Ĕне çилли çуркалансан
Ĕне сĕт лайăх антартăр тесен унăн çилли таса, сывă пулмалла. Сăвас умĕн çуса тасатнă, типĕтнĕ çилле массаж туни те аван. Ку юна хăвăртрах чупма, сĕте лайăх антарма пулăшать. Тĕппипех суса илни те çилле чире каясран сыхлать.
Массаж тунă хыççăн выльăха сума та юрать. Куллен пĕр вăхăтра тухма тăрăшмалла. Сунă хыççăн та çилле ачашламалла, тепĕр хутчен массаж тумалла. Уйрăмах хытă чĕчĕллĕ ĕнесене пырса тивет ку. Вĕсен çиллине сунă чухне те хăвăрт кăна массаж тума юрать. Ĕçе вĕçлесен çилле шăлса типĕтмелле, чĕччине вазелин е çу таврашĕ сĕрмелле. Кушăрхама, çуркаланма тытăннă тăк ветеринарсенчен канаш ыйтмалла.
Ĕне чĕччине çемçетмелли маçе килте те хатĕрлеме пулать. Ку тĕллевпе 1 стакан тип çăва 30 грамм парафинпа е пыл хурчĕн ăвăсĕпе хутăштармалла. Тип çăва шыв мунчинче вĕрилентермелле те парафин хушса ирĕлтермелле.
Ĕне чĕччи тĕрĕс мар пăхнипе те çуркаланать. Малалла вулас...