Комментировать

27 Апр, 2017

Тăлăхсене çемье телейне парнелесшĕн

Приморье крайĕнче çуралнă Дианăн, Сашăн, Каринăн тата Мишăн амăшĕ çамрăклах, 25 çулта, туберкулезпа чирлесе вилнĕ. Пĕрремĕш ачине 16 çултах çуратнă хĕрарăма ĕçкĕпе иртĕхни ырри патне илсе çитермен, çавна пула ачисем тăлăха юлнă. Каринăна ашшĕ хăйĕн патне илсе кайнă. Диана, Саша тата Миша ача çуртне лекнĕ. Унта нумаях та пурăнман — вĕсене Шупашкарта тĕпленнĕ Татьянăпа Александр Львовсем опекăна илнĕ.

«Сире ют ача мĕн тума кирлĕ?»

«Манăн ача нумай пулать: хамăннисем те, хÿтлĕхе илнисем те», — шухăшланă Татьяна Львова çамрăк чухнех. Амăшĕ ăна 40 çулта çуратнă. Ашшĕ пĕчĕк хĕрне çав тери хытă юратнă, ачашланă. Таня лавккара пукане çине пÿрнепе тĕлленĕ çеç — ăна туянса панă. Анчах ашшĕн пурнăçĕ сарăмсăр татăлнă. Малалла вулас...

 

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.