Комментировать

11 Мая, 2017

Берлин парăннă!

Елчĕк тăрăхĕ уй-хир ĕçченĕсемпе çеç мар, вăрçă паттăрĕсемпе те палăрни çинчен шкулта вĕреннĕ чухнех вуланă эпĕ. Вĕсенчен пĕринпе – Кивĕ Арланкассинче çуралса ӳснĕ Аркадий Васильевич Богдановпа – 1970 çулхи нарăс уйăхĕнче паллашма тӳр килчĕ. Ун чухне эпĕ, тин çеç салтак тумне хывнăскер, Шупашкарта «Пионер сасси» хаçат редакцийĕн литсотрудникĕччĕ. Вăл тăван районĕнче çутĕç пайĕнче инспекторта вăй хуратчĕ. Анчах çак çын Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче те çапăçни çинчен каярахпа хам Елчĕк район хаçат редакцийĕнче ĕçлеме пуçласан тин пĕлтĕм. Акă мĕн каласа панăччĕ вăл Берлинти юлашки çапăçусем çинчен:

– Вăрçă чарăннăранпа вăхăт нумай иртрĕ пулин те ун чухнехи йывăр кунсене хумханмасăр аса илейместĕп. Эпĕ 1-мĕш Беларуç фронтĕнче гварди 1-мĕш танк çарĕн 257-мĕш зенит артиллерийĕн полкĕнче çапăçрăм. Малтанах шултра кĕпçеллĕ пулемет расчетĕнче наводчик пултăм, унтан кĕçĕн командира çирĕплетрĕç. Пĕр вăхăтрах ротăри комсомол организацийĕн секретарьне суйларĕç.

Уйрăмах Берлина парăнтарассишĕн хаяр çапăçусем кĕрлерĕç. Фашистсем Одер юхан шывĕнчен пуçласа Берлина çитичченех тарăн эшелонлă оборона линийĕ туса хунă. Кунта тăшмана хӳтĕленме питĕ меллĕ: вăрмансем, кӳлĕсем. Çитменнине тата Берлинпа çыхăнтаракан çулсем çинче ялсем нумай. Вĕсенчен чылайăшĕнче çапăçу пункчĕсем йĕркеленĕ. Танксене чарма йывăçсем купаланă, сăвайсем çапса тарăн шăтăксем алтнă, йĕплĕ пралук карнă. Малалла вулас...

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.