Комментировать

11 Мая, 2017

Çав кунсене нихăçан манас çук...

Вилĕмрен çăлса хăварчĕ

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕ Иван Никитич Никитин килес çул 100 çулхи юбилейне паллă тума хатĕрленет. Хăйĕн вăрăм ĕмĕрĕнче чăваш салтакĕ терт-нушана пайтах курнă, тӳссе ирттернĕ. Унпа эпĕ Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Хуракасси ялĕнче тĕл пултăм. Вăрçă ветеранĕ хальхи вăхăтра кĕçĕн ывăлĕн Геннадийĕн çемйинче пурăнать. Акă мĕн каласа пачĕ вăл хăйĕн çинчен:

– Эпĕ 1918 çулхи авăн уйăхĕн 15-мĕшĕнче Ваçликасси ялĕнче хресчен çемйинче çуралнă. Çирĕм çул тултарсан Сĕнтĕрвăрринчен салтака илсе кайрĕç. Малтанах Киев округĕнче пултăм.

1939 çулхи чӳк уйăхĕн 26-мĕшĕнче Майнила ял патĕнче финсем совет пограничникĕсене пăшалпа пеме тытăнчĕç. Çапла вара Финляндипе пирĕн çĕршыв хушшинче юнлă хирĕç тăру пуçланчĕ. Пире пăрахут çине лартса Çурçĕр Двина шывĕпе хамăр çарсене пулăшма ямаллаччĕ. Анчах çар техникине тиесе пĕтерсен приказа улăштарчĕç – чаçе Архангельск хулине ăсатрĕç. 7-8 сехет иртсен эпир каяс пăрахута финсем путарнине пĕлтĕмĕр. Малалла вулас...

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.