Комментировать

22 Мая, 2017

Кĕвĕ тĕнчинчи чăваш хĕрĕ

С. Рахманинов пултарулăхĕпе паян тĕнче савăнать тесен те йăнăш мар — классика нихăçан та модăран тухмасть. Анчах та музыка çак генине те хăй вăхăтĕнче шалкăм çапнине ас тăвакан пур-и? Пултарулăх шалкăмĕ... 24 çулти композитор пĕр самантра çырайми-ĕçлейми пулса ларнă. Нимĕн патне алă пымасть, хавхалану çук, нотăсем пĕр рете, пĕр тĕвве ним тусан та пуçтарăнмаççĕ... Мĕн тумалла? Юлташĕсем ăна Мускаври паллă психотерапевт Николай Даль патне кайса пăхма сĕнеççĕ. Гипноз пĕр сеансĕ ирттереççĕ тухтăрпа пациент, тепре... Пурнăçра асамлăх валли вырăн çук тесе çирĕплетекенсене хирĕçлесе çапла калас килет — пур асамлăх, пур! Пилĕк сеанс хыççăн композиторăн пултарулăх пĕви татăлсах каять тейĕн, вăл Фортепианопа оркестрăн иккĕмĕш концертне хайлама пуçлать. Кĕçех çак хайлав Раççейĕн музыка символĕ пулса тăрать. Сăмах май, асăннă Концерта композитор шăпах хăйне сипленĕ тухтăра Николай Дале халалланă.

Хире-хирĕçле юрату

Мĕншĕн тĕплĕн каласа кăтартас килчĕ-ха çак Концерт çинчен вулакана? Иртнĕ юн кун Чăваш оперăпа балет театрĕнче уяв каçĕ шăпах унпа уçăлчĕ. Куракана уява театр икĕ сăлтавпа пуçтарчĕ. Çĕнĕрен йĕркеленнĕ чăваш симфони оркестрĕ шăп та лăп 1932 çулхи çу уйăхĕн 17-мĕшĕнче пĕрремĕш хут концерт кăтартнă. 85 çул каялла пулса иртнĕ ку. Иккĕмĕш сăлтавĕ те пĕчĕк мар. Театрăн илемлĕх ертÿçинче ĕçленĕ, халĕ тĕп дирижерта вăй хуракан Ольга Нестерова пултарулăх ĕçне кÿлĕннĕренпе нумай та мар, сахал та мар — 30 çул çитнĕ.

С.Рахманинов концерчĕ Раççей символĕ пулса тăнă тăк Ольга Нестерова — çак театр, республика палли текен шухăша уявпа саламланă май ЧР культура министрĕн заместителĕ Вячеслав Оринов та, ыттисем те çирĕплетрĕç. “Ольга Сетнеровнăпа театр юратăвĕ — ăнлануллă, хире-хирĕçле: иккĕшĕ те пĕр-пĕрне саваççĕ. Çак юрату — ĕмĕрлĕх. Ольга Сетнеровна театр историйĕнче хăйĕн çутă страницине уçрĕ”, — терĕ Вячеслав Николаевич тĕп дирижерăн пултарулăхне пысăк хак панă май малашне те çĕнтерÿсем сунса.

“Ольга Нестерова тесе кирек те хăш сцена çинчен каласан та сăмах Чăваш Ен пирки пынине пур халăх та ăнланать”, — çирĕплетрĕ Чăваш Енри халăхсен ассамблейин председателĕн заместителĕ Владимир Васильев.

Ази тата Африка халăхĕсен пĕрлĕхĕн Чăваш Енри уйрăмĕн председателĕ Бассам Аль-Балауи Ольга Нестеровăна çут çанталăк пуянлăхĕпе танлаштарчĕ. “Нефть уçлакансем çĕнĕрен те çĕнĕ скважинăсем уçнипе мухтанаççĕ, Чăваш Ен, Раççей вара Ольга Сетнеровна пек пултаруллă çынсем-пе мăнаçланать”, — палăртрĕ вăл.

Ÿстерсе калани çук кунта — Ольга Нестерова чăнласах пултарулăх çыхăнăвне- туслăхне тĕрлĕ шайра йĕркелеме тăрăшать. Малалла вулас...

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.