- Чăвашла верси
- Русская версия
Поселокра Акула юрлĕ
Хăш поселокра тетĕр-и? Çурла уйăхĕн 5-мĕшĕнче Раççейри паллă юрăç Акула Етĕрне районĕнчи Совхозный поселокне килĕ. Унта юланутçăсен «Атăлçи кубокĕ» иртĕ.
Чăваш ялне Акула килессине ĕненместĕр-и? Ку, чăнах та, чылайăшне иккĕлентерет. Тĕрĕссипе, аякри яла Акула килме пултарассине хам та ĕненмерĕм, çавăнпа ыйтăва уçăмлатас тесе чупу йĕркелÿçисемпе çыхăнтăм. Раççей эстрада артистне чăнах та спорт уявне чĕннĕ иккен. Мероприяти программи пуян пулассине пĕлтерчĕç. Унта ачасем валли аттракционсем ĕçлĕç, тĕрлĕ конкурс, каçхине дискотека йĕркелĕç.
Комментировать