Комментировать

27 Июл, 2017

Поселокра Акула юрлĕ

Хăш поселокра тетĕр-и? Çурла уйăхĕн 5-мĕшĕнче Раççейри паллă юрăç Акула Етĕрне районĕнчи Совхозный поселокне килĕ. Унта юланутçăсен «Атăлçи кубокĕ» иртĕ.

Чăваш ялне Акула килессине ĕненместĕр-и? Ку, чăнах та, чы­лайăшне иккĕлентерет. Тĕрĕссипе, аякри яла Акула килме пул­тарассине хам та ĕненмерĕм, çавăнпа ыйтăва уçăмлатас тесе чупу йĕркелÿçисемпе çыхăнтăм. Раççей эстрада артистне чăнах та спорт уявне чĕннĕ иккен. Мероприяти программи пуян пулас­сине пĕлтерчĕç. Унта ачасем валли аттракционсем ĕçлĕç, тĕрлĕ конкурс, каçхине дискотека йĕркелĕç.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.