Комментировать

24 Июл, 2017

Пурнăç тĕрĕсмарлăхĕ çинчен çырнă чухне те ырăна шанни пур

Хăйĕн çинчен калаçнине ытла та юратмасть-çке вăл. Ахальлĕн пулсан-и! Пĕр-пĕр журналист тахçанах кăсăклă материал çырса вулакана унпа çывăхрах паллаштармаллаччĕ. Халĕ епле çавăрма май килчĕ-ха Раштав кăмăлне? Сăлтавĕ пуррипе. Чăваш эстрада тĕнчине икçĕр ытла юрăпа пуянлатнă авторăн 2015 çулта иккĕмĕш кĕнеки те кун çути курчĕ. Хальхи вăхăтра вара Валерий Раштав сăввисене тĕпе хурса чи вăйлă юрăçсем хăйсен репертуарĕсене хатĕрлеççĕ. Пĕлекенсем астăваççĕ: 2013 çул вĕçĕнче аслă шкулта пĕрле вĕреннĕ тусĕсем Валерий Алексеевича кĕтмен парнепе савăнтарчĕç - унăн сăввисен "Шухăша вĕçтереймĕн çилпе" кĕнекине кăларчĕç. Шăпах унăн çуралнă кунĕ умĕн пичетленсе тухрĕ вăл...

АЧАЛĂХРИ ЧУН ХАВАЛĔ

Валерий Самойлов сăпки - Патăрьел районĕнчи Кивĕ Катек ялĕ. Çавна май çуралнă вырăнĕ çинчен пĕлтерсенех Валерий пултарулăхĕ ăнсăртран мар тăван сăмах асамĕпе çыхăнни çинчен шухăшласа илетĕн. Ара, ку районтан çыравçăсемпе поэтсем нумаййăн тухнă та - сиплĕ хутлăх тейĕн çав!

- Ача чухнех Митта Ваçлейĕн, Геннадий Айхин, Раиса Сарпин сăвви-поэмине вуланă чухне мăнаçлăх туйăмĕ ярса илетчĕ. Çук, вĕсен çулĕпе каясчĕ тени пулман. Шкул çулĕсенче сăвăсем çырса аппаланкаланă пулин те поэзи тĕнчине чăнласах кĕрсе каясса тĕлленмен, - тет кун пирки сăвăç хăй. - Манăн шухăшпа, пĕчĕк чухне ача чунĕшĕн нимĕнле чару та çук: хăй мĕн курни-туйнине е ÿкерсе, е çырса, е юрă-кĕвĕ урлă сăнарлать вăл. Çитĕнсе пынăçемĕн этем хăйĕн хăтланăвне тăнпа "йĕрлесех" пынăран пултарулăхăн хăш-пĕр енĕ сĕвĕрĕлет. Çынна юрăхлă ÿкермесрен, чаплах юрлаймасран, калăпланă йĕркесем чăн сăвă картне лараймасран шикленетпĕр пулас.

- Санăн вара студент чухне те пултарулăху тĕрлĕ енлĕччĕ-çке: сăвăсем çыраттăн, хитре ÿкереттĕн, мĕн тĕрлĕ кăна ребус-пуçватмăш шухăшласа кăлармастăн, кăмăлу пур чухне алла гитара тытса илемлĕ кĕвĕ пăнтăртаттараттăн, - "тÿрлетрĕм" пĕр ушкăнра вĕреннĕ тусăма. - Çакна шута илсен санăн ытти яшпа танлаштарсан хĕрсене хăвăн енне çавăрас шанчăк ытларах пулни куçкĕрет: кама мĕн аппаланса килĕшессине суйлама пултарнă-çке!

