Çĕнĕ ферма, ФАП…
еспублика кунĕ умĕн ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов Тăвай, Патăрьел районĕсенче ĕçлĕ çул çÿревпе пулчĕ, çĕнĕ обĕектсем хута яма хутшăнчĕ.
Тупăша ÿстерме
Тăвай районĕнчи Турикас Тушкилти Сергей Илларионов фермер çемье фермине аталантарма темиçе çул каярах 5 млн тенкĕ патшалăх пулăшăвне тивĕçнĕ. Юхăннă витесене çĕнетнĕ, сĕт сумалли зал, холодильник вырнаçтарнă. Шупашкарта, Çĕнĕ Шупашкарта сиплĕ çимĕçе 16 сĕт автомачĕ урлă сутма тытăннă. Çапла майпа талăкра 2 тонна вырнаçтарнă. Хакĕ те палăрмаллах ÿснĕ, 1 литрĕ 35 тенке çитнĕ.
Кăçал ферма çумĕнче цех тунă. Çакă талăкра 5 тонна сĕт юр-варне тирпейлесе сутма май парать. Проект 28 млн тенкĕпе танлашать.
— Эпир хамăр туса илекен сĕте кăна сутатпăр. Пахалăх чакасран халăхран та илместпĕр, — терĕ Сергей Илларионов.
Чĕр тавар тирпейлекен цеха савăнăçлă лару-тăрура уçнă хыççăн хăнасем унăн ĕçĕ-хĕлĕпе, çĕнĕ продукципе паллашрĕç, ăна астивсе пăхрĕç.
Сиплĕ, усăллă
Патăрьел районĕнчи Пăлапуç Нурăсри С. Халитова фермер хуçалăхĕнче те чаплă ферма çĕкленет. Ăна çĕнĕ технологипе тунă май çывăх вăхăтрах хута яма палăртаççĕ. Пĕр витене, сĕт сумалли зала ĕçе кĕртнĕ ĕнтĕ. Оборудование Израильтен туяннă. Хăтлă, типĕ, çутă витесенче вара качакасем хуçаланĕç. Кĕтĕве 1,5 пин пуçа çитересшĕн. Хальхи вăхăтра 446 качака, çав шутра сăвăнаканни — 196. Пилĕк уйăхра 20,5 тонна сиплĕ çимĕç туса илнĕ.
— Талăкра 2 е 5 литр сĕт антараканнисем те пур. Строительство ĕçĕсем вĕçленсен ăратлă качакасем туянасшăн. Пĕри 50-60 пин тенке яхăн. Сĕтне сахал парсан та тупăшлă. Чĕр тавара Мари, Удмурт республикисенчи тирпейлекен заводсене сутатпăр, — терĕç Халитовсем.
Хуçалăхра пурĕ 11 çын вăй хурать. Малашне йыш татах хушăнмалла. Ертÿçĕсен сăмахĕпе проект хакĕ 130 млн тенкĕ. Ăна патшалăх пулăшăвĕпе, хăйсен тата кредит укçи-тенкипе хута кĕртеççĕ. Фермер чĕр тавар тирпейлекен цех та тума палăртать.
Часавай, çул, палăк…
Пăлапуç Нурăсра пурăнакансем часавай тăвасси пирки унчченех ĕмĕтленнĕ. Тĕн çыннисем пулас часавай вырăнне сăвапларĕç, хĕрес лартрĕç. Пĕтĕм çĕршыври Асăнупа хурлану кунĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче вилнисене асăнса палăк уçрĕç.
— Палăка ял çыннисен пуçарăвĕпе турăмăр. Асăну хăми çине вăрçа хутшăннисене пурне те кĕртрĕмĕр, çав шутра концлагерьсенче асапланнисене те, — терĕ Пăлапуç Нурăс ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Людмила Юркина. Малалла вулас...