Комментировать

27 Апр, 2017

Пысăк шанăç кÿрекен парне

Турă мĕн панине хаклама пĕлместпĕр тепĕр чухне. Уйрăмах хĕр ачасем  хăйсенче çитменлĕх шыраса пур-çук сăлтавшăнах кулянаççĕ. Пурнăçпа иртĕхни мар-и çакă? Эсир сывлатăр, куратăр, илтетĕр, калаçатăр, утатăр е чупатăр, ытти вара пĕлтерĕшлĕ те мар. Шухăшласа пăхар-ха, тепĕр ача пачах курмасть е хăй тĕллĕн утаймасть, çапах кашни пĕчĕк çитĕнÿпе савăнса, хавхаланса курăнма пĕлет.

(...) Шупашкарти пуçламăш пĕлÿ паракан 3-мĕш шкула 2-12 çулсенчи сусăр ачасем çÿреççĕ. Пултарулăх çулĕ çыннăн аталанăвне мĕн тери пулăшнине кунта ĕçлекенсенчен кашниех ăнланать. Çавăнпа та ачасем валли ятарлă кружоксем пур. Юрлас пултарулăха аталантарассипе, сăмахран, Людмила Макова ĕçлет. Вăл музыка урокĕсене кăна мар, «Золотой ключик» кружок та ертсе пырать. «Шăпах шкул умĕнхи ÿсĕмре ачасене юрă-кĕвĕпе, пултарулăхăн нумай тĕсĕпе: ташăпа, вăйăпа, музыка инструменчĕсемпе — паллаштаратпăр, — палăртрĕ Людмила Николаевна. Кружока çÿрекенсем тĕрлĕ юрă шăрантараççĕ, çав шутрах Юрий Энтин репертуарĕнчисене те. Кăçал вĕсем виççĕмĕш çул ĕнтĕ «Чăваш Ен ахахĕсем» пултарулăх фестивальне хутшăннă. Виçĕм çул çĕнтерÿçĕ те пулнă. Тĕплĕнрех...

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.