_ Шухă çамрăклăх çапла ĕнтĕ вăл: пĕр хăлха лекци итленĕ хушăра тепри пăшăл пăтти итлет, алă вара çырать - вĕренÿ материалне те, туссем патне кĕске çыру та... Экзамена пĕр каçра хатĕрленсе тытас тесен халĕ çÿç-пуç вирелле тăрĕ! Асамлă вăхăт вĕт: сăрт-тăва та тепĕр май çавăрса хураяссăн туйăнатчĕ. Астăватăн-и, университетра пĕр каçра мĕн тăршшĕ пĕрене-хаçат кăларса ир-ирех коридор стени çине çакса хураттăмăр.

Пирĕн пултарулăха курса факультет ертÿлĕхĕ тата та яваплăрах пысăк ĕçсем хушатчĕ. Анатолий Абрамов вĕрентекенĕмĕр ертсе пынипе Иван Яковлева халалланă пÿлĕме те хамăр ушкăнри пултаруллă темиçе студент йĕркелерĕ. Ĕмĕр асăнмалăх парне пулчĕ вăл тăван университетшăн.

Çаплаччĕ те... И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчен 1998 çулта вĕренсе тухсан Валерий Самойлов пĕр вăхăт диплом илнĕ специальноçпа мар, стройкăра ĕçлерĕ. Ял ачи вĕт: нимере пайтах кирпĕч хунă, каскалама-савалама вара чун туртăмĕ те пулнă. Самана уйрăмлăхне кура çапла ручка вырăнне мастерок алла тытрĕ Патăрьел каччи. Анчах... нумайччен мар. 2000 çулта инкек тÿсме те малтанах шăпа кĕнекинче çырса хунă-ши  аманса сусăрланчĕ пĕрле пилĕк çул вĕреннĕ тусăмăр.

Çапла, пач кĕтмен-çĕртен килсе çапрĕ Самойловсен çемйине инкек. Ашшĕпе амăшĕ, пиччĕшĕсемпе йăмăкĕ тем пек тĕрев парсан та, медицина ăстисем тем пек тăрăшсан та Валерăна çĕнĕрен ура çине тăратма май килмен. Хальлĕхе.

Сусăрланнă хыççăн алă усман çын - чăн паттăр. Валери те - вĕсен йышĕнчех. Ача чухнехи çăлтăрне чунĕнче тепĕр хут - халичченхинчен чылай хă ватлăнрах _ çутма пултарчĕ вăл! Чун ыратăвне никама кăтартмасăр, антăхтарса яракан пушăлăха çĕнтерсе сăвă хыççăн сăвă калăплать пурнăçа юратакан тантăшăм.

АНСАТ СĂМАХСЕНЧИ ТАРĂН ФИЛОСОФИ

Сĕтел хушшине ларса çырайманни кăна мар, ал лаппи те хытса ларнă пулин те нăйкăшма хăнăхман паттăр каччă пуçра çырăннă йĕркесене информаци упракан технологисем çине хăй куçарасси çинчен шухăшлать. Кравать çумне ноутбук вырнаçтарса парсан - пуçланать вара! Сăвă хыççăн сăвă... Чавса шăммине клавиатура тÿмисем çийĕн ташлаттарса шăрçалать вĕсене. Чаплă çырасчĕ, пурте асăрхаччăр мана темесĕр, кÿлешмесĕр, çăрмасăр, çав вăхăтрах ытлашши якатмасăр _ чун ыйтнă пек.

Çамрăк çын юрă итлемесĕр пурăнать-и? Паллах, сăмах тĕшшине туякан яш шăплăхран ывăнса çитнĕ самантсенче чăваш эстрадине итлет. Хăш-пĕр сăмахĕсем чунне ыраттараççĕ. "Тăван чĕлхен çепĕçлĕхне, пуянлăхне пĕр евĕрлĕ сăмахсемпе кăна кăтартассинчен хăпма пулать-и?" - шухăша путать вăл. Сăпайлăскер çапла пĕррехинче...

