Комментировать

21 Июн, 2017

Нил МОРОЗОВ: Яланах паттăр ĕçсем тума вĕрентнĕ

Паянхи çамрăксем çĕршыв тăнăçлăхне упраса хăварассишĕн пурнăçне те шеллемен аслă ăру çыннисемпе мăнаçланма тивĕç. Çапла шухăшлать Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕ, общество ĕçĕн хастарĕ Нил Гаврилович МОРОЗОВ.

Çĕршыв умĕнчи тивĕçе пурнăçланă

Канаш районĕнчи Атнаш ялĕнче çуралса ÿснĕ Нил Морозов — Чăваш Енре паллă çын. Вăл республикăн право хуралĕн тата парти органĕсенче, тĕп хулари проектпа конструктор организацийĕсенче юристра, аслă шкулсенче преподавательте ĕçленĕ. Тивĕçлĕ канăва тухсан общество ĕçне хастар хутшăнма пуçланă. Ветерансем ăна чи малтан Чăваш Республикин Çар мухтавĕн музейĕн канашĕн председательне суйланă, унтан 2004 çулта Пĕтĕм Раççейри Вăрçă тата çар службин ветеранĕсен организацийĕн Чăваш регион уйрăмне ертсе пыма шаннă. 2016 çулччен пĕрлĕх ĕçне йĕркелесе пынă.

— Сывлăх хавшанăран килтен тухса çÿреме йывăрланчĕ, — тет 92 çула ярса пуснă ветеран общество организацийĕн тилхепине хăй хыççăн шанчăклă алла парса хăварнине палăртса. Килтен тухса çÿреймесен те Нил Гаврилович массăллă информаци хатĕрĕсем, тус-юлташĕсем урлă республикăри лару-тăрăва пĕлсе, сăнаса тăрать.

Вăрăм ĕмĕрĕнче вăл пархатарлă ĕç нумай тунă. Çакна çирĕплетекенни — ветерансене социаллă пулăшупа тивĕçтерес тата çамрăксене патриотизм воспитанийĕ парас ĕçе пысăк тÿпе хывнăшăн панă вун-вун награда. Вĕсем пÿрт стенине вырнаçаймасăр шкапсенче «канлĕх» тупнă. Çак шутра — Раççей Президенчĕн, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн, ЧР Патшалăх Канашĕн, Шупашкар хула администрацийĕн ертÿлĕхĕн Хисеп хучĕсем, медальсемпе хаклă парнесем. Нил Гаврилович 2003 çулта Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсен йышĕнче РФ Президенчĕпе тĕл пулнă, Минскра Беларуçе нимĕç фашисчĕсенчен ирĕке кăларнăранпа 60 çул çитнине халалласа 2004 çулта ирттернĕ Çĕнтерÿ парадне хутшăннă.

Ветеранăн кăкăрĕ тулли — вăрçă вут-çулăмĕнче пиçĕхсе тивĕçнĕ орден-медаль. Хĕрлĕ Çăлтăр, I степень Тăван çĕршыв вăрçин орденĕсене, “Паттăрлăхшăн», «Кенигсберга илнĕшĕн», «Варшавăна ирĕке кăларнăшăн» медальсене уйăратăп… Çар наградисем, тăнăç пурнăçра тунă пархатарлă ĕçсем пирки калаçу пуçаратăп. Анчах ку тĕле çитсен сăмах татăлать. Нил Гаврилович калаçăва урăх енне пăрса ярать: «Çĕршыв умĕнчи тивĕçе çеç пурнăçланă». Вăрçă çулĕсене аса илме пикенет…

Вăрçăра çуннă çамрăклăх

…Вăрçă нуши-терчĕ Нил Гавриловичăн хулпуççийĕ çине 15 çулта чухне тиеннĕ. Шăхасанти шкулта 9-мĕш класра вĕренекенсене, çак йышра Атнаш ачи Нил та пулнă, окоп чавма Тăвай районне янă. Унта çамрăксем чÿк, раштав, кăрлач сиввисенче аслисемпе тан ĕçленĕ. 10-мĕш класс пĕтернĕ хыççăн ялта арçын юлманран Нил Гавриловича бригадира суйласа лартнă. Халĕ шутлатăн та тĕлĕнмесĕр те май çук: ача çынсене уй-хирте, фермăра мĕнле ĕçлеттерме пултарнă-ха?

…Ашшĕн 40 кунне асăннă чухне Нила, çара кайма, повестка килсе панă. Малалла вулас...

Василий КУЗЬМИН сăн ÿкерчĕкĕ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.