Комментировать

11 Мая, 2017

«Атте фронтран хăрах ал лапписĕр таврăнчĕ»

Элĕк районĕнчи Ураскилт ялĕнче пурăнакан Ливерипе Анфиса Федоровсен пурнăçĕ мĕн ачаран çăмăл пулман. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин асапĕ витĕр тухса тĕрекленнĕскерсем кулленхи йывăрлăхсене парăнтарса ĕмĕрне ĕмĕрлеççĕ.

— Килте çимелли те çукчĕ. Тулăх пурнăç шыраса пирĕн çемье Çĕмĕрле хулине куçса кайрĕ. Унта пĕчĕк пÿртре пурăнтăмăр. Эпĕ ун чухне кăкăр ачи кăначчĕ. Аннен кăкăрĕ типсе пынипе мана çитерме те çитмен. Вилесрен пускилте пурăнакан Евкеç аппа, нумаях пулмасть ача çуратнăскер, çăлса хăварнă. Вăл маншăн иккĕмĕш анне пулса тăчĕ, — аса илчĕ Ливерий Васильевич. — Кăштах укçа ĕçлесе илес тесе çăмарта сутма çÿреттĕм. Атте вăрçăран хăрах ал лапписĕр таврăннă хыççăн сысна ферминче тăрăшрĕ. Малалла вулас...

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.