Салампи, Уйăхпи те Якур… чăвашла вĕренеççĕ маттур
Чăвашла вĕренес текенсен «Хавал» лагерĕ кăçал саккăрмĕш хут уçăлчĕ. Унта утмăла яхăн çын килнĕ: садик ÿсĕмĕнчисем те, шкул ачисем те, аслисем те. Вĕсем Шупашкартан, Канашран, Саратовран, Мускавран, Ижевскран тата ытти хуларан пуçтарăннă. Чăваш чĕлхи, культури питĕ кăсăклантарнăран кунта Японирен тата Люксембургран килнисем те пур. Кашниех пĕр-пĕрне чăвашла сăмах хушма тăрăшать. Яппун каччи Масая, сăмахран, чăваш чĕлхи пирки мĕн тĕпчесе пĕлнине тăван çĕршывне çитсен хаçатра çырса кăларасшăн.
Пĕчĕк сыпăксенчен тытăнмалла
«Хавал» пĕрлĕх координаторĕ Александр Блинов ют чĕлхесен шкулĕнче ĕçленĕ май кунта та çав меслетсене тĕпе хурса вĕрентÿ ĕçне йĕркеленĕ. Унăн шухăшĕпе, чи малтанах хутшăну чĕлхине ăса хывмалла, унтан вара грамматикăпа та ĕçлеме пулать.
— Паллах, чĕлхене пĕр эрнере вĕренме ниепле те май çук, — палăртать «Хавалта» Алпарух ят йышăннăскер. — Анчах çынна хавхалантарни, чăвашла вĕренме мĕнлерех майсем пуррине кăтартни питĕ аван.
Çын миçе чĕлхе пĕлет, çавăн чухлĕ ăслăрах тенине шута илсе çак ĕçе мĕнле йĕркелемеллине ыйтмасăр тÿсеймерĕм. Туятăп, ку сĕнÿ пирĕн вулакансемшĕн те пĕлтерĕшлĕ. Алпарух вара чи малтанах чĕлхене хăнăхмалла тет: ыттисем калаçнине итлемелле, видео пăхмалла. Унтан вара пĕчĕк сăмахсене уйăрса илмелле те евĕрлесе каламалла. Çакăн хыççăн пĕчĕккĕн- пĕчĕккĕн ансат предложенисем тума пуçламалла. Тÿрех вырăсларан е ытти чĕлхерен чăвашла куçарасси — пачах тĕрĕс мар çул. Çавăнпа малтан итлемелле, унтан пĕчĕк сыпăксене илсе ăса хывмалла, вĕсемпе усă курма пуçламалла, кайран ансат предложенисемпе калаçмалла, унтан вĕсене майĕпен пуянлатса пымалла — çапла кирек мĕнле чĕлхене те вĕренме пулать иккен.
Лагерь йĕркелÿçисем кашни çулах м ĕ н л е т е п у л и н ç ĕ н ĕ л ĕ х к ĕ р т м е тăрăшаççĕ. Кăçал вĕсем кунта килекенсене хăйсен чĕлхе пĕлĕвне тĕрĕслемелли пĕчĕк кĕнекесем парнеленĕ. Малалла вулас...
— Тест витĕр тухнисене ушкăнсене пайларăмăр, — каласа пачĕ кунти вĕрентекенсенчен пĕри Акăш /Аня Ижетникова/. — Эпĕ 1-мĕш ушкăнра ĕçлерĕм, чăвашла пач пĕлменнисене калаçма пуçламашкăн чи кирлĕ сăмахсене хăнăхтартăм. Иккĕмĕш ушкăнрисем Урине патĕнче вĕренеççĕ. Унта чăваш чĕлхине кăштах ăнланаканнисем каяççĕ. Ыттисем вара Арцем Федоринчик патне çÿреççĕ, унта грамматикăпа ĕçлеççĕ.
Лагерь программи питĕ пуян. Кунта пултарулăхпа та паллаштараççĕ, чăваш тумĕпе сăн ÿкереççĕ, спорт хăнăхтарăвĕсем валли те вăхăт тупаççĕ, ытти чĕлхесен /сăмахран, удмурт е яппун/ илемĕпе киленме те май пур. Каçхине вара кашнинчех пĕр-пĕр хăна килет: юрăç, радио ĕçченĕ е политика çынни. Кĕçнерникун — кану кунĕ. Ун чухне хавалçăсем е ăçта та пулин каяççĕ, е мĕнле те пулин мероприяти йĕркелеççĕ. Хальхинче вĕсем Чăваш наци телекуравĕн «Учим чувашский» проектĕнче ÿкерĕннĕ.
Кунта сывлăшĕ те урăхларах
«Хавал» уйлăхне çитсенех чăвашла тумланнă чиперуксене асăрхарăмăр. Акă ман умра Салампи. Ку ята вăл лагере килсен суйланă, чăн ячĕпе хушамачĕ вара — Настя Никифорова. Вăл йăмăкĕпе Чечекпипе /Ангелинăпа/ пĕрле Канаш хулинчен çитнĕ. Хĕр ача çитес вĕренÿ çулĕнче 5-мĕш класа кайĕ. Юлташĕсем Мишăпа Роман «Хавал» уйлăх çинчен каласа парсанах унăн та çакăнта пулса курас килнĕ.
Якур /Арсений Иванов/ çак лагерьте йăмăкĕпе Ленукпа пĕрле — тăваттăмĕш хут. Арçын ача «Хавала» килсенех кунта урăхларах сывлăш тăнине асăрханă. Тен, вырăнĕ те асамлăхĕпех илĕртет пулĕ. Чăвашла çĕнĕрен те çĕнĕ сăмахсем вĕренме питĕ юратать Якур. Масаяпа калаçса Япони пирки те нумай ыйтса пĕлнĕ-ха. Яппунсен калаçăвĕнче те диалектсем пур иккен.