Комментировать

15 Мая, 2017

Малтанхи упăшка ытамĕнче

Аслă шкулта пĕлÿ илнĕ вăхăтра пулас упăшкапа пĕр общежитире пурăнтăмăр. Ытти студент пекех выçăллă-тутăллă çÿрекенскерне шеллесе яшка антарса параттăм. Анне кукăльне те касса çитереттĕм ăна. Уявсенче Атăл хĕрринче уçăлса çÿрени те çывăхлатрĕ иксĕмĕре. Юлашки курсра вĕреннĕ чухне пĕр пÿлĕме куçнăччĕ ĕнтĕ эпир. Алла диплом илсенех тăвансем çине тăнипе мăшăрлантăмăр. Часах йыш хушăнчĕ, çут тĕнчене ывăл килчĕ.

Те хамăра ятăн кĕтес пулманни, те упăшка каçа юлса таврăнни, те укçа çитсе пыманни тарăхтарса çитерчĕ мана — пĕлместĕп, анчах мăшăра çемьешĕн тăрăшманшăн тăтăшах ÿпкелерĕм. Тĕрĕссипе, ĕçре сахал тÿленĕшĕн вăл та айăплă мар. Арăмĕ ĕçлемест, ачи пĕчĕк, хваттер илеймен тесе унăн шалăвне кам пысăклаттăр?

Ывăла садике яма вăхăт çитсен хуняçапа хуняма хăнана килсе савăнăçлă хыпар пĕлтерчĕç. Вĕсем пире валли укçа пуçтарнă-мĕн. «Мĕн кирлĕ — çавна туянăр», — терĕç пĕр саслăн. Эпĕ хваттер илме ĕмĕтлентĕм: çĕннисен, киввисен хушшинче кăмăла каяканнине суйларăм. Упăшка манăн шухăшпа килĕшмерĕ. «Хваттер хаклă — кредитпа çыхланас килмест. Алăри укçа çăмăл машина туянмашкăн шăпах çитет», — татса каларĕ вăл. Ку хутĕнче итлесшĕн те пулмарĕ упăшка мана. Пĕр кунхине вĕр çĕнĕ машинăпа пирĕн ума килсе чарăнчĕ.

Ку транспорт пĕр чĕптĕм те çăмăллатмарĕ пирĕн пурнăçа. Эпир ывăлăмпа троллейбуспа çÿрерĕмĕр, мăшăрăм машинăпа ярăнчĕ. Çав вăхăтрах пире тара илнĕ хваттертен хăвалама пуçларĕç: хуçасем ăна сутма хатĕрленеççĕ.

Çитменнине, юлташĕсем упăшкана унта та, кунта та леçтереççĕ. Пĕрин — яла, теприн — ташă каçне, виççĕмĕшĕн улаха каймалла иккен. Вăл никама та хирĕçлеймест. Юлташсем хыççăн кайнине пула çемье çинчен манни тавра темиçе те калаçнă унпа. Пур пĕрех итлемест — хăйĕннех перет. Çапла майпа пире хур туса ыттисене ыр тăвать мăнтарăн арçынĕ.

Упăшка ÿсĕрле алă çĕклеме пуçласан чăтăмлăх пĕтрĕ — ачана çавăтса атте-анне патне урăх хулана тухса кайрăм. Малалла вулас...

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.