Комментировать

15 Июн, 2017

Ваттисем вĕрентнĕ пек…

Йĕпреç районĕнчи Пучинке ялĕнчи ачасемпе çамрăксем ваттисен халалĕпе пурăнаççĕ. Çакна çулсерен иртекен «Чăваш вăййи» те çирĕплетет.

Шкулта Чăваш чĕлхи кунне пысăк йышпа паллă тăвасси тахçанах йăлана кĕнĕ. Пур ачапа вĕрентекен чăваш тумĕ тăхăнса килет ун чухне. Ял халăхне те хăйсемпе пĕрле вăйă картине тăратаççĕ. Чăваш тумне хăйсемех çĕлеççĕ, илемлетеççĕ. Тухйи-масмакне, мăй çаккипе теветне те ачасемех ăсталаççĕ. Зоя Акчуринăпа Елизавета Михайлова вĕсене мĕн пĕчĕкрен, пуçламăш класран, тĕрлеме вĕрентнĕ. Çак педагогсем хастарлăхĕпе пĕтĕм коллектива ура çине тăратнă.

22 çул каяллах вĕсем «Чăваш вăййи» ирттерме пуçланă. Ăна Людмила Клементьева, Елизавета Михайлова тата Лилия Иванова çĕнĕрен чĕртсе тăратнă. Кăçал çанталăк ăмăр тăнине пула уяв унчченхинчен кăшт каярах иртнĕ. «Пирĕн тĕллев — чăваш культурине сыхласа хăварасси, аталантарасси. Ача- пăча хамăрăн чĕлхепе чĕвĕлтетсен вăл нихăçан та пĕтес çук», — теççĕ нумай çул шкулта тăрăшаканскерсем. «Пирĕн пата Шупашкарти хăнасем те пычĕç. Уяв стадионта иртрĕ. Куç тулли илем, савăнăç хуçаланчĕ. Вăййа йăла-йĕркене пăхăнса, ваттисем вĕрентнĕ пек ирттеретпĕр. Тĕрлĕ ăмăрту та хаваслăх кÿчĕ. Хĕрсем кĕвентепе шыв йăтрĕç, чечек пуçтарчĕç. Яшсем вара михĕпе çапса вăй виçрĕç, вĕрен туртрĕç. Вĕсене курма пынă халăх хавхалантарса сăвă- такмак каларĕ, тăвăллăн алă çупрĕ», — каласа кăтартрĕç Пучинкесем. Малалла вулас...

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.