- 2004 çулччĕ. Манăн алла Алексей Московский юррисен дискĕ лекрĕ. Сасси килĕшрĕ, хайлавсем те аванччĕ. Диск хучĕ çинче телефон номерĕ пурччĕ. Шăнкăравларăм. Телефонĕ Петр Ермолаевăн пулнă! "Сире аçăр ячĕпе мĕнле чĕнмелле?" - тетĕп. Тĕлĕнчĕ пулас. Каярах Алексейпе çыхăнтăмăр. Сăввăмсене тишкерме сĕнсен вăл хăпартлансах кайрĕ. Çапла юрă хыççăн юрă хайларĕ, - эстрада юрăçисемпе туслашса ĕçлеме тытăннине аса илет Валери.

Халĕ ĕнтĕ Раштавăн сăмахĕсемпе кĕвĕленĕ юрăсене сцена ăстисем çирĕм ытлан шăрантараççĕ. Халăх патне çитнĕ юрăсен пысăк пайĕ - Фарида Файзуллина юрăç-композитор репертуарĕнче. Валерий Самойлов паян уншăн ентеш кăна мар, çывăх чăн-чăн тус та. Пултаруллă профессионала çĕр-çĕр сăвăç хайлавĕсен хушшинче Раштавăн поэзийĕ мĕнпе илĕртет-ши?

- Чи малтанах - ансат сăмахсенче пытаннă тарăн философи чуна хускатать. Хăйĕн трагедилле шăпине автор таçта, чун-чĕри тарăнăшĕнче, кÿренет-и, тен _ сăввисенче çакă вуçех палăрмасть. Пачах урăхла: самана йÿççи, пурнăç тĕрĕсмарлăхĕ çинчен çырнă чухне те хайлав вĕçĕнче - ниме пăхмасăр ырра шанни. Тен, çакнашкал çырма унпа пулса иртнĕ синкерлĕ пăтăрмах та витĕм кÿнĕ? Тахçанхилле сиксе-чупса çÿрейнĕ пулсан поэзипе айланĕччĕ-ши? Ачалăхра, студент çулĕсенче çуралнă йĕркесем çумне çĕннисем хушăнайĕччĕç-и? Пултарулăхра Турă панине аталантармасан, çын хăй çине тăмасан çитĕнÿ пулмастех. Шалти вăйне, чун пуянлăхне хакласа Валерăна эпĕ пирĕн вăхăтри герой пек куратăп. Шел, хальхи саманара ун пеккисем сахал пирĕн хушăра, - хăйĕн кĕввисемпе Раштавăн сăввисем мĕншĕн çураçуллă пулса тухнине систереççĕ Фарида сăмахĕсем.

"КУÇÇУЛЬ ТУХСАН - ЧУН ТАСАЛАТЬ"

Тĕрĕсех: Валерăн кĕске хайлавĕсем оптимистла шухăшпа витерĕннĕ. Тĕнчере ырă усала çĕнтернине, чăнлăх тĕрĕсмарлăхран вăйлăраххине, юрату курайманлăхран ытлараххине шанни. Автор вулакана ырра кăна шанма хистет пулсан, вăл хăй таса чунли - куçкĕрет. Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн литература пайĕн ĕçченĕ, Надежда Ефремова çыравçă хăйĕнпе тантăш авторăн сăввисенче риторика-кăшкăрашу çуккине асăрханă. Республикăри вĕренÿ институчĕн доценчĕ Надежда Иванова Валерий Самойловăн пĕрремĕш кĕнекипе паллашнă май ыттисен хайлавĕнче курсах кайман эпитетсемпе танлаштарусем пуррине сăнанă: "кăпăш тунсăх", "хаваслă лăпкăлăх", "нăйкăш купăс хÿхлевĕ", "ĕмĕрне йĕрлемешкĕн"... "Телей кайăкĕ" кĕнекене редакцилеме шаннă май эпĕ унăн сăввисенче чăвашсемшĕн асамлă шутланакан хисепсене чылай асăрхарăм. Малалла вулас...

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.