Комментировать

15 Июн, 2017

Йывăр чирлĕ амăшĕ ачине хÿтте илме ыйтнă

Усал шыçăпа чирлĕ хĕрарăм çут тĕнчерен часах уйрăлса каяссине пĕлнĕ, çавăнпа хăйĕн пĕртен-пĕр тĕпренчĕкне иккĕмĕш сыпăкри пиччĕшĕпе унăн мăшăрне пăхма ыйтнă. Елчĕк районĕнчи Кивĕ Арланкас-синчи Валерипе Ольга Тихоновсем пĕчĕк Ксюшăна амăшĕ виличченех хăйсен килне илсе килнĕ. Çулталăка та çитмен ачи шанчăклă та лăпкă çĕрте пурăннăран йывăр чирлĕ Оксанăна та çăмăлрах пулнă. Больницăра юлашки кунĕсене кунланă чухне хăйĕн кукамăшĕ /Ольга Тихоновăн хунямăшĕ/ патне шăнкăравланă та: «Яла ачана илме пырсан мана парса ярĕç-ши?» — тесе ыйтнă. Хăй вăл вăхăтра вырăн çинчен те тăрайман. «Паллах, санăн пепкÿ-çке вăл, ан пăшăрхан, мăнукăм. Кирек хăçан та илсе кайма пултаратăн. Акă сывалăн та яланах санпа пĕрле пулĕ», — лăплантарнă кукамăшĕ аран сывлакан мăнукне. Оксана çак сăмахсене илтсен савăнса кайнă…

Пĕр кунхине лăпкăн çывăракан Ксюша тăрук ĕсĕклесе вăраннă. Çав самантра пÿртре телефон шăнкăртатнă… Тăванĕсем Ксюшăн амăшĕ Оксана вилни пирки пĕлтернĕ. «Эпĕ ун чухне кил кар-тишĕнчеччĕ, хуняма пÿртреччĕ. Ачан чунĕ сисет теççĕ, амăшĕ тĕпренчĕкĕпе сыв пуллашса кайрĕ пуль çав», — çамрăк хĕрарăма чунран хĕрхенсе калаçрĕ кил хуçи арăмĕ Ольга Николаевна.

Ялти уçă сывлăша юратакан Оксана ача кĕтнĕ чухне Кивĕ Арланкассине час-час килсе пурăннă. Хăй йывăр чирлине малтанах пĕлнĕ вăл, анчах унăн питĕ ача çуратса амăшĕн телейне туйса курас килнĕ. Йывăр çын чухне чир иртессине те ĕненнĕ Оксана. Хăй кĕтнĕ пекех çут тĕнчене хĕр пĕрчи килнĕшĕн питĕ хĕпĕртенĕ. «Сывалсан тепĕр ача çурататăпах. Ксюша пĕччен ан ÿстĕр, кайран кампа чунне уçĕ?» — иккĕмĕшĕ пирки ĕмĕтленнĕ çамрăк хĕрарăм. Шел, усал шыçăран хăтăлайман вăл.

Кушкă вăтам шкулĕнче вĕренекен 9 çулти Ксюша Садырга чĕрĕке «4» тата «5» паллăсемпе вĕçленĕ. Вăрăм çÿçлĕ, пысăк куçлă, çÿхе туталлă хĕр пĕрчи сăнĕпе Тихоновсем пекех. «Ватлăхра тепĕр ача çуратрăр-и?» — çапла пĕрре мар каланă Ксюшăна опекăна илнине пĕлмен пĕлĕшĕсем. Хĕр ача çÿçпе çуралнă, çулталăка çитнĕ тĕле тата çăралса вăрăмланнă. «Хĕрĕмĕн çÿçне ан касăр, яланах çивĕтпе çÿретĕр, ун пек тата хитререх», — хушса хăварнă амăшĕ.

Килте хĕр ачана юратса «Ксенька», «Ксенюшка», «Ксеня» тесе чĕнеççĕ. Валерий Сергеевичпа Ольга Николаевна Ксюша хальлĕхе пĕчĕк-ха тесе хăйсен тăван хĕрĕ марри пирки калама тăхтанă. Садикри шăпăрлансем килте ашшĕ- амăшĕнчен мĕн илтнине вара пытарайман. Çумĕнче хăйне чунран юратакан ашшĕпе амăшĕ пуртан çак хыпара лăпкăн йышăннă хĕр пĕрчи. Хăйне ку çемьере ытлашши туймасть вăл. Çулталăк та икĕ уйăхра тăлăха тăрса юлнăскер амăшне пачах астумасть пулин те çывăх çыннине пĕрмаях тĕлĕкре курать. Акă вĕсем улăхра сарă, кăвак чечексем татса пуç кăшăлĕ çыхаççĕ е амăшĕ унăн шкул тетрачĕсемпе, кĕнекисемпе кăсăкланать. Амăшĕн çывăх юлташĕ Валера Ксюшăна пĕрмаях парнесемпе савăнтарать. Капăр çи-пуç, пылак çимĕç, теттесем, кĕнекесем илсе килет ун валли. Çуралнă кунĕ пирки нихăçан та манмасть, кăçал хĕр пĕрчине планшет парнеленĕ. Малалла вулас...

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.