Комментировать

22 Июн, 2017

Пĕр пин тенкĕ

Тÿпе ыйткалакан пек çĕтĕк–çатăк…
Петĕр Эйзин.
Аля хăйĕн пирки хитре хĕрарăм тесе шухăшлать. Апла пулсан вăл – телейлĕ. Кирлĕ–кирлĕ маршăнах пуç ватма кăмăлласах кайман шукăль пикене хăйне телейлĕ туйма тата мĕн кирлĕ? Нумаях пулмасть 55 тултарчĕ пулин те, пĕр–пĕр 17 çулти хĕртен халĕ те ним те мар ирттерет–ха вăл, саратнă çÿçне кăштах кăтралатса лакпа меллештерсе ярăмăн–ярăмăн усса ярать те, куçне ытлашши палăрмаллах мар, çапах та йăл–ял çиçмелĕх кăвакартать те, тутине писевлет те – туллирех кĕлеткипе университет коридорĕ тăрăх ярăнтарса кăна пырать. Тĕл пулакансем Альăна, тĕрĕсрех – Алевтина Юрьевнăна, яланах йăл! кулса сывлăх сунаççĕ, мĕншĕн тесен вăл хăй пурне те йăл–ял çиçсе майралла уççăн та хыттăн саламлать. Мĕн ячĕпе? Паллах, çĕнĕ кун пуçланнă ятпа! Мĕнех калăн, хастар та телейлĕ хĕрарăм! Ун çумне кирлĕ–кирлĕ мар çÿп–çап çыпçăнма мар, сĕртĕнеймĕ те...

Ĕçĕнче кирек мĕнле вĕчĕрхенÿллĕ самант пулсан та пуçлăхсене хирĕç халиччен пĕр сивĕ сăмах каламан е пĕр–пĕр кăткăс ĕç хушсан: "Çук, ку манран пулмасть", – тесе курман Алевтина Юрьевна. Çавăнпа вăл, вĕреннĕ чухне çивĕч ăслă пулнипе палăрсах кайманскер, кафедра ертÿçине çитнинчен тĕлĕнме кирлех–ши? Нумаях пулмасть пенси илме тытăнчĕ пулин те, ăна ĕçрен кайма вăхăт çитнине систерни–туни пулмарĕ–ха. Пач урăхла, икĕ "пиллĕклĕ" акăш–макăш чаплă юбилейĕнче Альăна хăлхинчен: "Пирĕн факультет деканĕ пулма сирĕнтен тивĕçлĕрех çын пулас та çук", – тесе пăшăлтатакансем темиçен те пулчĕç. Ку Алевтина Юрьевнăна çунатлантарсах ячĕ. Апла вăл студент вăхăтĕнче пуçне тем вăрăмăш кăткăс формулăсемпе пичкени, университета ĕçлеме юлсан унти кафедра ларăвĕсенче усă курма тесе çĕнĕрен те çĕнĕ сăмах майлашăвĕсене ним ăнланма сăр, анчах пĕр такăнмасăр калама вĕренни харама каймарĕ – тахçантанпа ĕмĕтленни–тĕмсĕлни тапаçлансан–тапаçлансан пурнăçа кĕретех иккен. Кĕç–вĕç химипе фармацевтика факультечĕн деканĕ пулса тăрас шанăçлă Аля халĕ ĕнтĕ куçне тата та йĕпкĕнреххĕн сăрлама, тутине тата та йăмăхраххăн хĕретме, çÿçне тата та вылянчăклăраххăн кăтралатма пуçларĕ, уттине тата та япшарлатрĕ. Пурте курччăр, пурте пĕлччĕр – акă вăл химипе фармацевтика факультечĕн пулас çĕнĕ деканĕ!

Хальлĕхе хăйĕн машини çук–ха Алевтина Юрьевнăн, çавăнпа вăл килне "Газельпе" çÿрет. Капла та япăх мар, кашăкран чашăк çуратас нуша çук, вĕренÿ корпусĕнчен тухсан темиçе утăмранах – чарăну.

Аля "Газеле" кĕрсе вырнаçрĕ те – хирĕçле ларкăч çинчи арçын хăй çине шăтарасла пăхнине сиссе ăна куçĕнченех тинкерчĕ... Пулма пултараймасть! Алик–çке–ха ку, хăйĕнпе пĕр класра вĕреннĕ Алик!

– Салам, Аля! Тÿрех паллаймарăн та–им? – хĕрарăмăн йăл–ял çиçекен тулаш илемне ытараймасăр арçын ун çине юратса пăхрĕ.

– Палларăм ĕнтĕ, Алик, сана та уж,.. – кăтралатнă çÿçне шĕвĕр пÿрнипе пĕтĕркелесе ачашшăн та илĕртÿллĕн кăлтăртатса кулса ячĕ Аля. Сасси хĕр чухнехи пекех илтĕнсе кайнинчен Алик кăна мар, хĕрарăм хăй те тĕлĕнсех кайрĕ. – Мĕнле майпа–ха эсĕ, Мускав çынни, кунта çаклантăн?

– Шупашкарта хамăн предприятие йĕркелесе яни çулталăк та çитет ĕнтĕ. "Аванпластик" тенине илтнĕ–и?

– О–о! Илтнĕ. Апла унăн хуçи эсĕ пулатăн–и–ха? Мĕнле–ха эп сана халиччен те курман?

– Эп яланах хамăн "Поршепе" çÿренĕ, халĕ ак ремонта памалла пулса тухрĕ те… Ку та лайăх, унсăрăн хула транспортĕнче пач кĕтмен–туман çĕртен сана тĕл пулайраттăм–и–ха?

"Санăн "Порше" те пур–и?" – чутах кăшкăрса яратчĕ Аля, анчах та хăйĕн иккĕмĕш упăшки кивĕ "Ладишĕн" çур пурнăçне те пама хатĕр пулнине аса илсе чăмăр тутине кăмăлсăррăн пĕтĕркелесе илчĕ.

– Эсĕ ĕçрен–и? Халĕ те хими факультетĕнчех–и? – тахçан хăйĕн пĕрремĕш юратăвĕ, савнийĕ пулнă хĕрарăмăн ылтăн çĕрĕсем тăхăнса тултарнă кăпăшка аллинчен сĕртĕнчĕ арçын.

– Эх, эсĕ те, Алик, çавна та пĕлместĕн! Халĕ ĕнтĕ пирĕн факультет эп вĕреннĕ чухнехи пек химический мар – химико–фармацевтический!

– О–о! Апла эс химик кăна мар, фармацевт та. Доцентран декана çитмерĕн–и–ха?

– Çитрĕм, çитрĕм, хамăн чарăнăва çитрĕм! – шÿтлесе кулкаланă май ĕмĕте чăна çавăрнă пекех пулса тухрĕ Альăн. Водителе чарăнма ыйтса Алик та хĕрарăмпа пĕрлех анса юлчĕ. Малалла вулас...

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.