Комментировать

17 Июл, 2017

«Атте» тесе курман

55 çул пĕр сукмакпа утакан çак мăшăра пурнăç чăтăмлăх тĕлĕшпе пĕрре мар тĕрĕсленĕ. Иккĕшне те «атте» тесе чĕнме пÿрмен. Кил хуçи каччă чухнех хăрах урасăр тăрса юлнă. Çапах та чипер арăм тупса çемье çавăрнă, пурнăçа ăнтарас тесе тăрăшнă. Уяр кун аçа çапнă пек каллех инкек алăкран шакканă: çемьери виççĕмĕш пепке — 13 çулти Светлана — шыва путнă, ăна çăлса хăварма май килмен.

Çитмен пурнăç тĕнче кастарнă

— Этеме пурнăç тăршшĕпе мĕн чăтса ирттерме пÿрнине малтанах пĕлсе тăрас тăк пĕтĕм йывăрлăха çĕнтерме никамăн та хал çитмĕччĕ. Пире, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче çуралнисене, пушшех те йывăр килĕччĕ, — пуçларĕ калаçăва нумаях пулмасть 75 тултарнă Николай Еруков, Вăрмар районĕнчи Вăрманкасăн хисеплĕ çыннисенчен пĕри.

Çак ялтах çуралса ÿснĕскер — Мария Никоноровăн пĕртен-пĕр ывăлĕ. Ашшĕне нихăçан та курман, ун çинчен нимĕн те пĕлмест Коля пичче. Çемьене тĕревленме арçын хул пуççийĕ юнашар пулманран пурнăç йÿççине ача мĕн пĕчĕкрен туйса ÿснĕ. Выçăллă-тутăллă кунсем, тăхăнмалли çук... Николай çакнашкал лару-тăруран тухас тесе шкул сакки хыççăн ялти хăш-пĕр çамрăкпа Оренбург тăрăхĕнчи Соль-Илецкри кирпĕч заводне ĕçлеме каять. Ун хыççăн — Казахстана. Унтан каллех — Оренбург облаçне, тракториста вĕренме.

19 тултарсан Вăрмар ен каччин тăван тăрăха таврăнма тивнĕ. Ун чухне вăл Саратов облаçĕнчи Краснокутск районĕнче Питерка станцийĕнче чукун çул çинче ĕçленĕ. Производствăра урине амантнă. Тухтăрсем ăна татмасăр май килменни çинчен калани вун тăххăрти каччăшăн приговор евĕрех янăранă. Мĕн тăвăн — шăпаран иртме çук. Çапла Коля Еруков тăван яла хăрах урапа таврăннă.

Пĕр хуçалăхран — пĕр тонна хăмла!

Энтриял хĕрне Галинăна вырăнти фермăра ĕçлеме пуçласан куç хывнă Коля. Йышлă çемьере çитĕннĕ хĕр шкулта çичĕ класс пĕтерсенех Ленин ячĕллĕ хуçалăхра тăрăшма пуçланă — кил-йыша кăшт та пулин çăмăллăх кÿрес тенĕ. Кас-кас вĕренме каяс шухăш та канăç паман та — колхоз çамрăксене паспорта алла паман.

Çемье тĕвĕленсен Еруковсем йыш хушсах пынă. Пилĕк ача — Наташа, Таня, Света, Сергей, Лариса — пĕрин хыççăн тепри çут тĕнчене килнĕ. Сак тулли ача-пăчана ура çине тăратас тĕллевпе иртен пуçласа каçченех пилĕк авнă кил хуçисем. Николай Андреевич хăрах ури протез пулсан та самай яваплă ĕçсенче: тăван хуçалăхри слесарь-механикре, заправщик-учетчикре, комплекслă бригадăн ертÿçинче — тăрмашнă. Киномеханике вĕренсе ку ĕçе те пурнăçласа курнă вăл. Тивĕçлĕ канăва тухас умĕн вун çичĕ çул Вăрмарти хăмла пунктĕнче тăрăшнă. Малалла вулас...

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.