Комментировать

16 Мая, 2017

Герой ятне илме тăратнине 70 çултан пĕлнĕ

Сăмахăм Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Питĕркассинче 1909 çулта çуралнă, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче паттăрлăх кăтартса пуç хунă Яков Инедеркин пирки. Яков Андреевич Питĕркасси шкулĕн директорĕнче ĕçленĕ, 1942 çулта ăна çапăçу хирне илсе кайнă. 1945 çулхи ака уйăхĕн вĕçĕнче тăванĕсем «хура хут» илнĕ. Анчах паттăра ăçта пытарнине хальччен те пĕлмен. Тен, пĕлместчĕç те пулĕ…

Йĕр çине ÿкме шкул ачисем пулăшнă

«Паттăрлăх вилĕмсĕр», «Паттăрсем хыпарсăр çухалмаççĕ», — тесе ахальтен каламаççĕ. Пĕлтĕрхи раштавăн 3-мĕшĕнче, Паллă мар салтак кунĕнче, Шупашкарти 57- мĕш шкулти «Набат» шырав клубĕн членĕсем Яков Андреевичăн мăнукне Татьяна Орловăна пĕлÿ çуртне чĕннĕ. Вĕсем ăна унăн кукашшĕне, стрелоксен 397-мĕш дивизийĕн 447-мĕш Пинск полкĕн 45 миллиметрлă тупăсен батарейин командирне Яков Инедеркин лейтенанта, ака уйăхĕн 17-мĕшĕнче Одер шывĕ хĕрринче иртнĕ çапăçура паттăрлăхпа хăюлăх кăтартнăшăн /плацдарма ярса илнĕ чухне/ вилнĕ хыççăн Совет Союзĕн Геройĕ ятне илме тăратнă хута панă. Татьяна Михайловнăшăн ку кĕтменлĕх пулнă. Анчах шырав клубĕн хастарĕсем кунпа кăна çырлахман, Яков Инедеркина ăçта пытарнине шырама пикеннĕ. Раççей Федерацийĕн Германири посольствине çырупа тухнă. Хуравĕ нумай кĕттермен. Инедеркин лейтенанта Германири Бранденбург çĕрĕ çинчи Карлистэиль ялĕ çывăхĕнче пытарнă. Çÿлерех асăннă шкулти Çар мухтавĕн музейĕнче Хĕрлĕ Чутай тăрăхĕнчи Питĕркассинчи 8 çул вĕренмелли шкул директорĕнче вăй хунă Яков Инедеркина халалласа «Пысăк награда илме тăратнă» курав йĕркеленĕ.

«Набат» клубĕн хастарĕсене çав тери пысăк тав, пархатарлă ĕç тăваççĕ вĕсем. Эпир ав кукаçи çинчен нимех те пĕлмен. Пуринчен ытла аннешĕн Раиса Яковлевнăшăн савăнатăп. Вăл ашшĕ паттăр та хăюллă салтак пулнине, ăна ăçта пытарнине пĕлчĕ», — хавхаланăвне пытармарĕ Яков Инедеркинăн мăнукĕ Галина Павлова.

Вăл ирттернĕ урокра шăна вĕçни илтĕннĕ

Инедеркинăн хĕрĕ — 83 çулти Раиса Яковлевна Князева — Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Атнарта пурăнать. Эпир унта унăн хĕрĕпе Галина Павловăна çитрĕмĕр. «Икĕ ятлă пулнăран нумай пурăнатăп. Хут çинче эпĕ сирĕн пекех Роза ятлă, чиркÿре вара Раиса тесе тĕне кĕртнĕ», — çапла каласа кĕтсе илчĕ пире ватă çын. Малалла вулас...

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.