Натали кĕпе çĕлет. Кам валли?
Пурин валли те çĕлет вăл. Икĕ аркăллă чăваш кĕпине вĕрентекен те, колхозник та, фольклор ушкăнĕн артисчĕ те тăхăнать.
Сăмахăм Патăрьел районĕнчи Каншелте пурăнакан Наталья Ильметова пирки пырать. Хăй каланă тăрăх, амăшĕ çĕлеме юратнă. Хĕрача вара ăна куç илмесĕр сăнанă. Унран вăрттăн пусмана ваклани те пулнă. Çавăншăн çывăх çынни ăна çĕлеттермен, материала сая янишĕн вăрçса та илнĕ. Çапах кÿренмен хĕр пĕрчи, амăшĕ ĕçленине пĕр вĕçĕм сăнанă, унран вĕреннĕ. Шел, Валентина Владимировнăна тĕпренчĕкĕн ăсталăхне курма тÿр килмен. Тен, халĕ савăннă та пулĕччĕ. Ара, Наталья Алексеевна патне пулăшу ыйтса кам кăна килмест? Ял-йыш кăна мар, ытти тăрăхран та саккас паракан пур. Кашни çĕвве чунĕ витĕр кăларать вăл. Çавăнпах тав сăмахĕ те сахал мар илтет.
«Кĕпене пĕр талăк çĕлетĕп. Çĕвĕ машини умне ларсан ĕçе пăрахас килмест», — кăмăллăн калаçать пултаруллă хĕрарăм. Тĕрĕссипе, вăл çак енĕпе ятарлă пĕлÿ илмен. Амăшĕнчен вĕреннипех çырлахнă. Çапах та тепĕр чаплă çĕвĕçрен те ирттерет. Çавăнпах ĕнтĕ ун патне саккаспа Канаш тăрăхĕнчен пыракан та пур.
Наталья хăй вăхăтĕнче Çĕнĕ Шупашкарти 14-мĕш училищĕрен вĕренсе тухнă, повар профессине алла илнĕ. Каярахпа тăван тăрăхри «Малалла» хуçалăхра хăйĕн ĕçĕпе тăрăшнă. Анчах çĕвĕç профессине ытларах кăмăлланă курăнать. Халĕ çак енĕпе çеç вăй хурать. Кашни кунах çĕвĕ машини умне ларма хатĕр вăл. «Эпĕ çĕленĕ кĕпесене çынсем савăнса тăхăнччăр, мана аса илччĕр», — тет хĕрарăм.
Вырăнти «Çăлкуç» ансамбле çÿренĕрен хăй валли те чăваш кĕпи çĕленĕ. Саппун, тутăр та хăех тĕрленĕ, халĕ вăхăт çук. Çемьеллĕскерĕн кил тĕрĕшре те чылай ĕç. Çуллахи вăхăтра пушшех те. Пурне те ĕлкĕрмелле. Юрать, мăшăрĕ, ачисем пулăшаççĕ. Пушă вăхăт тупăнсанах вара çĕвĕ машини умне ларать. «Юлашки вăхăтра пирĕн тăрăхра хăнана та чăваш кĕпипе çÿреме тытăнчĕç. Ваттисем çеç мар, çамрăксем те тăхăнаççĕ. Чăваш çи-пуçĕ арча тĕпĕнче выртманни савăнтарать», — чунне уçрĕ Наталья Ильметова. Малалла вулас...