Комментировать

25 Мая, 2017

Хĕр ачасемпе паллашма пынă та… урăх экзамена лекнĕ

Евгений Григорьев шоумена палламан çын та çук пулĕ Чăвашра. Телекуравра вăй хураканскере, тĕрлĕ уяв ертÿçине час-часах сенкер экранпа курма пулать. Йĕпреç районĕнчи Çĕнĕ Выçлире çуралса ÿснĕ вăл. Шухă тиха пек ĕрĕхсе иртнĕ ачалăхĕнчи 7 саманта аса илме ыйтрăмăр ăна.

1. Кăмпа татни. Хĕвел çути вите алăкĕ умне ÿкнĕ. Пирĕн йытă, каçхи хуралта тăнăскер, хĕвел ăшшинче киленсе выртать. Тĕлĕк курать пулас, хушăран-хушă чĕтренкелесе илет. Эпир йăмăкпа ăна вăратас мар тесе шăппăн урамалла тухрăмăр. Вăхăта усăсăр ирттерес мар терĕмĕр, вăрманалла васкарăмăр. Кунĕ уяр. Ĕнерхи çумăр тусана лайăхах пусарнă. Вăрманти курăк тахçанах типнĕ ĕнтĕ, йывăç çинчен те тумла тумламасть. Вăрманта вара уçă, сăмсана кăмпа шăрши кăтăклать. Кĕçех ăнăçлă вырăна пырса тухрăмăр. Уçланкă варринче мĕн чухлĕ кăмпа! Йăмăкăмпа ăмăртмалла вĕсене пуçтаратпăр! Кутамккасем тулчĕç. Киле пуçтарăнтăмăр. Кана-кана утатпăр. Вăрман хĕррине çитсен пире ырă кăмăллă хĕрарăмсем кутамккасене йăтма пулăшрĕç. Киле çитсен анне умĕнче мĕн тери мăнаçлантăмăр! Юратнă çыннăм та эпир маттур пулнăран хĕпĕртерĕ. «Ну, ку вăрман кучченеçĕсене хĕлле валли типĕтĕпĕр, тăварлăпăр», — терĕ хутаçсене пушатнă май. Анчах ир савăннă иккен эпир. Кăмпасем пурте хуртлă! Эх, кунĕпе вăрманта çÿрени ахалех пулчĕ!

2. Ăмăрту. Паян чун вырăнта мар. Ара, иккĕмĕш урок хыççăн кĕрхи кросс пулать. Хамăр класри хытă чупакан Валеркăран иртсе кайса финиша чи малтан мĕнле çитмелле- ши? Спортра сатурскер ăмăртусенче яланах пĕрремĕш. 1-мĕш класра чухне эпĕ виççĕмĕш вырăн йышăннăччĕ, 2-мĕшĕнче — иккĕмĕш. Апла-тăк паян манăн пĕрремĕш вырăншăн çав тери хытă тăрăшмалла. Эпĕ Валеркăран нимпе те кая мар вĕт! Ăмăрту пуçланчĕ. Пĕрле вĕренекенсене хыçа хăварса çил пек малалла вашлаттартăм. Акă умра Валерка. Яланхиллех хытă чупать. Хама алла илсе унран вăшт! çеç иртсе кайрăм. Урра! Пысăкран та пысăк ĕмĕтĕм пурнăçа кĕчĕ. Эпĕ — çĕнтерÿçĕ! Пурте мана саламласа ыталаççĕ, ырă сăмахсем калаççĕ. Чунра ырă-ырă!

3. Велосипед. Туссем велосипедпа ярăнма вĕрентетпĕр терĕç. Тимĕр урхамахне те хамăр патах илсе килчĕç. Чи малтанах руль тытма вĕрентрĕç. Унтан — педале çавăрттарма. Çапла çÿресен-çÿресен хам тĕллĕнех ярăнса кайрăм. Çывăхрах — çырма. «Женя, тăхта! Эпир сана тормоз тытма вĕрентмен-çке! Асăрхан!» — тесе хыттăн кăшкăрчĕç. «Мĕнле тытмалла ăна?!» — теме ĕлкĕртĕм çеç, çырманалла анса та кайрăм. Çулĕ тăнкăр-танкăр. Чĕре тухса тарасла кăлт-кăлт! тапать. Çулăн пĕр енче — кÿлĕ, тепĕр енче — шурлăхлă вырăн. Ĕрĕхсе кайнă велосипед хăш енне ывăтса хăварĕ-ши тесе шухăшласа илтĕм кăна, пылчăка лаплатрăм. Малалла вулас...

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.