Комментировать

27 Апр, 2017

«Тутă çын выçă çÿрекене ăнланмасть»

Пĕрисем вĕсене хĕрхенеççĕ, теприсем иртсе кайнă чухне те асăрхамаççĕ. Виççĕмĕшĕсем вĕсене этем вырăнне хумасăр сăлтавсăрах хĕнеме пултараççĕ. Ытларахăшĕ: «Фу-у-у, çапкаланчăк!» — тесе йĕрĕнет. Урамра çапкаланса çÿрекен, ăçта май килнĕ, çавăнта выртса тăракан çыннăн сăн-пичĕ те çухалать. Шупашкарта килсĕр-çуртсăр çынсене тăтăшах тĕл пулма май пур. Ытларах чухне вокзал çывăхĕнче, çÿп-çап контейнерĕ патĕнче курăнаççĕ вĕсем. Выçă хырăм вăтанмасть тенĕ ваттисем. Çапкаланчăксем çÿп-çап контейнерĕнче апат юлашкине шыраççĕ, унпа хырăма улталаççĕ. Çакăн пек ÿкерчĕке курсан мĕскĕнсене ирĕксĕрех хĕрхенетĕп. Хăш самантра этем никама та кирлĕ мар пулса тăрать-ха? Хÿтлĕхсĕр пурăнма хăнăхнă çын мĕншĕн хăйне алла илеймест? Куçĕнче пуласлăх çути мĕншĕн сÿннĕ-ши? Çак ыйтусем тахçантанпах канăçсăрлантараççĕ мана.

Ентешĕсем палласран хăрарĕ

Хаçатра килсĕр-çуртсăр çын шăпине çутатма шухăшласан пĕр вăхăт иккĕлентĕм: вĕсемпе епле пырса калаçмалла? Ытларикунпа шăматкунсерен çакнашкаллисене тĕп хулари «Шупашкар» пасар хыçĕнче апат çитереççĕ, çавăнпа унталла çул тытрăм. Унта чылаййăн пухăннине аякранах асăрхарăм. Çапкаланчăка тухнă çынсем миçе çултине пĕлес тесе кашнине сăнарăм. Анчах çакна ниепле те ăнкарма çук. Ара, эрех-сăра ĕçнĕрен чылайăшĕн пичĕ-куçĕ шыçăннă, нумайăшĕ сухалне хырман. Теприсен ав куç айĕ кăвакарса тухнă. Халăх пухăннă вырăнтан инçех мар, пĕренесем çинче, виççĕн ларатчĕç. Çакскерсем патне асăрханса çывхартăм. Вăрăм çÿçлĕ арçын шыв мĕнне тахçанах маннă: çĕтĕк-çатăк пысăк куртка уртса янă, вараланса пĕтнĕ джинс шăлавар тăхăннă, уринче — пылчăклă пушмак. Сухалне темиçе уйăх хырман пулмалла. Хăй лăпкăн калаçрĕ, эрех шăрши сисĕнмерĕ. «Эсир те кунта апатланма килтĕр-им?» — иккĕленсе пăхрĕ вăл ман çине. Эпĕ мĕн сăлтавпа çÿренине пĕлсен хăйĕн пурнăçĕпе паллаштарма килĕшрĕ.

Игорь Михайлов /хушаматне улăштарнă/ Вăрнар районĕнчи Кÿстÿмерте çуралса ÿснĕ. Ытти ача пекех вăл шкултан вĕренсе тухнă. Çемьере вĕсем виçĕ пĕртăван çитĕннĕ. Игорь — вăтамми. Пиччĕшĕ темиçе çул каяллах çĕре кĕнĕ. Кĕçĕнни çемйипе тĕп килте кун кунлать. Шкулпа сыв пуллашсанах Игоре салтака кайма повестка панă. Çур çул — Тутарстанта, çулталăк çурă Чулхула облаçĕнче хĕсметре тăнă. Унта ÿкнĕ самолетсен «хура ещчĕкĕсене» тишкернĕ. Малалла вулас...

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.