлине пăхăнса лутра сĕтел хушшине чĕркуççисене хуçлатса кĕрсе лартăмăр. Кафен тарават хуçи кускаларĕ те чупкаларĕ. Кăркăссем какая уйрăмах тутлă пĕçереççĕ. Чу- чук, нарын çинĕ чухне чĕлхене те пĕрлех çăтса яма пулать — сурăх ашне çав тери çемçе хатĕрлеççĕ. Сĕтел çине хуçа мĕн кăна лартмарĕ-ши: тĕрлĕ йышши салат, хошан, госкийда, гошнан вырăн тупрĕç унта. Малалла вулас...

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.