Комментировать

18 Июл, 2017

Куславкка пристанĕ мĕншĕн ĕçлемест?

Чăн та, Куславкка пристанĕнче çын утмасть. Шыва кĕме çÿрекен те çукпа пĕрех. Пулă тытма юратакансем кăна Атăл хĕррине иленнĕ.

 Куславкка хула тăрăхĕн пуçлăхĕн заместителĕ Анатолий Аниферов каланă тăрăх — пристане тытса тăмашкăн укçа-тенкĕ нумай кирлĕ. «Шупашкарти юхан шыв порчĕпе кашни çул килĕшÿ тунă. Вĕсемех пĕтĕм ĕçе йĕркелесе тăнă. Пĕлтĕр 4,5 миллион тенкĕ ытла ыйтнăччĕ, ăна тÿлеме вăй çитертĕмĕр. Кăçал вĕсем 7,5 миллион ыйтрĕç», — пĕлтерчĕ арçын. Сăмах май, халĕ вăл ĕçрен кайнă.

Хак мĕншĕн ÿснĕ-ха? Шупашкар юхан шыв порчĕн директорĕ Ванифатий Шайкин пĕлтернĕ тăрăх — дебаркадера /пассажирсене пăрахут çинчен çырана куçармалли каçă. — Авт./ кашни 5 çултан юсамалла. Ун валли 3 миллион тенкĕ кирлĕ. Анчах хула администрацийĕн ун чухлĕ укçа çук.

Пристань ĕçне йĕркелемешкĕн çуллахи сезонра 2 миллион тенке яхăн тăкакланнă. Чăннипе, пристань тупăш та паман. Çул хакĕ 60 тенкĕ пулнă. Талăкне 3 хут çÿренĕ. Унпа кунне 17-18 çын кăна /шыв транспорчĕ 130 çынна вырнаçтарма пултарать/ усă курнă. Шăрăх кунсенче çынсем ытларах пулнă: пĕр рейспа 7-8 çынна илсе килнĕ. Куславкка çумĕпе вун-вун пăрахут ишсе иртет. Юхан шыв порчĕн ĕçченĕсем шутласа пынă тăрăх — 2014 çулта 50 пăрахут чарăннă, 2015 çулта — 45, пĕлтĕр вара — 14 кăна. Пристань çу уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа авăн уйăхĕн 1-мĕшĕччен ĕçленĕ.

Анатолий Аниферов каланă тăрăх — дебаркадера юсамашкăн Куславкка бюджетĕнче укçа уйăрса хуман, çавăнпа пристане уçман. Çав вăхăтрах вăл шыв транспорчĕпе Волжск çыннисем ытларах усă курнине ĕнентересшĕн пулчĕ. Малалла вулас...

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.