Комментировать

12 Мая, 2017

Йăлтах медаль тупнинчен пуçланнă

Хальччен вăл аслашшĕн шăпипе питех кăсăкланман. «Санăн аслаçу паттăр, вăйлă çын пулнă, офицерăнни пек кăкăр тулли орден-медальччĕ унăн», — тенĕ-ха ашшĕ. Анчах мăнукĕ çак сăмахсене темшĕн ăса хывман.

— Пирĕн асаттен Николай Гаврилович Матюшкинăн 4 ывăлпа 3 хĕр пулнă. Ачисем пурте Матюшкин хушаматпа çÿренĕ, — çапла пуçларĕ калаçăва Патăрьел районĕнчи Сителте пурăнакан Юрий Степанов. — Анчах асаттепе асанне çырăнман. Манăн атте Николай Николаевич çемьере чи кĕçĕнни пулнă. Вăл Матюшкин хушаматпах шкул пĕтернĕ. Ашшĕпе амăшĕ çырăнман пирки çара ăна амăшĕн хушамачĕпе илнĕ. Çапла ыттисем пурте Матюшкинсем, атте ĕмĕрне Степанов хушаматпах ирттерчĕ. Шел, пĕлтĕрхи утă уйăхĕнче чире пула вăл пирĕнтен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайрĕ. Çывăх çыннăмăра юлашки çула ăсатнă хыççăн вăл каланă сăмахсем тăтăшах аса килме пуçларĕç: «Аслаçу герой пулнă, анчах ăна никам та асра тытмасть, пăхмасть». Малалла вулас...

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.