Тăван тăрăха – 72 çултан
Муркаш тăрăхĕнчен çапăçу хирне 9845 çын тухса кайнă. 5491 салтака тăванĕсемпе çывăх çыннисем кĕтсе илеймен. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 72 çул иртнĕ хыççăн вĕсенчен пĕри тинех тăван тăрăха «çитнĕ»: Юнкă ял тăрăхĕнче паттăр салтака Петр Илугина тепĕр хут пытарнă.
Мероприятие район ертÿлĕхĕ, çар комиссариачĕн ĕçченĕсем, ял-йыш, тăванĕсем пухăннă. Çавăн пекех «Вилĕмсĕр полк» та салтака кĕтсе илнĕ. Райадминистраци пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев палăртнă тăрăх, Муркаш тăрăхĕнче паян вăрçа хутшăннă 22 çын кăна юлнă. Вĕсенчен иккĕшĕ — Юнкă ял тăрăхĕнчен. 23 çулти Петр Илугин ефрейтор ял çыннисен асăнчех пулнă.