Ялта каçхи хурал кирлех
Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче Чăнкасси тăрăхĕнчи ялсенче çынсем черетленсе каçсерен хурала тухатчĕç.
Тепĕр кун ирхине вĕсем хурал мĕнле иртни çинчен ял канашĕн ертÿçине пĕлтеретчĕç. Уйрăмах пултаруллă хуралçăсене вырăнти хăй тытăмлăх укçан хавхалантаратчĕ, хисеп хучĕпе чыслатчĕ, пухусенче ятран мухтатчĕ.
Çак ĕçе обществăри йĕркелĕхе сыхлакансем те — шалти ĕçсен пайĕн инспекторĕсем — тĕрĕслесе тăратчĕç. Ара, çемьере арăмĕсемпе хирĕçекенсем, ĕçкĕçсем шăхличлĕ, хунарлă, хул çине "хурал" тесе çырнă хĕрлĕ хăю çыхнă çынсемпе тĕл пулма шикленнĕ. Каçхи хурала тухнисемех тĕрлĕ преступление уçса пама пулăшнă, "хĕрлĕ автан" алхасассинчен асăрхаттарнă. Малалла вулас...