Комментировать

26 Июл, 2017

Кăтра çÿçне ытараймарăм

Пĕрре курсах юратма пулать-и? «Паллах!» — çирĕппĕн хуравларĕç Çĕрпÿ районĕнчи Михайловкăри Евдокимовсем. 50 çула яхăн вĕсем пĕр-пĕринпе шăкăл-шăкăл калаçса, килĕштерсе пурăнаççĕ.

«Пĕрре курса юратрăм»

Пĕчĕкрех те тирпейлĕ çурт сарă-хĕрлĕ чечек, ешĕл йывăç ăшне путнă тейĕн. Шупка кăвакпа сăрланăскер хăй те çеçке çыххи пек курăнать. Тимĕртен эрешлесе каснă карта, ÿкерсе капăрлатнă хуралтăсем… — кунта тавралăха, илемлĕхе юратакан çынсем пурăнни тÿрех куç умне ÿкет.

Алăкран вăтам пÿллĕ ватăрах хĕрарăм тухрĕ. Сарă çÿçне сарлака шлепкепе хупланă. Типтерлĕ те яка тăхăннă, мăйĕнчен шăрçа уртса янă. «Чăн-чăн хула майри», — вĕçсе иртрĕ шухăш пуçра.

— Ку пÿрте 15 çул каяллах туянтăмăр, — ăнлантарчĕ Екатерина Евдокимова. — Çавăнтанпах çĕнететпĕр, ун çумне хушма çурт тăватпăр. Хамăр та ку районтанах, анчах шкул пĕтерсенех хулана тухса кайнă. Халĕ шăпа каллех яла çавăрса çитерчĕ.

Шăв-шава илтсе картишĕнче тăрăшса ĕçлекен арçын тухрĕ. Куçĕ ăшшăн пăхать. Кил хуçи, Николай Евдокимович, сак çине мăшăрĕпе юнашар вырнаçрĕ, калаçăва тимлĕн итлерĕ.

— Ĕлĕкрех çамрăксем Атăл хĕррине уçăлма, паллашма çÿренĕ. Вăл вăхăтра самани те урăхларах пулнă çав, хăраман, пĕр-пĕрне шаннă. Яш-кĕрĕм сĕм çĕрлечченех юхан шыв хĕрринчен татăлман, ташă каçĕсем те çавăнтах иртнĕ. 1968 çулта хĕр тусăмпа яланхилле Атăл хĕррине кайрăмăр. Пирĕн пата вăтам пÿллĕ икĕ каччă пырса тăчĕ. Çырă та кăтра çÿçлине тÿрех килĕштертĕм. Сăпайлăхĕ, калаçни кăмăла кайрĕ, — аса илчĕ иртнине Екатерина Даниловна. — Пĕрре курсах юратса пăрахрăм ăна.

— Мана вара Екатерина илемлĕхĕпе, хăйне тыткаланипе, сăмаха шухăшласа калаçнипе чĕрене хускатрĕ. Халĕ те маншăн вăл — чи хитри, — арăмĕ шăплансанах хушса хучĕ упăшки. — Çулталăк çÿрерĕмĕр. Яланах урамра тĕл пулаттăмăр. Туйăмсене ирĕке яман, таса юрату пулнă пирĕн. Ун чухне чыса упрама тăрăшнă. Çемье çавăрма шанчăклă çын пулнине ăнлансан качча тухма ыйтрăм.

Çак сăмахсене тахçанах кĕтнĕ хĕр савăнсах килĕшнĕ. «Текех çамрăк марччĕ ĕнтĕ, иксĕмĕр те çирĕмрен иртнĕ. Мĕн турткаланса тăмалла? — терĕ хĕрарăм иртнине куç умне кăларса. — Пĕрлешрĕмĕр, анчах пурăнма кĕтес çук. Ун чухне пуянлăха пăхса çемье çавăрман. Вăл мĕн чухлĕ шалу илнине те пĕлмен эпĕ».

Çÿпçипе хупăлчи

— Вăл вăхăтра Шупашкарти çырма-çатраллă вырăнсенче вăхăтлăх çуртсем лартса пурăнакан нумайччĕ. Эпир те пушă лаптăк тупрăмăр. Унчченхи хуçисем çурт-йĕрне пăснă хыççăн çÿп-çап кăна сапаланса выртатчĕ. Ăна тасатса тăватă юпа лартрăмăр. Икĕ енĕпе хăмасем çапса варрине йывăç кĕрпи тултартăмăр, урайне сартăмăр, пÿрт тăррине витрĕмĕр. Упăшка кăмака туса пĕтерсенех хутса ятăм, чÿрече анине шыв тултарнă кĕленче лартрăм — тахçанах пурăннă пек кăтартма. Унсăрăн çурта аркатма пултараççĕ-çке. Никам пулăшмасăр, иксĕмĕрех виçĕ кунра çурт туса кĕтĕмĕр. Анчах кÿршĕсене килĕшмен çакă, çăхав çырнă. «Ку вырăна йĕркене кĕртнĕшĕнех сире тĕкĕнместĕп», — терĕ тĕрĕслевпе çитнĕ çын. Никĕс ямасăр çĕкленĕ вăхăтлăх çуртра 2-3 çул пурăнтăмăр. Пĕчĕкрех пахча та пурччĕ. Кайран хуралтăсем татах турăмăр. Упăшкана виçĕ пÿлĕмлĕ хваттер парсан пурлăха пĕлĕшсене хăварса унта куçрăмăр, — калаçăва малалла тăсрĕ Екатерина Даниловна. — Кайран тăватă пÿлĕмлине те пачĕç. Ку вăхăт тĕлне пирĕн икĕ ывăлпа пĕр хĕрччĕ ĕнтĕ.

— Çемьере кам хуçа сирĕн?

— Упăшка — çемье пуçĕ, эпĕ — мăйĕ. Мăй ăçталла пăрăнать, пуç та çавăнталла пăхать. Усăллă сĕнÿсем панине Николай яланах итлет. Ĕç тăвас пулсан пĕрле сÿтсе яватпăр.

— Çемьери хирĕçÿсене мĕнле татса паратăр?

— Çемьере чашăк-тирĕк шакăртатмасăр пулмасть. Упăшка мăкăртатма пуçласан хирĕç чĕнместĕп, пăрăнса утатăп кăна. Çилленни иртсен лăпкăнах калаçатпăр. Аллă çула яхăн пĕрле пурăнса та кÿршĕ-аршă илтмелле ятлаçса курман. Пĕр-пĕрне хисеплесен, итлесен, каçарма пĕлсен çемье те çирĕп пулать, — терĕ туслă мăшăр. — Ачасем çине те сасă хăпартман.

— Шанчăклă мăшăр тупма пулăшнăшăн шăпама тав тăватăп. Арăма тĕрĕс суйласа илме пултарнишĕн савăнатăп, — сăмахне малалла тăсрĕ Николай Евдокимович. Малалла вулас...

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.