Лакăм-тĕкĕм кăмăла хуçать...
Утă уйăхĕн 14-мĕшĕнче «Граждансен пуçарулăхĕ» общество организацийĕн хастарĕсем республикăри массăллă информаци хатĕрĕсен журналисчĕсемпе пĕрле Шупашкар хулинчи Гладков урамĕнчи ярмăркка умĕнче чарăннă автомобилистсен хушшинче çул-йĕр пахалăхĕпе çыхăннă ыйтусене тишкерчĕç.
Водительсен пăшăрханăвĕ
…Л.Зайцев, водительсем калашле, — яланах руль умĕнче, Шупашкартан Елчĕке е Елчĕкрен Шупашкара куллен тенĕ пекех хутлать вăл. Рынок тапхăрĕнче пурăнатпăр вĕт, хăяккăн выртсан хăйма çитерекен пулас çук, ăнăçу çаврăнăçулăхран килнине арçын ăса хывнă. Ăна паха çулсене тăтăшах юсаса тăни, арканнисене йĕркене кĕртмешкĕн тăрăшманни тĕлĕнтерет, шăтăк-путăк йыш-ланса пыни пăшăрхантарать. Тĕслĕхрен, Елчĕк районĕнчи Кивĕ Эйпеç ялĕнчи урама 100-200 метр тăршшĕ асфальт сарнипех ĕçе вĕçленĕ. Малалла тăсăлакан лакăмлă çула йĕркене кĕртмен.
Шупашкарти çулсем пахалăхлă паллах. Çапах К.Иванов урамĕнчи /унччен сăра завочĕ пулнă çĕрти/ чарăнусенчен пĕринче çуран çÿрекенсем каçакан вырăн юнашарах пулни пăшăрхантарать: кун пек чухне водитель вĕсене çийĕнчех асăрхамасан та пултарать вĕт. Çурхи юр асфальта ирĕлтернĕ хыççăн юлнă путăксене йĕпе-сапара сапланине те ырламасть вăл. «Нанотехнологин хăйпăнса тухнă пашалăвĕсем» пĕр машинăна кăна мар сиенленĕ.
Шупашкарта пурăнакан Юрий Геннадьев шухăшĕпе, Граждан урамĕнчи çулсене юсанă хыççăн хăш-пĕр вырăнта бордюр вырнаçтарса пĕтермелле тата çынсем каçакан вырăнсене каç пулттипе çутатса тăмалла туни инкек- синкекрен асăрхаттарнă пулĕччĕ…
Çынсен шухăшне тĕпе хурса
«Граждансен пуçарулăхĕ» организаци хастарĕсем кăçалхи çуркунне ирттернĕ пĕлтерĕшлĕ тишкерĕве çак кунсенче пĕтĕмлетрĕç. «Паха çул-йĕр» проектпа килĕшÿллĕн вĕсем Чăваш Енре пурăнакансем республикăри çул-йĕр пахалăхне тата ăна пăхса тăнине еплерех хакланине уçăмлатас тĕллевпе ыйтăм йĕркеленĕ.
«Тимĕр урхамах» хуçисене тата çуран çÿрекенсене вăл е ку муниципалитетри çулсен пахалăхне пилĕк баллă тытăмпа палăртма сĕннĕ. Респондентсен 40,1% вырăнти трассăсене — 3, 31,5% — 2, 20,3% — 1, 6% — 4, 0,24% 5-пе хакланă. Вăл япăххине е шăтăк-путăклине ыйтăма хутшăннисен — 92,7%, çул-йĕр çинчи сăхă /разметка/, ятарлă паллă, светофор çуккипе — 19,2%, çуран çÿрекенсене ун урлă каçмалли вырăнсене кирлĕ пек йĕркелеменнине тата вĕсене каçхи вăхăтра çутатса тăманнине 15,3% палăртнă.
Çул-йĕр службин ĕçне — çÿп-çапран, юртан тасатассине, шăтăк-путăка «сапланине» тĕпрен илсен 3 /33,5%/ тата 2 /26,7%/ балпа кăна пахаланă.
Респондентсен 63,2% çул япăххине пула хăйсен автомашинисене çулталăк çитичченех юсама тивнине асăннă. Сăмах май, пахалăхсăррисем çинчен калаçу пуçарсанах кашни муниципалитетрах унашкаллисене пурте тенĕ пекех çийĕнчех аса илнĕ, лайăххисене вара уçăмлатма тăхтаса тăнă. Тĕслĕхрен, Элĕк, Вăрнар тата Улатăр тăрăхĕсенче çул тайлăккине çынсем пытарса тăман, Çĕрпÿ тата Патăрьел районĕсенче вара ку енĕпе ырă улшăну сахал маррине чылайăшĕ пĕлтернĕ.
Палăртма кăмăллă: Чăваш Республикин çул-йĕр фончĕн бюджечĕ ÿссе пырать, 2013 çулта унăн нухрачĕ — 2,5 миллиард тенкĕ пулнă тăк, 2015 çулта — 3,2 миллиард, 2016 çулта 4,9 миллиард, кăçал — 5,1 миллиард. Халăх ыйтăмĕн пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, укçа-тенкĕ чылай тăкакланине пăхмасăр çынсем лару-тăру ырă енне лайăхланманнине уççăнах палăртнă.
Çынсем «Граждансен пуçарулăхĕ» проекта интересленсе йышăнчĕç, хăшĕ-пĕри: «Пирĕн пата та çитме пултартăр-и?» — тесе тĕлĕнсе те илчĕ. Ыйтăма уйрăмах таксистсем пуçаруллă хутшăнчĕç. Çакăн тупсăмĕ ансат: яланах çÿревре пулнă май ытларах кураççĕ, çитменлĕхсене асăрхаççĕ. Малалла вулас...