Комментировать

23 Мая, 2017

Аслă ăру пулăшăвĕсĕр çамрăксене йывăр

Информацирен пуян саманара çитĕнекен ăрăва хурапа шурра уйăрма вĕрентекенсем кирлех

Владимир Назаровпа Юрий Волковăн туслăхĕ Афган вăрçинче çирĕпленнĕ. Интернационалла тивĕçе пурнăçласа тăван тăрăха таврăннăранпа 30 çула яхăн иртнĕ пулин те ĕнерхи салтаксем паян та юнашар, пĕр тĕллевпе пурăнаççĕ, çитĕнекен ăрăва патриотизм воспитанийĕ парас ĕçе пысăк тÿпе хываççĕ.

Нимĕн те манăçмасть

— Çамрăк чухне шухăрах пулнă та… Турри тĕрĕслесе пăхас терĕ- ши? Çавăнпа Афганистана ячĕ-ши? — калаçăва шÿтлесерех пуçларĕ Владимир Назаров. — Салтака кайма малтанах хатĕрленме пуçланă. Шупашкарта авиаспорт шкулне çÿренĕ, парашютпа сикнĕ. Пире десанта каясси пирки тÿрех каланă. Афганистан пирки вара каярах пĕлтĕмĕр.

…Комсомольски районĕнче çуралса ÿснĕ Владимир тата Çĕмĕрлере çитĕннĕ Юрий Канашран 1985 çулхи çуркунне пĕр вакунра инçе çула тухнă. Юпа уйăхĕн 17-мĕшĕнче вĕсене Афганистана ăсатнă. Служба тивĕçĕсене чăваш каччисем Панджшер ту хысакĕ çывăхĕнче пĕр полкра пурнăçланă.

— Пĕрремĕш кунах пире душмансем пăшалтан персе тĕрĕслерĕç. «А, эсир килнĕ-и-ха? Сывлăх сунатпăр!» — тенĕ пекех пулчĕ ку, — иртнĕ кунсемпе çыхăннă асаилÿ чун-чĕрене шăнтать пулин те пурпĕр шÿтлет Владимир Павлович.

— Хăв еннелле пенĕ чухне пуля сасси те урăхларах — сиввĕнрех шăхăрать, — калаçăва хутшăнать Юрий Николаевич. Малалла вулас...

 

Василий КУЗЬМИН сăн ÿкерчĕкĕ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.