Комментировать

29 Мая, 2017

«Шăрчăк таврашĕнчен» тухнă ÿнерçĕ

Шупашкарти илемлĕ урамсенчен пĕри чăваш ÿнерĕн историйĕнче пысăк сас паллисемпе çырăнса юлнă Никита Сверчков ячĕпе хисепленнине кашниех пĕлмест те пулĕ. Маçтăрăн пултарулăх эткерĕнче чăваш халăхĕн кун-çулне çутатакан ĕçĕ те сахал мар. Ÿнерçĕ маттур портретистпа пейзажист пек те паллă. Никита Кузьмич çавăн пекех сатира, хаçат-журнал, кĕнеке графикипе те нумай ĕçленĕ.

Ăсталăхăн пĕрремĕш вăрттăнлăхĕсем

Тăвай районĕнчи Енĕш Нăрваш ялĕнче пурăнакан Кузьма Лаврентьевичпа Ефимия Федотовна Лаврентьевсен çемйинче 1891 çулхи нарăс уйăхĕн 9-мĕшĕнче ывăл çуралнă. Ку ĕнтĕ Мĕкĕте пулнă. Пулас художникĕн тăванĕсене ялта «Шăрчăк таврашĕ» тесе чĕннĕ. Çакăнтанах Никита Кузьмич Сверчков пулса тăнă та.

1887-05 çулсенче Никита ялти шкула çÿренĕ. Çакăн чухнех Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче вĕренекен Тимофей Васильевран ÿкерес ăсталăхăн вăрттăнлăхĕсене тĕпченĕ. 1905 çулта вăл Хусанти учи-тельсен семинарине вĕренме кĕрес тесе экзамен тытать. Кĕрет. Анчах укçа-тенкĕ çитсе пыманран вĕренеймест. Кун вырăнне М.Спиридоновпа, М.Адрияновпа тата Д.Мясниковпа Ксения Баратынскаян хатĕрлев шкулне лекет.

Художество вĕренÿ заведенийĕнче кирлĕ ăсталăха шăпах унта тишкерет вăл. Çавăнпах Хусанти ÿнер шкулĕнче вĕренме тытăнать /1906-1912çç/. Унтах хăйĕн пĕрремĕш ĕçĕсене калăплать: «Жертвоприношение киремети», «Не читай!», «Праздник. В гостях», «Базар», «Пожар в деревне» тата ыт. те. Асăннă шкула вăл 1 разрядлă аттестатпа пĕтерет. — Ку вара Ÿнер академине экзаменсăр кĕме май парать. Çакăнпа усă курса 1912-17 çулсенче Петербургри Императорсен ÿнер академийĕн училищинче ăс пухать.

Малтанхи çулсенче ăна Я.Ционглинский, И.Творожников, Г.Залеман, А.Маковский профессорсем пулăшаççĕ. Каярах чăваш каччи И.Репинăн Д.Кардовский ертсе пыракан мастерскойĕнче ĕçлет. Çак тапăртах «Воскрешение», «Христос в Гефсиманском саду», «Иван Грозный у схимника Николая», «Портрет Дарьи в тухье», «Мои Норваши» тата ытти ĕçне çырать. Вĕсемпе академи аукционĕсенче тата студентсен куравĕсене хутшăнать.

Тăван тăрăха таврăнсан...

1916 çулта Сверчковăн салтака кайма ят тухать, ăна патша çарне офицер званийĕпе илеççĕ. Çулталăкран вăл Чăваш Ене таврăнать, тăван ялĕнче пурăнать, Çĕрпÿри шкулта вĕрентет. Пушă вăхăтра ентешĕсен сăнне, тăван тăрăх илемне сăнлать. Тата икĕ çултан Хĕрлĕ Çар ретне тăрать. Черетлĕ хутчен салтак аттине хывсан чăваш каччи Свердловск облаçĕнче, Алтай тăрăхĕнче пу-рăнать. Çак тапхăрта та нумай ĕç «пĕçерсе» кăларать. Малалла вулас...

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.