Нумай çул иртсен тăванĕсене тупнă
Улатăр районĕнчи Кивĕ Эйпеç шкулĕнче вĕренекенсемпе педагогсем Аслă Çĕнтерÿ кунне тĕплĕн хатĕрленеççĕ. «Вилĕмсĕр полк» акцие те хутшăнма тĕллев лартнă вĕсем. Шкул музейĕнче — паттăрсен сăн ÿкерчĕкĕсем. Çапла, кунта пурин те çук-ха. Çĕнтерÿ кунĕ çитиччен кашни ача вăрçа хутшăннă тăванĕн сăн ÿкерчĕкне хатĕрлесшĕн.
Емельян пичче йывăçĕ
— «Вилĕмсĕр полк» акцие икĕ çул каялла хутшăнтăмăр. Ун чух йыш сахалччĕ, вун пилĕк-çирĕм çын çеçчĕ. Пĕлтĕр вара пирĕн ушкăн пысăкланчĕ: Çырмакаспа хăпарса Çÿлтикас урамĕсемпе вăрçăра вилнĕ паттăрсене халалласа лартнă палăк патне çухрăм çурă утрăмăр. Унта ялти пĕртен-пĕр вăрçă ветеранĕ 104 çулти Емельян Никишин кĕтсе илчĕ. Унăн аса илĕвне итлеме пĕрре те çăмăл мар. «...Акă, паян таврара мĕн тери хитре. Вăрçă вăхăтĕнче кун пек лăпкăлăх пирки ĕмĕтленме те пултарайман. Пĕлĕтре бомбардировщик ÿлетчĕ, артиллери перетчĕ, бомбăсемпе снарядсем, минăсем шартлатса çурăлатчĕç, пулеметсем шатăртататчĕç... Час-час хăлха илтми пулатчĕ. «Питĕ пурăнас килет çеç мар, ача ашшĕ те, мăнук¬сен аслашшĕ те пуласчĕ. Ман тавра пĕр кĕтÿ мăнук чупкалатăр! Çавсемшĕн кĕрешетĕп те тăшманпа! Вăрçă хыççăн пур¬те тăван тăрăха таврăнăпăр, çемье çавăрса ача-пăчаллă пулăпăр! Асаттесем пуличченех пурăнар», — терĕ пĕрре-хинче çап-çамрăк салтак. Эпĕ авă вăл пилленинчен те ытла кун-кунларăм. Мăнуксен ачисене кăна мар, вĕсен ачисене те курма Турă сăвап пачĕ. Эпĕ телейлĕ çын», — терĕ ветеран ун чухне. Палăк патĕнче асăнмалăх хунав та лартрĕ. Йывăçа «Емельян» ят патăмăр, — иртнĕ акцие аса илчĕ шкул директорĕ Надежда Махрова.
Емельян Ивановичăн пурнăçĕ çăмăл иртмен. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине тухса кайнă чухне унăн ашшĕ килте пулман. Малалла вулас...