Комментировать

19 Июл, 2017

«Земство тухтăрĕ» — вăхăтлăх программа кăна...

Пĕтĕм Раççейри «Раççейшĕн» халăх фрончĕ» общество юхăмĕн республикăри уйрăмĕн хастарĕсем регионти штабăн çумпредседателĕ Елена Доманова тата ОНФн ĕç тăвакан комитечĕн пуçлăхĕ Николай Косыев ертсе пынипе утă уйăхĕн 18-мĕшĕнче Етĕрне район больници пациентсене сĕнекен медицина пулăшăвĕн пахалăхне хакларĕç. Чи малтанах вĕсем поликлиникăри регистраци ĕçĕ-хĕлĕпе, информаци ма-териалĕсемпе паллашрĕç, пĕтĕмĕшле практика врачĕн йышăнăвĕнче пулчĕç, стационара çитсе курчĕç, чирлисен хушшинче ыйтăм йĕркелерĕç. Пахалăхăн халăх тĕрĕслевĕ хыççăн сиплев учрежденийĕн ертÿлĕхĕпе пĕрле пухăнса çитменлĕхсене сÿтсе яврĕç, вĕсене сирмелли майсене уçăмлатрĕç.

Çитменлхсемср мар паллах...

ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерстви çумĕнчи общество канашĕн членĕ, медицина наукисен кандидачĕ Елена Доманова палăртнă тăрăх, пациентсене информаципе тивĕçтерессине сыватмăш çуртĕнче тĕпрен илсен аван йĕркеленĕ. Патшалăх гарантийĕсен программи тĕлĕшпе кăна асăрхаттармалли тупăнчĕ Елена Михайловнăн. Вĕсене пайăн-пайăн уйăрса темиçе стенда вырнаçтарнине кура: «Енчен те больницăна пынă çын асăннă документпа туллин паллашас тесен регистратурăри специалистсене чăрмантарма тивет вĕт, — палăртрĕ вăл. — Хăш служба ăçта пулнине уçăмлăн кăтартнине ырламалла кăна. Тухтăрсем хăйсен тивĕçне лайăх пĕлнине вĕсемпе хутшăннă май тÿрех туйса илтĕм, электронлă карттăна йĕркеленипе паллашрăм».

Çитменлĕхсене пайăррăн асăнчĕ вăл. Чи çивĕччисенчен пĕри — кадр ыйтăвĕ. Республикăри ытти больницăри пекех Етĕрнере те вĕсем çитмеççĕ. Çавна май ертÿлĕхĕн специалистсене тĕллевлĕ хатĕрлемешкĕн тăрăшмалла. Чăн та, хальхи вăхăтра кунта пулас тухтăрсемпе медицина сестрисем, фельдшерсем вĕренÿ учрежденийĕсенчи лекцисенче илнĕ пĕлĕве практикăра çирĕплетеççĕ. Дипломлă пулнă хыççăн вĕсене тăван тăрăха тавăрмашкăн сиплев учрежденийĕ 50 пин тенкĕпе пĕр хутчен хавхалантарни кăна çителĕксĕр. Муниципалитетăн та социаллă ыйтăва татса памашкăн пуçаруллă хутшăнмалла: пурăнмашкăн кĕтес уйăрни е коммуналлă пулăшу тăкакĕшĕн хушса тÿлени ытлашши пулмĕ.

Район больницисене, ялсенчи çĕнĕ йышши ФАПсене çамрăк специалистсемпе çирĕплетес тĕллевпе пурнăçлакан «Земство тухтăрĕ» программăн ырă витĕмĕ пулчĕ. Çапах та вăл, «Раççейшĕн» халăх фрончĕ» общество юхăмĕн хастарĕсен шухăшĕпе, вăхăтлăх çăлăнăç кăна. Аслă пĕлÿллĕ специалист асăннă программăпа килĕшÿллĕн салари сыватмăшра пациентсене сиплеме кăмăл тунă тейĕпĕр. Килĕшÿ докуменчĕсене йĕркеленĕ хыççăн вăл 1 млн тенке тивĕçет. Шел те, патшалăх пулăшăвне илнисенчен чылайăшĕ çав нухратпа Чăваш Енĕн тĕп хулинче хваттер туянать. Килĕшÿре палăртнă 5 çул иртсен вăл хулана таврăнса ĕçе вырнаçать.

Патшалăх шайĕнче татса памалла

Тен, «миллионер»-сиплевçĕсене хăйсем суйласа илнĕ медицина учрежденийĕ вырнаçнă муниципалитетра кăна пурăнмалли вырăн туянмашкăн ирĕк памалла е иртнĕ ĕмĕрĕн иккĕмĕш çурринчи евĕр направленипе ĕçе вырнаçтармалла? Кун пек чухне вĕсем çав хутлăхрах тымар ярас шанчăк пысăкрах пулассăн туйăнать.

Модульлĕ çĕнĕ йышши ФАПсенче вара вăтам сыпăкри специалистсем çитмеççĕ. Етĕрне районĕ-нче кăна вĕсенчен тăваттăшĕ асăннă сăлтавпа тулли хăватпа ĕçлеймест. Малалла вулас...

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.